Юлашки вăхăтра çамрăксем кальяна мала хура пуçларĕç. Сывлăха сиен кỹмест, теççĕ пулас. Анчах унпа вăрах вăхăт усă курни инфекци чирĕсене лектерме, рака яма, инфаркт патне çитерме пулăшать.
Мĕн-ха вăл кальян? Туртмалли хутăш. Тĕнчере ăна 105 миллион ытла çын усă курать. Камсем тетĕр-и? 15-28 çулхисем. Статистика вара унпа ытларах хулара пурăнакансем, аслă пĕлỹллĕскерсем интересленнине палăртать.
Авалтан табака усă курнă. Халĕ тĕрлĕ хутăш тĕтĕмне çăвара илеççĕ. Ăна интернет-лавкка урлă туянаççĕ. Сахăр сиропĕ, тĕрлĕ курăк, ытти хутăшсем пуçри шухăшсене сирсе çынна çемçетсе яраççĕ. Шланга тăрăх килекен тĕтĕме мăштукран сывласа илеççĕ. Унра 2,96 миллиграмм таранччен никотин та пур. Хакне кура 0,2-1,3 миллиграмм сигарет кайăнать. Çавăнпа 40 минут е пĕр сехет кальян туртаканăн юнĕнче сигаретпа усă куракансенчен икĕ хут ытларах никотин пурри палăрать.
Кальян тĕтĕмĕ сиенлех. Мĕн кăна çук унта: табак, никотин, металсен тăварĕсем, мышьяк тата ытти те. Сăмала та пур. Кальянĕнчен хăйĕнчен ытларах унпа усă куракан хатĕрсем сиен кỹреççĕ. Тĕтĕм çулĕ çине сахал мар ларса юлаççĕ вĕсем. Пурте усă куракан мăштука инфекци лекет. Кунта харпăр-хăй гигиенине çирĕп пăхăнни кирлĕ. Çавах герпес, В гепатит, менингит, сифилис, тĕрлĕ кăмпа чирĕ, вируслă инфекцисем, туберкулез ересрен асăрханмаллах.
Пуçласа кальянпа усă куракансен наркăмăшланасран та сыхă тăмалла. Хăстарма, сывлăша пỹлме, кăмăла пăтратма, пуçа çавăрма, вăй-хала чакарма, кирлĕ хусканусене тума чарма, ỹт температури ỹсме, кăкăр хĕсме пултарать. Кунта вара пулăшу пама васкамалла. Уçă сывлăша илсе тухмалла, кăкăра хĕстерекен тумтире вĕçертмелле, пит-куçа сивĕ шывпа çумалла. Енчен те улшăну пулмасан, врач пулăшăвĕ кирлех.
Кальян тĕтĕмне пуçласа ăша илсен чĕре хăвăрттăн тапма пуçлать. Пуç ыратма пикенет. Ĕç патне туртăнасси чакать. Тĕтĕмĕ куçа кĕрет, хĕретет. Каярахпа бронхит, астма е ỹпке ракĕ патне çитет.
Тĕтĕме сывласа иличчен унăн сиенĕ пирки тĕплĕн шутлани вырăнлă.
Н. НАДИНА, район больницин врач-наркологĕ
Ноябрь 2024 |