Хальхи вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕ обществăпа политика тытăмĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать. Ял халăхĕн пурнăçĕ, аталану çул-йĕрĕ, ырă пуçарусене пурнăçа кĕртесси шăпах вырăнти власть ĕçĕн пахалăхĕнчен, пĕрлехи вăйран килет. Ушкăнпа пурнăçланă ĕç яланах хисеплĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче халăх патне тỹрреммĕнех тухмалли çыхăну шанчăклă. Виçĕ ялта та граждансен пухăвĕнче çирĕплетсе хăварнă старостăсем пурте тивĕçлĕ кандидатурăсем пулнă. Официаллă статус илнĕ общество хастарĕсем ял-йыш умĕнче "присяга" йышăннă хыççăн хăйсен шанăçне тỹрре кăларнă темелле. Çакна Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин та çирĕплетрĕ. "Халăхпа старостăсем хушшинче çыхăну пур. Вырăнти администраци вĕсен пулăшăвне туйса тата пĕр чĕлхе тупса ĕçлет", - терĕ Николай Никандрович хăйне пулăшакан лидерсен ĕçне хак парса.
Паян Нăрваш Шăхалĕнче ватăсем каланă тăрăх Пулевей урамĕ ĕлĕк хăй уйрăм ял пулнă-мĕн. Кунта пурăнакансен хальхи вăхăтра та хăйсен хавалĕ темелле. Çакна шута илсе вĕсем граждансен пухăвĕнче икĕ староста суйлама килĕшнĕ. Пулевейсен "лавĕ" умне Николай Узалукова шаннă, теприне вара Василий Николаева суйланă. Вăлах ялти обществăлла канаш председателĕ те.
Н. Узалуковăн пултарулăхĕпе хастарлăхне, ĕçченлĕхне ял çыннисем пĕрре мар курса ĕненнĕ. Николай Васильевич колхозра механизаторта ĕçленĕ чухне те районти ăмăртура малтисен шутĕнче пулнă, çураки итогĕпе пĕр хутчен çеç те мар Хисеп хучĕпе парнене тивĕçнĕ. Кирек мĕнле ĕçе те чун-чĕререн пурнăçлама хăнăхнăскер, паян та вăл ял-йышра тỹрĕлĕхпе, тăрăшулăхпа, çынна алă тăсса пулăшма хатĕр пулнипе палăрса тăрать. Çак ырă енсем вара ăна общество пурнăçĕнчи ĕçсене пĕр чăрмавсăр, кал-кал пурнăçлама пулăшса пыраççĕ те. "Халăхпа ĕçлеме, уншăн ырă та пархатарлă ĕç тума çав тери килĕшет мана. Пулевей çыннисем хăйсем те пĕринчен тепри пуçарăва алхапăл йышăнаççĕ. Ун пек чухне вара тата хавхаланса ĕçлес килет", -терĕ вăл ял халăхĕн хастарлăхне хак панă май. Çак сăмахсене кăçал çеç урама асфальт çул сарнă касра пурăнакансемпе курнăçса калаçни мана та тепĕр хут Николай Васильевич тивĕçлĕ староста пулнине ĕненме май пачĕ.
- Нăрваш Шăхалĕнче Пулевей чи вăрăмми шутланать. Çак касра эпир çамрăклăха ирттертĕмĕр, ачасене çуратса çитĕнтерĕмĕр, вĕсене пил те патăмăр. Эпир пурăнакан урам "çутта" тухасса нихăçан та шутламан. Ку таранччен кĕрлĕ-çурлă пурте автомашинисене кас вĕçне çеç лартса хăваратчĕç. Халĕ вара тротуарпа утса та киленетпĕр, асфальт сарнă çулпа та савăнатпăр. Республика Пуçлăхне, район администрацине, ял тăрăхне çакăншăн чĕререн тав тăватпăр. Строительсене кал-кал ĕçлеме вара староста чун-чĕререн пулăшса пычĕ. Эпир те хăш-пĕр çĕр ĕçĕсене пурнăçлама килĕрен тенĕ пек хутшăнтăмăр. Çитес çул Пулевей урамĕ районта чи-чи кăтартулли пуласса шанатпăр. Тирпей-илем, йывăç-чечек лартасси хамăртан килет- çке,- кăмăлтан хавхаланса калаçрĕ çак кунсенче 75 çул тултаракан В. Узалукова. Хăйсен савăнăçне Е. Савельева, В. Митрофанов ĕç ветеранĕсем те пытараймарĕç. Паян урам варрипе тăсăлса выртакан 1,3 çухрăм çулшăн ватти те, вĕтти те хĕпĕртет. "Стройкомфорт" общество объекта кĕске вăхăтра, тирпейлĕ, кал-кал пурнăçларĕ,- пĕрне-пĕри пỹле-пỹлех калаçрĕç çак урамра пурăнакансем. Хальхи вăхăтра çынсем хăйсен умĕнчи шыв юххисене тирпейлеççĕ, каçмисене çирĕплетеççĕ. Виçĕ ача ашшĕ Михаил Ванюхин пĕр вăхăтра çак урамра çĕнĕ çурт лартнăшăн ỹкĕннĕ те. Ара, сахал пулнă-им унăн пурнăçĕнче путса ларнă автомашинăна хăйĕн тракторĕпе сĕтĕрсе тухни! Паян вара вăл та çĕнĕ çулшăн чĕререн савăннине пĕлтерчĕ.
Яла пахалăхлă çул çеç мар, тирпей- илем те, ытти хăтлăх та капăрлатать. Старостăн кун пирки те ĕмĕчĕсем çунатлă. Кашни çурт умĕнчи вут-шанкăна, строительство материалĕсене куçарма тивĕ, çуркуннехи пĕрремĕш субботникрах Пулевейсем çулăн икĕ айккипе те лутра йывăçсем лартасшăн, çурт умĕсенче чечек клумбисем тăвасшăн. Ку пĕтĕмпех пĕрлехи вăйран, килĕштерсе ĕçленинчен килет. Урамри çутă пирки те ыйтăва пайăрлатасшăн.
Çак касра çамрăксем, шкул ачисем те сахал мар. Çавăнпа та çитес çул халăх пуçарăвĕпе спорт площадки хута ярасшăн. Ачасем мĕн пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине кăмăлласа ỹсчĕр, вăхăта усăллă ирттерччĕр. Нăрваш Шăхальсем ку тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра та ырă тĕслĕхлĕ темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçал Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕнче ял тăрăхне "Чăваш Республикинчи физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чи лайăх ял тăрăхĕ" конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламларĕç. Унсăр пуçне пĕрлехи халăх вăйĕпех масар хапхине те улăштарасшăн. Сăваплă вырăна тирпейлĕ тытса тăрасси те çирĕп йĕрке пулмалла. Сăмах май каласан, çу каçа масар патне каякан çул айккинчи хыт хурана староста икĕ-виçĕ хутчен те çулса, тасатсах тăрать.
Пур -пĕрле.Çук - каллех çурмалла
Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă май, кашни ял старостипех курнăçса калаçма, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх планĕсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Вĕсем пĕри тепринчен вĕренсе ĕçлени, халăхпа кар тăма пултарни хавхалантарчĕ. Акă, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ушкăнпа шыв управне тасатнă, юшкăнне кăларнă, пĕвене шыв пухăнма тата ытларах тарăнлатнă. Çулла унта хур-кăвакал та ишсе савăнать. Пурте пĕр шухăшлă пулса вăрмана выльăх-чĕрлĕх кĕрсе каясран карта тытнă. Каллех çакă пĕччен пурнăçламалли ĕç мар.Çак ялсем хăйсем пурăнакан урам илемĕшĕн те пĕрле тăрăшаççĕ. Тăтăшах субботниксене тухаççĕ, уявсенче те пĕрлех савăнаççĕ. Ял халăхне тĕрлĕ ĕçре ертсе пыраканĕ А. Яковлев староста. Аркадий Иванович ĕçтешĕсенчен чи çамрăккки темелле. Çапах та ял-йыш шаннă ĕçе вăл кăмăлтан пурнăçласа пырать.
Çак ял хутлăхне кĕрекен Апрушнай ялĕ (вырăсла Ясная Поляна) пысăк мар: 15 килте 40е яхăн çын пурăнать. 1928 çулта килсе тĕпленнĕ çынсем кунта яланах йăрă та чĕрĕ, ĕçчен те пултаруллă чăвашсем пулнă. Ун чухнех вĕсем халăхпа пĕрле кирпĕч çапассипе палăрса тăнă. Алă ăстисем çырмара тăм çăрса тĕрлĕ савăт-сапа ăсталанă, кăмакара хĕртнĕ, унтан ăна сутнă. Вăрман ырлăхĕпе те пĕрлех усă курнă вĕсем: сухăр юхтарнă, йывăç чĕрнĕ тата ытти те. Нимĕн те уйăрман, пайламан, çапла туслăн пурăннă. Пархатарлă енсем паян та ырă тупра вырăнĕнчех Апрушнайсен. Пуррине пĕрле пайлаççĕ, çук чухне те пĕрлех. Паян ял хавалĕ, çынсен хастарлăхĕ пысăк пулни шăпах поселкăна (халăхра çапла калаççĕ) аталанма, çĕнелме май парать те. Çак ялта "манăн" е "санăн" текен сăмахсем çукки савăнтарать. Пурте - пирĕн ялăн. Çавăнпа та кунта староста каланă сăмах саккун вырăнĕнче темелле. Ытларах вĕсем хăйсен ыйтăвне, пăшăрханăвне унпа пайлаççĕ. Паян çак тивĕçе Григорий Шалтынов культорганизатор пурнăçласа пырать. Ун умĕн вара Геннадий Федоров хастар ял илемĕшĕн, малашлăхĕшĕн, тирпейĕшĕн питĕ нумай тăрăшнине ас тăватăп.
- Пирĕн ялта пурте пĕр шухăшлă çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпа та кирек мĕнле ĕçе пуçăнма та йывăр мар. Акă, халăхпа пĕрле масара тирпейлерĕмĕр. Йывăçсене касрăмăр, картисене профнастилпа тытрăмăр, укçа пуçтарсах аялти кỹлле чаврăмăр, пĕвене, кĕпере тирпейлерĕмĕр тата ытти те. Пĕчĕкрех ĕçсене каласа та пĕтереймĕн. Маларах вара халăх хастарлăхĕпе, ялтан тухса кайнă ентешсен пысăк пулăшăвĕпе капăр часовня туса лартрăмăр, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса обелиск уçрăмăр. Иртнĕ çул тăван ял 90 çул тултарнине кĕтсе илме урамсене те тата ытларах тирпейлерĕмĕр. Уява чун-чĕререн хавхаланса ирттерсе ятăмăр. Пĕчĕк йышпа килĕштерсе пысăк ĕç туса пынăшăн ял çыннисене чун-чĕререн тав тăватăп,- терĕ Григорий Андреевич Апрушнайсем умĕнче пуçне тайса.
Чылай чухне çынсем пĕчĕк ялтан тухса тарас килет, теççĕ. Кунта çак сăмахсене калама чĕлхе те çавăрăнмĕ. Пушă çуртсем çукпа пĕрех. Хупăннисене те пăхса, тирпейлесе тăраççĕ, ачисем, мăнукĕсем çуллахи вăхăтра килсе пурăнаççĕ, ял илемĕпе киленеççĕ, юнашарти вăрман ырлăхĕпе савăнаççĕ. Çак ялсене паян пĕр ыйту _ "кăвак çулăм" çитменни çеç пăшăрхантарать. Çывăх çулсенче вăл та татăлмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин кун пирки старостăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн 2022 çулта пĕчĕк ялсене çак ырлăх çитмеллине шантарсах каларĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |