Нăрваш Шăхаль ял поселенине виçĕ ял кĕрет: Нăрваш Шăхаль, Вăрманхăрри Шăхаль тата Апрушнай (Ясная Поляна). Пĕтĕмĕшле илсен вĕсенче ытларах чăвашсем пурăнаççĕ.
Анчах та кашни ялăн хавалĕ расна. Тĕрĕссипе вăл ытти ял тăрăхĕсенче те çавах ĕнтĕ. Хăшĕсенче пуçаруçăсем, хастарсем йышлă, вĕсемпе кирек мĕнле ĕçе пуçăнма та ансат. Теприсене вырăнтан хускатма та, мероприятисене, субботниксене явăçтарма тата ытти ĕçре те çăмăл мар. Ун пек чухне вырăнти халăхăн кăмăл-туйăмне йĕркелекенсем, вĕсемпе ăнлантару ĕçне пурнăçлакансем старостăсем шутланаççĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнчи виçĕ ялта тăватă староста суйланă. Нăрваш Шăхалĕнче çак обществăлла тивĕçе Николай Узалуковпа Василий Николаева, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче Аркадий Яковлева, Апрушнайĕнче Григорий Шалтынова шаннă. Алла староста удостоверенине илнĕ çынсем пурте ял хушшинче хисеплĕ, тăрăшуллă, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултараççĕ. Граждансен пухăвĕнче суйланă старостăсем тĕрлĕ çулта. Вĕсенчен чи çамрăкки - А. Яковлев. Аркадий Иванович 40 çулта çеç-ха. Çамрăк ашшĕн аслисенчен вĕренмелли те пайтах темелле. Çапах та унăн хуçалăхри, çемьери тăрăшулăхне, тирпейлĕхне, çынсемпе калаçма пултарнине шута илсе ăна çак обществăлла ĕçе шанса панă.
- "Труд" хуçалăхра механизаторта ĕçленĕрен, чылай мероприятинчен сиксе те юлма тивет, паллах. Ун пек чухне хама аван мар туятăп. Нумай пулмасть алла илнĕ хĕрлĕ удостоверени ял халăхĕ умĕнчи яваплăха тата ытларах ỹстерет. Шанăçа тỹр- ре çеç кăларасчĕ. Ял халăхĕ яланах хăйĕн пĕчĕк çĕршывĕшĕн пысăк вăй пулнă. Вăрманхĕрри Шăхаль аталанăвĕ, капăрлăхĕ, пуласлăхĕ - пурте пирĕн алăра. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен ыррине тума пулатех тесе шутлатăп,-тет ял тăрăхĕнчи чи çамрăк староста.
Районти чылай ялта старостăра опытлă шурсухалсем, аксакалсем тăрăшаççĕ. Эпир вара çак ушкăна çамрăксене те явăçтартăмăр. Аслисенчен паха опыта вĕренсе, хăнăхса пыни малашлăх валли никĕс çеç пулĕ.
Н. МИХАЙЛОВА, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ
Ноябрь 2024 |