Ытла та хăвăрт, сисĕнмесĕр шăвать вăхăт. Шкулсенчен вĕренсе тухакансене алла аттестатсем панăранпа шутлă кунсем çеç хыçа юлчĕç. Каллех çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленмелле. Çитĕнекен ăрăва хăтлă ача сачĕсемпе пĕлỹ паракан учрежденисене кĕтсе илме тăрăшмалла.
2019-2020 вĕренỹ çулĕнче партăсем хушшине 4218 каччăпа хĕр ларĕ, вăл шутран пĕрремĕш класа - 440 ача. 1,5 ỹсĕмрисене тата аслăраххисене вара пурне те ача сачĕсемпе тивĕçтернĕ. Садиксене 1955 ача килмелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ комисси вĕрентỹ учрежденийĕсене çитсе вĕсен хатĕрленĕвне тĕрĕслерĕ. Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ, пушар тата террор хăрушсăрлăхĕ, ытти ыйтусем те интереслентерчĕç тĕрĕслевçĕсене. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи тата Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче ачасене малалла та аталантарма цифрлă тата гуманитари центрĕсем уçăлмалла. Çак тĕллевпе 5 миллион тенкĕ укçа усă курăнать. Первомайскисем ыр кăмăллăх грантне çĕнсе илнĕ май хоккей площадки тăваççĕ.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта пуçарулăхлă бюджет программипе килĕшỹллĕн ку чухнехи 3 Дингли класс, çĕнĕ компьютер хатĕрĕсем пулаççĕ тата ытти те. Çĕнĕлĕхсем, паллах, савăнтармаллипех савăнтараççĕ. Улшăнусене шкулсемпе ача сачĕсене çитсе курни те çирĕплетрĕ.
Шкулĕсем илĕртỹллĕ, ача сачĕсем капăр, ĕçлекенĕсем çителĕклĕ, пĕр ыйту çеç пăшăрхантарать пурне те. Ача шучĕ чакса пырать. Кзыл Камышри шкул- садра та çавах. Кăçал пĕрремĕш класа килекен çук. Çитĕнекен ăрăва тивĕçтерекен мĕн пур услови пур. 2018 çулта кĕçĕн классен кабинечĕ районта "Чи лайăххи" ята тивĕçнĕ. Классене тасатнă, сăрланă, тирпейленĕ. Стендсене çĕнетнĕ. Шкул картишĕнчи парникре хăяр, помидор ỹстереççĕ. Вĕсене хĕл валли те хатĕрлеççĕ. Çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр йăранĕсем те кăмăллă. Пахчара тĕрлĕ улма йывăççи ỹсет. Чие, слива... таранах пур.
Вылямалли оборудованисем те сахал мар туяннă. Стадиона каякан çĕре асфальт сарнă. Вĕренỹ учрежденине М. Юсупов меценант та кăмăлтан пулăшать.
Çу каçипех çеçке çуракан чечексем ỹсеççĕ.
Ку енĕпе Сăкăт вăтам шкулĕ те илĕртỹллĕ. Чечексене аслă çул хĕррине те лартма ỹркенмен. Вĕренекенсем калчисене Т. Медведева биологи учителĕ ертсе пынипе çуркуннех акса çитĕнтереççĕ. Пĕрремĕш класа 16 ачана кĕтеççĕ. Столовăйĕнчи оборудованисене çĕнетнĕ. Шыв пахалăхне лайăхлатма май паракан фильтр та лартнă. Пахча çимĕç йăранĕсем кунта та пур.
Мĕн кăмăла кайрĕ-ха тата? Шкул коридорĕнче ăс-тăна çирĕплетсе ăша хывма май паракан каларăшсемпе ваттисен сăмахĕ- сем çакăнса тăраççĕ. Пĕр еннелле утнă чухне вĕсене чăвашла, тепĕр май кайнă чухне вырăсла вуламалла.
Сăкăтри ача садне 71 ача килмелле. Пĕр ялшăн сахал мар. Анчах çурчĕ "ватăлса" пырать темелле. Çуркунне путвала кĕнĕ шыв çу каçа та типесшĕн мар-мĕн. "Стройкомфорт" ĕçченĕсем кунта юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыратчĕç.
Тумлантарсан тунката та хитре, теççĕ. Патăрьелĕнчи "Центральный" ача сачĕн ĕçченĕсем лавккара сутакан 5 литрлă пластик шыв савăчĕсене çурмаран касса тăпра тултарнă та тĕрлĕ тĕслĕ петуни чечекĕсене лартнă. Кирек ăçта та куçарса лартма пулать. Коллектив урама та, кĕрекен çĕре те чечексемпе илемлетнĕ. Иртен-çỹрен те илемпе киленет.
Шалта та çĕнĕлĕхсем пур. Музыка залне, спорт кĕтесне кăмăла каймалла сăрланă. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе çуллен 30-40 пин тенкĕлĕх вылямалли теттесем туянаççĕ. Пỹлĕмсен стенисем çине пенопластран сăрласа касса кăларнă юмахсенчи сăнарсене вырнаçтарнă.
Территоринче хыт-хура ỹсмест. Кунта ĕçлекенсем питĕ тирпейлĕ. Çакă чỹрече кантăкĕсене тасатнинчен те курăнать.
"Юмах" ача садне 280 ача çỹрет. 53 çынлă ĕç коллективне ертсе пыма та çăмăлах мар-тăр. Çавах территоринчи 3 гектар ытла лаптăка тип-тирпейлĕ тасатса тăраççĕ.
- Иртнĕ çул кунти курăка 11 хутчен çулма тиврĕ,- тет А. Горшкова заведующи.
Туя йывăççисен, кĕл чечексен, пионсен, петунисен речĕсен, дыня, арбуз, помидор, хăяр, баклажан... йăранĕсен хушшисенче, улма йывăççисен айĕсенче пĕр çум та çук.
Патăрьелĕнчи каçхи шкул, хушма пĕлỹ паракан центр, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче те пулчĕç тĕрĕслевçĕсем. Ĕçе малалла яма пулăшакан сĕнỹсене парса хăварчĕç.
Искусство шкулĕ те ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтме хатĕр. Музыка инструменчĕсене самаях çĕнетнĕ кунта. Сĕтел-пукан, кинопроектор, компьютерсем, интерактивлă доска туяннă.
- Ачасен хушма пĕлĕвĕ çине сахал мар тимлĕх уйăратпăр. 5 çултан аслăраххисен 71 проценчĕ тĕрлĕ кружока çỹрет. Ташă ушкăнĕсем, спорт секцине çỹрекенсем, ỹнер ăсталăхне алла илекенсем, музыка аппаратурипе калама хăнăхакансем, юрăç пулма хатĕрленекенсем... хăйсен пултарулăхĕпе сахал мар савăнтараççĕ. Каярахпа хăйсен пурнăçне çав енĕпех çыхăнтаракансем пурри кăмăллă. Темиçе çĕршер пин тенкĕлĕх фортепианосене, 5 йĕрлĕ 70 пин тенкĕрен кая мар тăракан баянсене кашни ашшĕ-амăшĕ илсе параймасть- çке, - тет район администраци- йĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова. Искусство шкулĕпе филиалĕсенче çеç 453 ача вĕренни çакна çирĕплетет те ĕнтĕ. Çынсен тăрăшуллă ĕçне пăхма, пахалама, хак пама кăмăллă. Анчах пурте пĕрешкел çанă тавăрса ĕçлеменни те курăнать. Хăш-пĕр ача сачĕсемпе шкулсенче территори тирпейлĕхĕшĕн те çакнашкал тăрăшни туйăнмасть. Лаптăкĕсем пысăк пулсан та чечек сахалрах лартаççĕ е çĕрĕшме пикеннĕ панулми йывăççисене çĕнетме васкамаççĕ. Ырă ĕç опытне курмашкăн ытти районсемпе хуласене кайма кирлех те мар. Кỹршĕрех кăтартуллисем ĕçлеççĕ. Семинар-канашлу ирттернĕ чухне çавсене кăтартассине те шута илесчĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |