Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Лисин литература тĕнчинче «Айхи» хушма ятпа паллă. Хăйне евĕрлĕ шухăшлавпа, тĕнче курăмпа палăрма пултарнă сăмах ăстин, шухăшлавçăн пултарулăх тĕнчи кăна мар хушамачĕ те хăйне евĕрлĕ, асамлă.
Сăмахлăх тишкерÿçисемпе литературоведсем Айхи псевдоним пĕлтерĕшне пĕрре мар ăнлантарма хăтланса пăхнă. Геннадий Николаевич хăй те, унăн йăмăкĕ Ева Николаевна Лисина çыравçă та Айхи сăмахăн чăн пĕлтерĕшне çирĕплетсе калани çук. Пирĕн ентешĕмĕр хăйĕн пĕр аса илĕвĕнче хушма ят хăйсен авалхи ăру ячĕ, хушамачĕ пулнине асăнать. Аслашшĕне – Андрей Семеновича _ ыттисенчен уйрăмрах кăмăл-хускануллă пулнăран çыпăçнă тесе шухăшлать. Çĕньялсем çак хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăнă пĕр ял çыннине хайхи çын тенинчен пурăна киле Айхи теме пикеннĕ пулĕ тет. Айхи чăвашсен хайхи сăмаха чăннипех те çывăх. Мĕнпе тĕлĕнтернĕ-ха çак çын ял халăхне? Геннадий Николаевич аслашшĕ ялта пултаруллă сад ăсти пулнине асăнать. Çĕр пайланă чухне вăл хăйне ыттисем пек, пулăхлă çĕр мар, ял çумĕнчи тăвайккине ыйтса илнĕ имĕш. Унта вăл таврара çук сад ĕрчететнĕ иккен. Халăх хушшинчи сăмахлăхра халичченех çав хайхи-Айхи сачĕ пирки сăмах-юмах упраннине калаççĕ. Эппин, Айхи текен çын Çĕньялта ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче, ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăннипех те пурăннă. Апла пулин те Айхи-хайхи текенскер Айхи хушаматпа чăннипех те çÿренине унăн манукĕсем документпа çирĕплетсе панине тĕл пулмарăмăр халиччен те. Кунта сăлтавĕсем те пĕрре çеç мар. Геннадий Николаевичăн ашшĕ _ Николай Андреевич – Лисин хушаматпа çÿренĕ. Ева Николаевна каланă тăрăх вĕсен çемйинче пĕр хушă Семенов хушамат та пулнă. Лисин хушамат та, ялти хайхи-Айхи хушма ят та Геннадий Николаевичпа Ева Николаевнăна ĕмĕр тăрăшшĕпех шухăшлаттарнă. Хайхи çын ял халăхĕшĕн тĕлĕнмеллерех курăннă пулсан та унăн хăйне пурăнмалăх шÿтлĕ ăспа чеелĕх пулнах ĕнтĕ. Ҫавна пулах Андрей Семеновичăн ывăлне Лисин хушамат çыпçăннă пирĕн шутпа.
Апла пулин те Айхи хушаматлă çын Çĕньялта чăннипех те пурăннине ĕнентерекен документа тупма тÿр килчĕ. Шупашкарти истори архивĕнче Пăва уесĕнчи Турхан вулăс кантурĕн ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи докуменчĕсемпе паллашнă хушăра (Патăрьел районĕнчи Çĕньял ялĕ асăннă вăхăтра унта кĕнĕ) 1916 çулхи январь уйăхĕнче вулăс пуçлăхĕ алă пусса панă удостоверение тĕл пултăмăр. Ҫак хута кăтартакан çын Çĕньял ялĕнче пурăнакан Андрей Семенович Айхи хресчен пулнине çирĕплетет.
Ҫак документпа Андрей Семенович Айхи ытти вулăссемпе хуласене тухса çÿреме пултарнă. Ева Николаевна шухăшĕпе аслашшĕ, сад ăсти пулнăскер, Чулхула тăрăхне паха сортлă пан улми йывăççисем илме кайма пултарнă. Асăннă удостоверенине çав уйăхрах тепĕр Çĕньял хресченĕ те илнĕ. Ку Иван Павлович Макаров пулнă. Ҫакнашкал удостоверенисем вăл вăхăтра паспорт вырăннех пулнă. Инçе çула пуçтарăнакан кашни çынах тутарма пултарнă ăна.
Çапла вара эпир пĕр документа пула Геннадий Николаевич Лисин – Айхин литературăри хушма ячĕн тупсăмĕ патне пĕр утăм турăмăр. Çавăн пекех поэт аслашшĕн кун-çулĕпе кĕскен паллашрăмăр. Çапах та Айхи сăмахĕн пĕлтерĕшĕ вăрттăнлăхрах юлать-ха. Ку уйрăммăн тумалли тĕпчев.
Николай Осипов,
филологи наукисен кандидачĕ,
И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ
Ноябрь 2024 |