Ĕмĕр сакки сарлака...

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019, 12:03 Просмотров: 319

Редакцирен:

Илья Алексеевич Журавлев 1955 çулхи августăн 1-мĕшĕнче Красномайски ялĕнче çуралнă. Алманчăри шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн республикăра тухса тăракан хаçат-журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.

Ĕçĕн малтанхи тапхăрĕ асра çирĕп юлнă. Ун чухне ăна, Леонид Алексеевич Журавлева, Красноармейскисемпе паллаштарма Шупашкартан çын килнĕччĕ. Чи малтанах вĕсем халăх депутачĕсен район Совечĕн председателĕ Л. Константинов патĕнче пулчĕç. Леонид Константинович тарават пуçлăх иккен. Шỹте те айккине хăвармасть. Кирлĕ таран сăмахланă хыççăн çĕнĕ çын çине пăхса илчĕ те: "Кунпа çитĕ, айтăр хăвăр пỹлĕме, ĕç вырăнне", -терĕ. Вĕсем çитнĕ çĕре унта ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем пурте пуçтарăннăччĕ. Çапла кỹлĕнчĕ вăл район шайĕнчи лава.

Ĕç вăхăчĕ питĕ хăвăрт шăвать. Малтанласа вăл кунти специалистсем хатĕрленĕ ĕç планне тытса пычĕ. Кичемленме вăхăт çук. Кулленхи тивĕçсемпе пĕрле хуçалăхсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсене çỹреме тивет. Юрать-ха специалистсем пултаруллă. Вăл е ку кандидат пирки тĕплĕ каласа параççĕ. Вăхăт иртнĕçем ертỹçĕсем пирки хăй те лайăхрах пĕлме пуçларĕ. Пĕр енчен, аван ĕнтĕ, кунта çĕр ĕçченĕсем нихăш енĕпе те кайра тăмаççĕ, пурте хастар. Тепĕр енчен, çĕр лаптăкĕсем кашни хуçалăхра тенĕ пекех уйрăм. Пĕрисем пулăхлă, теприсем тăмлăрах, çырма-çатра таврашĕнчисем те çителĕкех. Ăçта мĕнле культура акса-лартассине лайăх пĕлмелле, ученăй-агроном куçĕпе пăхмалла. Кунта шăпах Леонидăн çамрăклăхне аса илмелле пулĕ.

Амăшĕ те - Анисия Петровна Журавлева, куккăшĕ те - Анатолий Петрович Сироткин, ăна аслă пĕлỹ илме пулăшнă, çамрăкла вĕрен тенĕ. Амăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти лавккара сутуçă пулса вăй хунă. Суту-илỹ тытăмĕнчи хастарлăхшăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе наградăланă.

Куккăшĕнчен тĕслĕх илмелли уйрăмах нумай. Вăл 14 çултах колхозра тăрăшма пуçланă: бригадир, вулав çурчĕн ертỹçи, председатель... Ял хуçалăх шкулне пĕтернĕ хыççăн Канаш, Вăрмар районĕсенче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1964 çулта тăван яла таврăнсан халăх ăна "Ленинец" колхоза ертсе пыма суйлать. Анатолий Петрович тăрăшнипе хуçалăх районта кăна мар, республикăра та малта пыракансен шутĕнче пулнă. Уй-хир лаптăкĕсенче тĕш тырă пĕр гектар пуçне 32,5 центнер туса илнĕ. Председателе икĕ хутчен Ленин орденĕпе, "Хисеп палли" орденпа, медальсемпе наградăланă. Вăл - ЧАССР, СССР Аслă Канашĕсен депутачĕ, КПСС XXIV съезчĕн делегачĕ, ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Амăшĕн пилне ăша хывса Леонид Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агроном специальноçне алла илет. Тăван "Ленинец" колхозра вăй хума пуçлать. Красномайскинчи комплекслă бригадăна ертсе пырать, агрономра тимлет. Анчах пĕлĕвĕ сахалтараххине чунĕпе туять, çавăнпах аспирантурăра вĕренет. Диссертацие Чулхулари ял хуçалăх институтĕнче ăнăçлă хỹтĕлесе наука кандидачĕ ята илет.

Çамрăксенче - вăй, вĕсенче малашлăх, теççĕ. Л. Журавлев та наукăн анлă хирĕнче хăй суйласа илнĕ çул-йĕрпе малалла талпăнать. Пысăк тупăш илес ĕмĕтпе çĕр улми сорчĕсене çĕнетет. Мускавпа Ленинград облаçĕсенчен "гатчинский", "невский", "удача" сортсене илсе килет. Наука пĕлĕвĕпе туллин усă курса 1974-1976 çулсенче "Ленинец" колхозра "иккĕмĕш çăкăра" туса илме механизациленĕ звеносем йĕркелет. Çĕр улми тухăçĕ гектартан 250 центнера çитет. Кунпа та лăпланмаççĕ вĕсем. 1975 çулта звеносене уйăрса панă 180 гектарта хуçалăх гектартан 315 центнер илет.

Вăл кун Леонид килтен чылай иртерех тухрĕ. Ĕнерех шухăшласа хунăччĕ çĕр улми лартмалли хире çитсе килме. "Беларусь" трактор çине ларчĕ те ниçта чарăнмасăр уялла васкарĕ. Çăрăлмасть-и тăпра кустăрма айĕнче? Хăв кайса тĕрĕслесен шанчăклăрах. Нумаях та тăмарĕ, правлени енчен килекен ГАЗике асăрхарĕ. Председательпе партком секретарĕ С. Гаязов иккен.

- Çамрăк ученăй кунта тем тухатлать, - терĕ Сеит Галлямович ертỹçĕ еннелле çаврăнса. _

-тлашши темех мар, çĕр мĕнле сывланине тĕрĕслерĕм. Çанталăк кун пек лайăх тăрсан ака уйăхĕн 20-мĕшĕсенче çĕр улми лартма тухмалла. Çурхи культурăсене акма тепĕр эрнеренех вăхăт çитет, _ хăй шухăшне пĕлтерчĕ агроном

- _ Кун пирки сăмахăм çук. Мана урăххи пăшăрхантарать. Колхозра хамăрăн кандидат пулать тенĕччĕ. Çук вĕт, илсе каяççĕ ăна кунтан. Обкомра ку ыйтăва татса панă та ĕнтĕ.

- Мĕн тăвăн, кунашкалли пĕрремĕш хут-им? - аллине сулчĕ парторг.- Кандидачĕсем пур-ха пирĕн. Красномайскинче те, Кзыл Чишмара та, анчах вĕсем тухтăр, юрист енĕпе. Çĕннисене çитĕнтерме тивет. Часах вĕренỹ çулĕн вĕçĕ. Алманчăри вăтам шкула ятарласа çитсе килесшĕн. Пултаруллисем пулма тивĕç унта.

И. Журавлев, журналист

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика