Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансенчен районти тĕп больница алăкне уçса кĕмен çын çуках ĕнтĕ. Хăшĕсем сывлăх хавшанине пула, теприсем вăхăтран вăхăта медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассишĕн унта час-часах çỹреççĕ. Кĕтмен-çĕртен вăл е ку ыратни те уттарать сиплев учрежденине. Çаксен шутне шăл сурнисем те кĕреççĕ..
Кунне 30-40 çын çак ыйтупа килет пулсан та хирĕçлемеççĕ. Черетре те вăрах кĕттерсе лармаççĕ. Пĕр пациента укол туса кăштах кĕтме сĕннĕ хушăра тепринпе ĕçлеççĕ. Çавăнпа 210-мĕш пỹлĕм алăкĕ умĕнче çын кĕпĕрленсе тăнине асăрхасах та кайман. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Сĕт шăлне илтернĕ хĕрача куççульне кăларасшăн. Ăна Н. Секретов врач темĕн каларĕ. Юля ахăлтатсах кулса ячĕ. Ун хыççăн Николай Владимирович патне Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Черноглазов кĕчĕ. Шăлне кăларттарнă хыççăн ăшшăн тав туса тухса кайрĕ. Çынна ырă тума пултарнишĕн тухтăрсем хăйсем те савăнаççĕ.
Н. Секретов стоматолог-терапевт çак ĕçре çĕнĕ çын мар. Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн стоматологи факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан пĕр çул Шупашкар хула поликлиникинче интернатура тухнă. Салтак пăттине те çисе курнă. Çулталăк çар ретĕнче пулнă.
Унтанпа вара ĕçе кỹлĕннĕ. Малтанах çамрăка Кзыл Чишмари врач амбулаторине янă. Первомайскинчен районăн хĕвел тухăç чиккине куллен çỹреме çăмăлах та пулман. Анчах çак енче пурăнакансем тухтăр ĕçе кая юлса килнине астумаççĕ.
Телее, çуралнă ялта ĕç вырăнĕ тупăннă. Кунти специалиста А. Емельянова район больницине куçарнă.
Хальхи тĕп ĕç вырăнĕ Николай Владимировичăн -районăн тĕп больницинче. Стоматологи уйрăмĕн заведующийĕпе А. Сандыркинăпа, пĕр системăра вăй хуракан А. Казачковпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Мĕн пĕлменнине аслă юлташĕсенчен ыйтать. Ятарлă литература вулать. Администраци хушăвĕсене тĕплĕн тата кăмăлтан пурнăçлать.
Хушма ĕçĕсем те çителĕклех стоматологăн. Эрнере пĕр кун вăл Туçари врач амбулаторине çỹрет. Вĕренỹ çулĕ пуçлансан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Сăкăтри вăтам шкулсене ачасен шăлĕсене сиплеме каять.
- Пĕр вырăнта тĕпленсе ларманни килĕшет те. Больница администрацийĕ ĕçе витĕр пăхса йĕркеленĕрен çапла вăл. Ачасем патне çỹренĕ май шăлĕсене çамрăкранах мĕнле пăхмалли пирки калаçусем ирттеретпĕр. Бюллетеньсем кăларатпăр. Консультацисем паратпăр. Ĕçĕмĕр усăллă пулни савăнтарать, _ тет Н. Секретов.
Ырă тунине çын манмасть. Пĕррехинче Кзыл Чишмари пĕр ватă хăйĕн шăлĕсене сипленĕшĕн тав туса алăранах çыру тыттарса хăварнăччĕ. Паянхи кун та упрать-ха ăна Николай Владимирович. Ĕçне тивĕçлипех хакласа, чуна пырса тивмелле сăмахсемпе шăрçаланă ветеран тав йĕркисене.
Пурнăçра хăйĕн çулне тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлать Н. Секретов. Кăмăлне кура Турă та пулăшать. Яла юлакан специалистсене "Земство тухтăрĕ" программăпа хавхалантарнăран çурт-йĕр çавăрса вырăнта тĕпленме çăмăл та пулчĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.
Специалист çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртессине, квалификацие ỹстерессине мала хурать. Республикăри врачсен ăсталăхне лайăхлатмалли курссинче икĕ хутчен те пулчĕ. Мускаври медицина вĕрентĕвĕн академийĕн професси ăсталăхне ỹстерекенсен курсĕнче итлесе стоматолог-хирург сертификатне илчĕ.
Çамрăк çамрăках, вăр-варлăхĕ çитетех. Больницăра иртекен спорт мероприятийĕсенчен пĕринчен те юлмасть. Иртнĕ çул республикăра район больницисем хушшинче йĕркеленĕ волейболистсен турнирĕнче командăпа пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарнăччĕ. Кăçал иккĕмĕшне йышăнчĕç. Хаваслă стартсене, уйрăмсемпе йĕркелекен конкурссене кăмăлтан хутшăнать. Спорт - сывлăх çăл куçĕ пулнине ыттисене те ăнлантарма тăрăшать. Канмалли кунсенче ял администрацийĕ йĕркелекен спорт мероприятийĕсенчен те пăрăнса юлмасть.
Ĕçе малалла илсе пыма, кал-кал пурнăçлама пĕрле ĕçлекенсен ăнланăвĕ те пулăшать. А. Чиркина медицина сестри те хăйĕн тивĕçне пĕлсе пурнăçлать. Çавăнпа пациентсем йышăнăва кĕме нумай кĕтсе лармаççĕ. Врач тивĕçтерĕвĕ те кăмăла каятех.
Сиплев илмесĕр никам та пурăнаймасть тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Çавах Николай Владимирович пациентсене кашни çур çултах врач патĕнче пулса шăлĕсене тĕрĕслеттерме сĕнет. Кая юлсан каю шăтать тенĕ евĕр чирĕ те шала каять-мĕн. Ун пек чухне вара шăлсене кăлармах тивет. Вĕсемсĕр апат çиме кирек кама та кансĕр. Йĕркеллĕ чăмламасăр ăша яни ытти органсене сиенлеме пултарать. Сывă шăлсемшĕн кашнийĕн хăйĕн тăрăшмаллах.
А. Астраханцева
Ноябрь 2024 |