Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ халăхăн пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлекен структура шутланса тăрать. Ял тăрăх пуçлăхĕсен çăмăл мар ĕçне пирĕн районта ытларах арçынсем пурнăçлаççĕ. "Лав" умĕнчи турта хушшине тăнисем хушшинче ача амăшĕсем те пур. Ишлĕ ял тăрăхне ертсе пыракан Людмила Юркина, сăмахран, çирĕм çула яхăн поселени ертỹçинче тăрăшать. Çĕньялти муниципалитет пĕрлĕхĕнчи халăх пурнăçĕпе, ял аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене вара иртнĕ çултанпа Мария Ильинична Мадюкова (сăн ỹкерчĕкре) ертсе пырать. Çĕнĕ ĕçре вăл çулталăк çеç пулин те, ял пуçлăхĕн курăмлă ĕçĕ те нумай, унтан вĕренмелли те сахал мар. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ ял пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçнă, вырăнта халăх вăйне пĕрлештерсе пурнăçлакан курăмлă ĕçсем пирки сăмах хускатнă.
- Мария Ильинична, ку таранччен сире хăвăр тăрăхра педогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ, ачасен юратнă вĕрентекенĕ тесе пĕлнĕ. Иртнĕ çулхи июльтенпе эсир 40 çул ытла вылянă "роле" улăштартăр. Квалификацие çĕнетнине мĕнлерех йышăнтăр?
- Пурнăçра эпĕ хама чăнласах та учитель пулма çуралнă тесе шутлатăп. Ял пуçлăхĕн должноçĕ çăмăл мар пулнине малтанах туйнă, пĕлнĕ, курнă. Мĕншĕн тесен пурнăç тăршшĕпех общественник шутланнă. Çĕнĕ ĕçри манăн чăн малтанхи утăм - ял тăрăхĕнче халăхпа çыхăнтаракан вăйсене - депутатсене, старостăсене, общество канашне, хĕрарăмсен обществăлла организацине, уйрăм хастарсене, предпринимательсене - пĕрлештерни. Ахальтен мар ваттисем пĕччен сурсан типсех пырать, халăх сурсан кỹлĕ пулать, теççĕ. Хамăн ĕçĕме çак утăмран пикеннин усси пулчĕ темелле. Çавăнпа та паян эпир кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлатпăр.
- Ку тĕлĕшпе сирĕн ĕçтешсем хушшинче вăрттăнлăх çук тесе шутлатăп. Хăвăрăн ĕçĕрпе çывăхрах паллаштарăр-ха. Ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме мĕнле "рецепт" кирлĕ-ши?
- Нумай çул ял пуçлăхĕнче тăрăшакансем умĕнче мана мăнаçланма аван та мар. Çапах хăш-пĕр япала пирки каласа хăварсан юрать-тăр. Чăн малтан пирĕн ĕçре халăх умĕнче панă сăмахпа пурнăçланă ĕç пĕр-пĕрне хирĕçлеменни кирлĕ тесе шутлатăп. Вăл халăхра шанăç çуратать. Кая хăварса пынă ĕç çине юр çусан халăхра урăхла шухăш тĕвĕленни те паллă. Чăнах та, ял пуçлăхĕн "хăмăтне" тăхăннă хыççăнах ĕçе мĕнрен пикенмеллине те суйласа илме йывăр пулчĕ. Ялсенче тирпей-илем проблемисем пайтах-çке. Çĕньялти ферма патĕнчи кĕпере шыв юхтарса кайнăранпа çынсем нушаланни ялан куç умĕнчеччĕ. Çавăнпа чăн малтан ял-йыша çав тери кирлĕ каçмана тумаллах тесе шутларăм. Мĕншĕн тесен сĕт пуçтарма килекенсем те унта çитсен çаврăнса каяççĕ. Хăрахкасра пурăнакан Василий Елимов ĕç ветеранĕ те çак ыйтупах ял администрацине тухрĕ. Вăл ĕçе пикенме, йĕркелеме, тăкаксене саплаштарма тỹрех 5 пин укçа пачĕ. Çакăн хыççăн ял старостипе, урамри, ялти хастарсемпе калаçса темиçе кун субботник йĕркелерĕмĕр. Хăватлă техникисене те тупрăмăр, ял халăхĕн тракторĕсемпех пулас кану паркĕнчен тăпра турттартăмăр, тикĕслерĕмĕр, пăрăхне çĕнĕрен вырнаçтарса кĕпере тирпейлесе те хутăмăр. Никам та çак ĕçрен турткаланса е пăркаланса тăмарĕ. П. Мурзуков, Б. Елимов, М. Вазюков, С. Семенов, Г.Николаев, В. Ильин, В. Нестеров, М. Ширтанов, Э. Антонов тата ыттисем те кĕпере юсаса çитеричченех хастар ĕçлерĕç.
- Çакă халăх умĕнче "присяга" йышăнмалли пĕрремĕш ĕç пулчĕ-и?
- Çапла тесен те йăнăш мар. Каярахпа халăх вăйне тата анлăрах, ытларах усă курма тĕллев тытрăм. Ял поселенине кĕрекен виçĕ ялти масар çинче те халăхпа икшер хут субботник йĕркелерĕмĕр. Анат Тăрмăшĕнче А. Трифонов хастар пулăшнипе хапхине те улăштарса çĕнетрĕç. Çĕньялта кивĕ правлени умĕнче хăрса кайнă йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр, хĕрарăмсен совечĕн хастарĕсем (ертỹçи тăхăр ача амăшĕ И. Вазюкова) аслă класра вĕренекен волонтерсемпе ферма патĕнчи ĕлĕк-авалах тапса тăракан çăл куçа тасатса йĕри-таврашне хăтлăлатрăмăр. Паян кунта анса-хăпарма та меллĕ, çынсем кăмăлтан шыв илме çỹреççĕ.
- Çак кунсенче çеç эсир Çĕньялта масар умĕнче часовня (ỹкерчĕкре) уçрăр, куполне хăпартрăр. Вăл та халăх вăйĕсĕрех пулмарĕ-тăр?
- Паллах. Пуçару бюджечĕпе пикеннĕ ĕç 350 пин тенкĕ ларчĕ. Йĕркепе килĕшỹллĕн унăн 40 процентне ял çынни пая кĕчĕ. Çак сăваплă ĕçре те пысăк пулăшу паракансем тупăнчĕç. Акă, М. Антонов Мускавра пурăнать пулин те ентешĕсем пуçарнă ĕçе ырласа 50 пин тенкĕ куçарса пачĕ. В. Захаров предприниматель 30 пин парса пулăшрĕ. А. Денисов, А. Ухварин, В. Шакин та район тулашĕнче тĕпленнине пăхмасăр 5 -7-шер пин тенкĕ парса пулăшрĕç. Ял аталанăвĕшĕн, илемĕшĕн алă тăсса пулăшакансене чун-чĕререн тав тăватăп, вĕсен малашне те çак туйăм ан иксĕлтĕр.
- Паян Çĕньялта ĕç шавĕ тăракан тепĕр объект - пулас кану паркĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.
- Кăçал республикăра Геннадий Айхи çулталăкĕ пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çакă пирĕн районшăн, çав вăхăтрах пирĕн ялшăн тата пысăк чыс. Тĕнче шайĕнче хăйĕн сассине панă хисеплĕ поэтăмăр çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа эпир кану паркне уçма шутларăмăр. Çак тĕллевпе депутатсемпе, ял активĕпе вырăнне суйласа илтĕмĕр. Часовня, парк проекчĕсене педагогика ĕçĕн ветеранĕ А. Антонов хатĕрленĕ. Ĕлĕк шкул çурчĕ пулнă территоринче 30 çул ытла, ку таранчченех, çын алли те пырса тивмен. Кунта хыт хура та пусса кайнă, кỹлли çỹп-çаппа тулнă, хăрнă йывăçĕсем арăш-пирĕш ỹк-се пĕтнĕ... Çак территорие чăн малтан ял халăхĕпе тасатрăмăр, тирпейлерĕмĕр. Вырăнне тикĕслесе якатрăмăр. Халĕ питĕ хитре уçланкă пулса тăчĕ. Кунта (çавăн пекех ял уявĕ иртекен вырăнта та) сцена вырнаçтарма та ĕлкĕртĕмĕр. Малашне парка кĕме капăр хапха, шалта вара ялти 28 йăхăн хăйĕн лармалли, пуçтарăнса савăнмалли кĕтесĕ пулмалла. Çак парка тата ытларах капăрлатас тĕллевпе те пуçарулăх кăтартакан ентешсем, "чĕрĕ палăк" лартакансем тупăнаççех тетĕп. Геннадий Николаевичăн пĕчĕк çĕршывне, унăн вилтăпри умĕнче пуç тайма тĕнче шайĕнчи паллă поэт-писательсем, сумлă хăнасем пирĕн пата час-часах килсе çỹреççĕ. Вĕсен умĕнче пирĕн пите хĕретмелле мар, поэт-ентешĕмĕрĕн ят-сумне çỹлте тытмалла.
- Мария Ильинична, калаçу пуçламăшĕнчех эсир обществăлла тивĕçе пурнăçлакансен вăйне пĕрлештермеллине каларăр. Иртнĕ çул ялсенче старостăн статусĕ çĕнĕрен вăй илни сирĕн ĕçре туйăнать-и? _ Калама çук пысăк пулăшу параççĕ мана вĕсем. Ю. Ершов, Л. Мерзлова, А. Михайлов старостăсем хăйсем хисеплĕ те сумлă хастарсем пулнăран вĕсене ял çынни сума сăвать, кирек мĕнле ĕçе пурнăçлама та хирĕçлемест. Вĕсем манăн сылтăм алă вырăнĕнче. Тепĕр чухне ялсенче эпĕ каласса та кĕтсе тăмаççĕ, тирпей-илем кунĕсене йĕркелеççĕ, тасатаççĕ, культура мероприятийĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Урăхла каласан, чăнах та вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва тытса тăракансем шутланаççĕ вĕсем.
- Эсир ял тăрăх пуçлăхĕ çеç мар, пултаруллă сăвăç, "Илем" фольклор ушкăнĕн хастарĕ, алĕç ăсти, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тусĕ тата ытти те. Пĕр çынра çакăн чухлĕ пултарулăх! Унсăр пуçне пысăк хуçалăх, ачасем, мăнуксем... Пĕри теприне чăрмав пулнине туймастăр-и?
- Пĕрре те ун пек мар. Вăхăта усăсăр ирттерни маншăн наказани. Шел, вăл талăкра 24 сехет çеç... -Тавах сире уçă калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем тума иксĕлми вăй-хал сунатпăр. - Çапла пултăр.
Калаçăва Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ
Ноябрь 2024 |