Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019, 11:36 Просмотров: 321

Анатолий Александрович Головин 1949 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче Татмăшра çуралнă. Вăл - изобретатель, конструктор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ (1984 çул).

А. Головин Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн (халĕ академийĕн) выпускникĕ. Ĕç стажне Канаш районĕнчи колхозсенчен пуçланă. 1974-1976 çулсенче-Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн инженерĕ. 1976-1991 çулсенче Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх техникин патшалăх комитечĕн Тĕп конструкторпа технологи бюровĕнче конструкторта, конструкторпа технологи пайĕн заведующийĕнче, тĕп конструкторта, директор çумĕнче ĕçленĕ. 1991 çултанпа - "Новатор" предприятин директорĕ - тĕп конструкторĕ.

Ентеш вăрман тата ял хуçалăх облаçĕнче техника хатĕрĕ тата технологи шутласа кăларассипе пысăк квалификациллĕ специалист. Вăл шутласа кăларассипе 75 свидетельство, рационализаторла сĕнỹсен 35 удостоверенийĕн, 18 статьяпа икĕ каталог авторĕ. Ăна "СССР изобретателĕ", "СССР Патшалăх агропромĕн чи лайăх изобретателĕ", "Чăваш Енри чи лайăх изобретатель тата рационализатор" паллăсемпе наградăланă.

х х х

Музыка фольклорисчĕ, учитель, Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ Петр Васильевич Пазухин 130 çул каялла (13.04.1889-23.07.1917) Анат Чакă ялĕнче çуралнă.

П. Пазухин -Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн выпускникĕ. Вăл Элĕк районĕнчи икĕ класлă училищĕре ĕçлеме пикеннĕ. Каярах (1914 çулччен) Етĕрне тата Козьмодемьянск уесĕсенчи шкулсенче вăй хунă. Вăл Пăва, Чĕмпĕр, Етĕрне, Çĕрпỹ, Теччĕ, Шупашкар тата ытти уессенчи халăх фольклорне пухнă.

Пирĕн ентеш "Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним" сборникăн иккĕмĕш пайне йĕркелекенĕ.

Петр Васильевич Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунă. ("Çулталăк кĕнекинчен").

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика