Тунтикун, майăн 20-мĕ- шĕнче, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлура хускатнă тĕп ыйтусем - территорисене тирпейлес, çỹп-çап пуçтармалли çĕнĕлĕхри çитменлĕхсене пĕтерес, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн акнă-лартнă культурăсен шăтаслăхне, хирсемпе улăхсен тасалăхне хаклас, район халăхĕ "Хĕвеллĕ" уçланкăра 68-мĕш хут савăнакан Акатуй-Сабантуя чыслăн ирттерсе ярас ыйтусене пăхса тухрĕç. Ял пуçлăхĕсемпе сỹтсе явакан ыйтусем пĕри те çĕнĕлĕх мар темелле, çапах та вĕсен кашнинех пысăк яваплăха туйса, пайăрлă тата вăхăтра пурнăçлама тивет. Çакна канашлăва ертсе пынă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов темиçе хутчен те аса илтерчĕ. "Вăхăтра тата тирпейлĕ пурнăçланă ĕç çеç сумлă. Ун чухне халăхпа вырăнти влаç хушшинчи çыхăну та шанчăклă пулĕ",-терĕ вăл канашлу пуçламăшĕнчех "МВК Экоцентр" пĕрлешỹ ĕçне тата ял пуçлăхĕсен хастарлăхне хак парса.
Канашлура пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов тухса каларĕ, вырăнсенче çул-йĕре, вăрман тăрăхĕсене тирпейлес, йывăçсемпе чечексем лартса хамăр пурăнакан тавралăха капăрлатас, православи тĕнне тытса пыракансемшĕн пысăк праçник - çветтуй Троица çывхарса пынă май, масарсемпе унăн территорисене çỹп-çапран тасатас ыйтусене çивĕчлетрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ку тĕлĕшпе районта ятарлă конкурс пынине те аса илтерчĕ. "Чи кăтартуллă урам", "Чи капăр ял" тата ытти номинацисемпе тупăшăва хутшăнас текенсен ăна маларах вырăнта йĕркелемелле, ун хыççăн тивĕçлисене район шайĕнчи конкурса (майăн 31-мĕшĕччен) тăратмалла.
Июнĕн 5-мĕшĕнче районти хуçалăх ертỹçисемпе ял хуçалăхĕн тĕп специалисчĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, çĕр ĕçĕпе çыхăннă ытти хастарсем ятарлă маршрутпа уй-хир тĕрĕслевне тухĕç. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов тĕплĕн паллаштарчĕ. Район ертỹçисемпе пĕрле йĕркелекен йăлана кĕнĕ çул çỹреве кăçал пуçласа "МВК Экоцентр" пĕрлешĕвĕн районти представителĕсене те кĕртнĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче хуçалăхран тухакан хытă каяша пуçтарассине мĕнле йĕркеленине, унсăр пуçне хирсенчи, вăрттăн вырăнсенчи çỹп-çап "полигонĕсене" курса ĕненме, каярахпа пĕтĕмлетỹ тума та май пулĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсеренех кĕрлекен "Акатуй-Сабантуй" тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерекен пысăк уявсенчен пĕри. Вăл кашнийĕнчех кăсăклă, пуян содержаниллĕ иртет. Урăхла каласан, аякран та çывăхран уçланкăна хапăл тунă хăнасене пирĕн патăрта кичем пулас çук. Ака-суха ĕçне пĕтĕмлетекен уяв программине кăçал та çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ, Акатуй-Сабантуй комиссийĕн членĕ Алевтина Куданова вĕсемпе паллаштарнă май, ял пуçлăхĕсен умĕнчи пысăк яваплăх пирки те аса илтерчĕ, пурне те çак ĕçре ăнăçу сунчĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |