Эпир ку тĕнчере хăнара çеç, вăхăт çитсен пурте яланлăхах каятпăр. Хальлĕхе вара, хамăр пурăннă чухне, тăванăмăрсем, юлташăмăрсем, çывăх çыннăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тасатса тăма тăрăшмалла. Çакă вĕсене хисеплени те, манманни те, асра тытни те.
Чылай ялта масарсене тирпейлессипе субботниксем йĕркелерĕç, Çветтуй Троица умĕнхи вилнисене асăнмалли куна кĕтсе илме хатĕрленчĕç. Пĕрисем çак яваплă ĕç патне таса кăмăлпа пынă пулсан хăш-пĕр çĕрте ячĕшĕн çеç пурнăçланă. Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, старостăсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова кашни ял тăрăхĕнчи пĕрер çăвана çитсе курчĕç, территоринчи тасалăха, курăка çулнине, пушар хăрушсăрлăхне пăхăннине, автомашинăсене лартма вырăн, медицина аптечки пуррине тата ыттине те тĕрĕслерĕç. Пĕрлех мероприятие хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашрĕç.
Патăрьелĕнчи масар Елчĕке каякан çулăн сулахай енче вырнаçнă. Çанталăк çумăрлă чухне те унта çăмăллăнах çитме пулать. Алăкран кĕнĕ çĕрте чечексем ешереççĕ. Курăка çулса хунă.
- Ял масарне Геннадий Антонов пăхса тăрать. Курăка çулма бензоçава илсе панă, -терĕ Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă май.
Туçа ял тăрăхĕ 8 ялтан тăрать. Мероприятие хутшăнакансем Анат Туçа ял çăвине чарăнчĕç. Вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли куна кĕтсе кунта субботник йĕркелени сисĕнет, анчах вĕсен Туçасенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Сăмах май, Туçари масара Антонина Салмина староста Елчĕк районĕнчи Тỹскеле кайса курнă хыççăн улшăнусем кĕртессишĕн сахал мар вăй хунă. Иртнĕ çул ял халăхĕ тăрăшнипе çĕнĕ пỹрт тунă. Шала сĕтел, сак лартнă. Территоринче чечексем акнă. Тирексене сайратассипе те аван ĕçленĕ.
Шăхачра та питĕ тирпейлĕ. Ял çыннисем хăйсем укçа пухса тăпăл-тăпăл çеç çурт хăпартнă. Вилнĕ тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна кĕрекен хапхана та çĕнетнĕ. Çулса тирпейленĕ.
Треньелĕнчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи çăвасене те тирпей-илем кĕртессипе сахал мар тăрăшнă. Красномайскинче шăпах ял тăрăх пуçлăхĕсемпе старостăсем çула тухнă кун, июнĕн 11-мĕшĕнче, масартан кăларса пăрахнă çỹп-çапа ятарлă машина çине тиетчĕç. Сăкăтра та курăксене çулатчĕç.
- Кăçал Çĕньял ял тăрăхĕнчи масарсене тасатма виçĕ хут та тухрăмăр. Кашнийĕнчех çĕршер çынран кая мар пухăнчĕ, - терĕ М. Мадюкова ял тăрăх опычĕпе паллаштарнă май.
Именкасси çумĕнче Выселка поселокĕ вырнаçнă. Кунта тĕпленнисем те нумайăн мар, вĕсен те хăйсен çăви пур. Ялта пурăнакансем вара шалти курăка та, айккипе те çулман. Çăл Атăкра кĕрекен çула тирпейленĕ, анчах карта хĕрринче выльăхсем валли утă хатĕрлеме пулать. Турханта та çаплах. Çĕрĕшнĕ хĕрессене территори айккине кăларса хунă.
- Пирĕн ял масарне хăть кам пырсан никамăн та пичĕ хĕрелмест. Вилнĕ тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăна эпир масаран яман, - терĕç упамсасем.
Паян çăва территоринче часовньăсем тăвасси йăлана кĕчĕ. Ырă пулăм, хирĕçлесе нимех те калаймăн. Çав вăхăтрах юнашарах кивĕ масар пỹрчĕсем лараççĕ. Пурне те харăс тума çук, анчах пĕрех тивĕçлĕ йышăну патне пыма тăрăшмалла.
Америка вĕрени çум курăк пекех, ăçта килнĕ унта ỹсет. Масарсенче те вĕсем çителĕклех: пĕчĕккисем те, пысăккисем те пур. Татмăшри, Тутар Сăкăтĕнчи çăвасенче, çул айккипе вĕсем вăй илсе пыраççĕ. Тỹпенелле пит кармаштариччен çавсене касмаллах.
Масарсене хăтлăх кĕртесси пĕр çын тăрăшнипе кăна пулакан япала мар. "Халăх сурать- кỹлĕ пулать", - тенĕ ваттисем. Ял старостисем, обществăлла канаш членĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем халăх та пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен ĕмĕрлĕх канлĕх тупакан вырăнта тирпей тума пулатех.
О. ПАВЛОВ
Ноябрь 2024 |