Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пăтрануллă вăхăтсене нумайă- шĕ ас тăваççĕ-тĕр. Шăпах çав тапхăрта колхозсем саланма, пĕрремĕш фермер хуçалăхĕсем йĕркеленме тытăнчĕç. Ун чухне фермерсем пуриншĕн те тенĕ пекех "шурă" курак пек туйăнатчĕç. Чылайăшĕ вĕсем ĕçлесе каясса та шанмарĕç. Кашнийĕн шăпи тĕрлĕрен пулчĕ, анчах Тикешри Василий Барышников ура çине тăма вăй çитернĕ.
Ылтăн кĕркунне - канлĕхсĕр вăхăт
Ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕртмелле, вырнаçтармалла, пахчасене сухаласа хăвармалла... Çуллахи пек каçхи 9-10 сехетчен те ĕçлеме çук: хăвăрт тĕттĕмленет. Чаш-чаш çăвакан çумăр та килсе чăрмантарма пултарать. Çаксене шута илсех ĕнтĕ Василий Викторович уяр кунпа туллин усă курма тăрăшать, хăйне пулăшакансемпе ирпе-ирех вăл çур гектар йышăнакан кишĕре пухса кĕртме тухнă. Ĕçе хăвăртлатас тесе тымар çимĕçе малтан трактортан кăкарнă ятарлă агрегатпа çĕклеттереççĕ, кайран тин кăларса хĕвел питтинче кăшт тытаççĕ. Шултăра та чăмăр çимĕç шутласа хунă пек выртать. Кушăрханă кишĕре тăпраран тасатнă хыççăн пуçтарса гаража кĕртеççĕ. Ĕç-пуç çакăнпа вĕçленмест-ха, ăна халь тата сеткăсене тултарса сутлăх валли хатĕрлемелле.
- Кăçал кишĕр те ăнса пулчĕ, анчах ăçта вырнаçтарасси пăртак пăшăрхантарать. Яланхи туянакансем килсе илессине калаççĕ-ха, пĕрех сутса пĕтермесĕр чĕре вырăнта мар. Çĕр çыннишĕн лăпкăлăх çук ĕнтĕ вăл. Çуркунне акана вăхăтра ирттересси, унтан еплерех шăтса тухасси, пухса кĕртесси - пурте-пурте шухăшлаттарать. Апла пулин те пурнăçа çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнишĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Хире тухатăп та - чунра канлĕ пулса, хуйхăрни, каннăçсăрланни иртсе каять, - тет Василий Викторович кăмăллăн çеç. Унпа калаçнăçемĕн вăл хăйĕн ĕçне чунтан юратни ытларах та ытларах сисĕнет. Çакăн пек маттур та пултаруллă çынсем пуррипе район ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе республикăра та палăрса тăрать ĕнтĕ!
Фермер хуçалăхне йĕркелесе яма В. Барышникова çăмăлах пулман. "Герой" колхозра вăл механикре ĕçленĕ. Малалла та çавăнтах вăй хума хатĕр пулнă, анчах хуçалăхăн "тĕнĕлĕ" шатăртатма пуçланă. 1992 çулта Василий Викторовичăн пуçанăшĕ е урăхла каласан мăшăрĕн - Валентина Петровнăн пĕр тăванĕн упăшки - Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Н. Муленков фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
Тăван тăварпа пиçнĕ
Н. Муленков та чылай çул "Герой" колхозра тăрăшнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăскер инженерта, партком секретарĕнче, мастерской заведующийĕнче вăй хунă. Хуçалăхăн ревизи комиссийĕн председателĕн "лавне" те туртнă.
- Бухгалтери вăл - хуçалăхăн тĕкĕрĕ, унта йăлтах паллă: тупăш кĕни, тăкаксем... Ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă май колхоз тата нумай тытăнса тăрайманнине питĕ лайăх ăнланаттăм. Унтан хуçалăха пайласси пирки калаçма пуçларĕç. Шăп çавăн чухне манăн та фермер хуçалăхĕ йĕркелес шухăш тĕвĕленчĕ. 5 çемье хамăра тивĕçекен çĕр пайĕсене илсе фермер хуçалăхĕн ассоциацине йĕркелерĕмĕр. Тăван шăллăм, Василий Муленков мăшăрĕпе, вăл тĕп зоотехникчĕ, комплекслă бригадăн бригадирĕнче ĕçленĕ Иван Бородкин тата тепĕр икĕ çемье пĕрле тухрăмăр,- тесе аса илет халь иртнине Николай Кузьмич.
Фермерсем 30 гектар ытла лаптăкра тырă, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Пусă çаврăнăшне пăхăнасси пирки те манман, çавăнпах çулленех тухăç та ăнса пулнă. 20 çул каялла вара пухса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарасси йывăрлăх кăларман. Çĕр улмие çĕр хуçисем хăйсемех Тольяттине леçнĕ, çавăн пекех çар базисене ăсатнă. Тарпа туса илнĕ укçапа техника туяннă. Çапла вара фермер хуçалăхĕн ассоциацийĕн паркĕ кăшт вăхăт иртсенех икĕ ЗиЛ автомашинăпа, Т-40, ЮМЗ-6, ДТ, Т-25 маркăллă тракторсемпе пуянланнă. Н. Муленковăн алли ылтăн пулнăран, техника чĕлхине лайăх пĕлнĕрен кăкарса çỹремелли агрегатсене хăйех ăсталанă.
67 çулти Н. Муленковăн халь 4,5 гектар çĕр, унта вăл нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтерет тата вĕлле хурчĕсене валли фацели акать. Николай Кузьмич виççĕмĕш çул утар тытать.
- Манăн атте утарçă пулнă, анчах вăл эпĕ 8 çулта чухнех вилчĕ. Аннепе иксĕмĕр 3-4 çул вĕлле хурчĕсене усрарăмăр, çапах та пирĕн пĕлменлĕхе пула вĕсем пĕтрĕç. Чунра вара вĕсене ĕрчетсе ярас шухăш яланах тăратчĕ. Çине тăрсах ĕмĕте пурнăçларăм, - терĕ кĕскен кăна фермер хуçалăхне еплерех пуçласа кайнипе паллаштарнă май çĕр ĕçченĕ. Çĕрпе ĕçлекен халсăр мар Тепĕр çулхине, 1993 çулта, В. Барышников та колхозран хăйсене тивĕçекен 5,6 гектар çĕр пайĕпе тухса фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă.
- Малтанласа пĕлменни, ăнланманни нумай пулнă. Пуçанаран вĕренсе пынă, унăн канашĕсемпе усă курнă. Туса илнĕ тыр-пула та вĕсемпе пĕрлех сутлăха ăсатнă. Халĕ те пĕрле килĕштерсе ĕçлетпĕр. Тĕрĕссипе, фермерсем эпир пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытатпăр. Чăрмав сиксе тухсан, техника чăхăмласан е тата килте çук агрегат кирлĕ пулсан яланах пулăшатпăр. Владимир Барышников, Александр Краснов хăть хăçан та алă тăсса параççĕ,- терĕ пуçланă калаçăва малалла тăсса Василий Викторович.
Фермерăн паян арендăна илнисемпе 28 гектар çĕр. Хăйсене тивĕçекен пайсене тара парас текенсем татах та пур, анчах В. Барышников хирĕçлет. Çĕрпе ячĕшĕн, çиелтен çеç ĕçлеме юратмасть вăл тата пысăк лаптăкра тăрăшма вăй-хăвачĕ те, техники те ытларах кирлĕ. Халь усă кураканнипе вара туллин, пусă çаврăнăшне пăхăнса вăй хурать. Унта рентабельлĕ культурăсенчен пĕрне - сухан вăрлăхне (çевок) тата кишĕр, çĕр улми, тырă, фацели, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтерет. Вăрлăхсене ытларах сутăн илет. Кăçал çеç çурхи туллăн "амăшне" районти "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕннипе çĕнетнĕ. Сухан вăрлăхне 20 çул ытла ĕнтĕ Мускавранах туянаççĕ. Хĕрлинне кăна хăйсем вырăнта туса илеççĕ.
Çĕр вăл хăйне пăхакана, хисеплекене кăна юратать. Василий Викторович çакна лайăх ăнланать. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма сидератпа тата хурă пусăпа усă курать. Акнă-лартнă культурăсем ярăнса çеç ỹсчĕр тесе минераллă удобренисем, çум курăкран гербицид сапать. Пурне те технологие пăхăнса пурнăçлама тăрăшать. Вĕсене вăл çанталăк лăпкă чухне ятарлă агрегатпа пĕрĕхтерет. Хĕвел анса пынă е вăраннă самантра çеç, шăпах çак вăхăтра çил лăпланать, хире васкать.
- Акаран пуçласа вырма вĕçлениччен трактортан пĕр агрегата вĕçертетĕн те теприне кăкарса уя васкатăн. Кашни ĕçе вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Çĕр вăл паян тумаллине ыран пурнăçланине килĕштермест, - тет В. Барышников.
- Пĕччен пур çĕре те ĕлкĕрейместĕн, кун пек чухне Юрий Туктанов пулăшать. Кишĕре хиртен гаража шăпах вăл турттарать.
Кашни çын çĕрпе ĕçлейменнине, пире тăрантаракана чунтан хисеплемеллине Василий Барышниковпа тата Николай Муленковпа тĕл пулса калаçнă хыççăн тепĕр хут курса ĕнентĕм.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |