Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче, çавăн пекех пирĕн районта та 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсем нумайланчĕç. Çакă пурне те асăрханма ыйтать. Вĕсене ытларах банксенче инкассаци тунă хыççăн, суту-илỹ учрежденийĕсенчен кĕнĕ укçа-тенкĕне шутласа илнĕ хыççăн тупса палăртаççĕ. Пĕрре пăхсан вĕсем чăннисенчен уйрăлса та тăмаççĕ: тĕс шайлашăвĕ оригиналти пекех, металпа витнĕ йĕрĕ те, шыв палли тата ытти те пур. Суя купюрăсем банксене лекнин сăлтавĕ - сутуçăсен тимсĕрлĕхĕ. Çавăнпа та Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви сутуçăсене ПДК меслечĕпе çак ултава тупмалли йĕркесене вĕрентеççĕ. Вĕсенчен пĕри - укçа çинчи паллăсене вунă хут пысăклатса кăтартакан лупа. Унпа купюра çинчи РФ Тĕп банкăн микротекстне вуласа вăл чăн е суя иккенне уйăрса илме пулать.
Çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Уйрăмах каçхи вăхăтра е çынсем хĕвĕшнĕ вăхăтра пысăк купюрăсемпе питĕ тимлĕ пулмалла. Хăвăра япăх туйнă е ывăннă чухне те укçана лайăх пăхса йышăнмалла, васкамалла мар.
Суя укçа хатĕрлени тата унпа усă курни пысăк преступлени шутланать. РФ УКăн 186 статйипе килĕшỹллĕн ун пек çынсене 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен ирĕкрен хăтараççĕ.
А. ФОМИН, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |