Çĕнĕ вĕренỹ çулне - çĕнĕ ĕмĕтсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2019, 12:01 Просмотров: 225

Çуллахи каникул та вĕçленсе пырать. Шкулсем часах çу кунĕнче канса вăй-хăват пухнă хаваслă ачасемпе тата тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшакан учительсемпе тулĕç.

Августăн 28-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрне педагогсем, ветерансем, ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ыттисем те вĕрентекенсен йăлана кĕнĕ конференцине пухăнчĕç. Вăл "Вĕренỹ пахалăхĕ: наци проекчĕн чĕнĕвĕсем тата малашлăхĕ" темăпа иртрĕ.

Культурăпа кану центрĕнчи фойе мероприяти умĕн кĕрлесе те шавласа çеç тăчĕ. Тĕрлĕ шкултан килнĕ пултаруллă ачасем робот техникипе паллаштарчĕç. "Чун" кĕртнĕ тимĕр татăкĕсем футболла выляма та, ăмăртма та пултараççĕ иккен. Волонтерсем педагогсенчен, хăнасенчен интервью илчĕç. 2019-2020 вĕренỹ çулĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма кĕнекесем те туянма май пулчĕ.

Учительсене саламлама, вĕсен çитĕвĕсене палăртма, тунă ĕçсемшĕн тав тума район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев тата ытти хăнасем те килчĕç. Рудольф Васильевич сăмах илнĕ май педагогсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче тулли кăмăлпа ĕçлеме сывлăх, çитĕнỹсем сунчĕ. Вĕрентỹри çĕнĕлĕхсемпе, кăçалхи тĕллевсемпе, пурнăçланă ĕçсемпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова паллаштарчĕ.

Ачасем пурнăçпа пĕр тан утма пултарччăр, тарăн пĕлỹ илччĕр тесе патшалăх сахал мар укçа уйăрать. Район бюджечĕн пысăк пайĕ, 60 проценчĕ - çур миллиард тенкĕ - вĕрентĕве аталантарма каять. Тимлĕх пысăккине кура çĕнĕлĕхсем те сахал мар. "Вĕренỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Хирти Пикшикри тата Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулсенчи кабинетсенче цифра тата гуманитари профиль вĕрентĕвĕсен центрĕсем уçăлаççĕ.

Первомайскинчи пĕлỹ çурчĕ Тимченко ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕн грантне çĕнсе илнĕ. 1,3 млн тенкĕпе хоккей коробки тума тата таврари территорие хăтлăх кĕртме палăртнă.

Пуçарулăх программипе усă курса Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул хальхи вăхăтри компьютер хатĕрĕсем пĕр миллион ытла тенкĕлĕх туянса 3Д-класс йĕркеленĕ. Кун пекки республикăри ялти шкулсенче урăх çук.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ачасем ашшĕ- амăшĕн укçине тăкакламасăрах хăйсене килĕшекен кружоксене, спорт секцийĕсене çỹреме пултараççĕ.

Шкулсене, хушма пĕлỹ паракан учрежденисене çĕнетсе пыма май тупнине те палăртмасăр хăварма май çук. Кăçал "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн, ача-пăча искусство шкулĕн, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ спортзалĕн пурлăхпа техника базине лайăхлатма 21 млн тенкĕлĕх юсавсем ирттереççĕ.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсене тата ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан ыйту та - икĕ сменăпа вĕренесси - çывăх вăхăтра татăлать. Пĕлỹ çурчĕ çумĕнче хушма çурт тума проект докуменчĕсене хатĕрлессипе конкурс пуçланнă.

Ачасен тата тăрăшарах вĕренме те стимул пысăк. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хальхи вăхăтри оборудованисем 35,5 млн тенкĕлĕх илсе килнĕ. Вĕсен шутне робот техникин комплекчĕсем, ача-пăча искусство шкулĕ валли музыка инструменчĕсем, вĕрентỹ учрежденисене террористсенчен хỹтĕлессине лайăхлатмалли хатĕрсем кĕреççĕ.

Вĕрентỹ системинче 522 педагог ĕçлет, вĕсенчен 455-шĕ учительсем. Вĕрентекенсенчен 30,6 проценчĕ аслă категориллĕ. Вăтам çул 46,4 çулпа танлашать. 35 тултарманнисем 58 çын е 11 процент çеç. Кăçал диплом илнĕ виçĕ çамрăк кăна шкулсене вăй хума килни шухăша ярать. Яш-кĕрĕм яла килме васкамасть, ку ыйтупа ĕçлемелли çителĕклех.

Вĕрентекенсен ĕçне ачасен çитĕнĕвĕсем кăтартаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тĕрлĕ шайри олимпиадăра 50 вĕренекен призлă вырăн йышăннă. 36 выпускник "Вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн" медале тивĕçнĕ.

Кăçал 11 класран вĕренсе тухнисенчен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене пурте тенĕ пекех ăнăçлă тытнă тесен те юрать (вырăс чĕлхипе 100 процент, математикăпа - 98,8 процент). Вырăс чĕлхипе Ксения Соколова (Патăрьелĕнчи вăтам пĕрремĕш шкул), Юлия Сымова (Турхан), Снежана Устимова (Нăрваш Шăхаль) 100 балл пухнă.

Вĕренỹ системинче сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ, анчах ку çеç çителĕксĕр. Наци проекчĕ вĕрентỹ системи умне пысăк тĕллев - "Раççейĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ пахалăхĕпе тĕнчере малта пыракан 10 çĕршыв шутне кĕресси" - лартать. Çакна пурнăçлама шкул çулне çитмен ачасем патне те тимлĕх кирлĕ. Ача садне 1920 пепке е çулталăк та тăватă уйăхринчен пуçласа 7,5 çулчченхи ачасен 93 проценчĕ çỹрет. ФГОСпа килĕшỹллĕн вĕсене аталанма кирлĕ хатĕрсен 95 проценчĕ пур.

Конференцие пухăннисене Ю. Исаев, Раççей Федерацийĕн халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн ертỹçи С. Елагина саламларĕç, ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ шкул ачисем район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн аллинчен свидетельствăсем илчĕç. Çавăн пекех çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлĕ шайра хатĕрленнĕ шкулсемпе ача сачĕсене, кабинетсен хуçисене палăртрĕç.

Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр чĕлхе тупса çĕнĕ вăй-хăватпа çитĕнỹсем патне ăнтăласса, кăмăллă хыпарсемпе савăнтарса тăрасса, кăтартусем çитес çул кăçалхинчен лайăхрах пуласса шанас килет.

О. Павлова.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика