Гипертони кризĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019, 11:42 Просмотров: 298

Вăл юн пусăмĕ ртутĕн çỹл-ти юпин 180 миллиметрĕнчен, аялти 100 миллиметрĕнчен пысăкрах пулсан пулать. Ун пек чухне ĕнсе тĕлĕнчен пуç ыратать, шавлать, куç умĕнче хура пăнчăсем выляççĕ, кăмăл пăтранать, хавшаклăх палăрать, чĕре тĕлĕнче ыратни сисĕнет, пит, алă, ура тăртанма пăхаççĕ.

Çак палăрăмсене сиссенех çынна канлĕ пултăр тесе тăрăшмалла. Çỹлти кĕпе тỹммине вĕçертмелле. Пỹлĕме уçăлтармалла. Юн пусăмне виçмелле. Ртутĕн çỹлти юпи 160 миллиметрĕнчен иртет пулсан халиччен врач мĕнле эмел ĕçме сĕннĕ, çавна памалла. Юн пусăмĕ унран та пысăкрах пулсан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вăл киличчен кресло çине чавсалантарса лартса урине ăшă шыв янă савăт çине хуртармалла.

Вырăнтан васкавлă тăма, ларма, выртма, ỹпĕнме юрамасть. Йывăр ĕçе кỹлĕнме те ан васкăр.

Эмел ĕçни 40-60 минут иртсен юн пусăмне çĕнĕрен виçмелле, сывлăхĕ лайăх енне улшăнни палăрмасан çине тăрсах васкавлă пулăшу чĕнмелле.

Врачпа калаçнă чухне гипертони кризисĕ пуçлансан мĕнле сипленмеллине тĕплĕн ăнланмалла, çырса пымалла.

Килте эмелсем яланах тытмалла. Чир кирек хăш вăхăтра та аталанма пултарать. Çавăнпа вĕсем яланах та алă айĕнче пулччăр.

Н. Зайцева, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика