Регион Пуçлăхĕ предпринимательсемпе тĕл пулнă
Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри предпринимательсен пĕрлĕхĕпе тĕл пулнă. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, патшалăх предпринимательлĕх аталанăвне чăрмантаракан кивĕ нормăсене пăрахăçлать — çакă бизнеса вăй илме пулăшмашкăн тивĕç. Çĕршыв шайĕнчи пысăк проектсем пурнăçланаççĕ. Калăпăр, М-7, А-151 автотрассăсене реконструкцилесси, Европа — Хĕвел анăç Китай магистраль строительстви — унăн самай вăрăм сыпăкĕ пирĕн республика урлă та иртмелле. Çак тата ытти проекта пурнăçлама Чăваш Енри компанисен те хутшăнмалла, асăннă çулсем хута кайнă май вĕсен çумĕнчи сервиса аталантармалла. Ытти ĕç те пайтах. Çав саккассемпе вырăнти бизнеса аталантарма усă курмаллах. Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов палăртнă тăрăх, Чăваш Ен промышленноçĕ çулталăка ÿсĕмлĕ вĕçлет. Анчах çакăнпа çырлахма юраманни те куçкĕрет. Республика аталану енĕпе юлса пыракан регионсен шутне кĕнине кура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине хатĕрлени курăмлă пулăшу кÿме тивĕç. Асăннă программа валли федераци бюджетĕнчен 10 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Паллах, çак укçа бизнес аталанăвне те тĕревлĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта кванториум уçăлнă
Пирĕн республикăра ачасен техника паркĕсем Шупашкар тата Канаш хулисенче хута кайнă ĕнтĕ. Виççĕмĕшĕ акă, Çĕнĕ Шупашкарта хăйĕн алăкĕсене яриех уçнă. Химипе технологи техникумĕнче маларах хими лабораторийĕ вырнаçнă кивĕ корпуса тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хальхи йышши çĕнĕ техникăпа, оборудованипе пуянлатнă. Ачасен техника паркне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл наноквантум, хайтек-квантум, энержиквантум кабинечĕсемпе, шахматла вылякансен пÿлĕмĕпе, проект çырма хăнăхакансен территорийĕпе, лекторипе паллашнă. «Ку кванториума уçма 110 миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Тепĕр темиçе çултан чаплă инженерсем, ученăйсем, тухтăрсем пуласса кĕтетпĕр. Кунашкал ачасен техника паркĕсене республикăра малашне те уçăпăр», - палăртнă Михаил Васильевич.
"Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисене палăртнă
Раççейри Театр çулталăкне халалланă "Театрлă Атăлçи" проект вĕçленчĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта чи лайăх ĕçсемшĕн сасăланă. Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тÿрĕ эфирта пĕтĕмлетнĕ. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята Пушкăртстанри коллектив тивĕçнĕ, "Чи лайăх студент театрĕ" ята - пирĕн "Абрикосовый сад". "Чи лайăх режиссер" - Дмитрий Миронов /ЧПУ/. "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" - пирĕн Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси" - Шупашкарти 4-мĕш лицейри Роза Коробова. Пирĕннисенчен унта Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсен "Наброски судьбы" спектакльпе хутшăннăччĕ, студентсенчен - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ "Абрикосовый сад" театрĕ "Мой дедушка был вишней" ĕçпе.
«Асам» кинофестиваль иртет
Декабрĕн 2-6-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен IV «Асам» кинофестивалĕ иртĕ. Кинофестиваль ĕнер Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче уçăлнă. Конкурса хутшăнакан тата конкурс тулашĕнчи фильмсене Наци библиотекинче, Çамрăксен театрĕнче, «Чăвашкино» студире кăтартĕç.
Сусăрсене ĕçпе тивĕçтереççĕ
Чăваш Енри 100 яхăн ĕçлекен организацисенче сусăрсене ĕçе вырнаçтармалли квота 90 процента яхăн пурнăçланнă. Федерацин «Раççей Федерацийĕнче сусăрсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунăн 11-мĕш статйи-
пе килĕшÿллĕн ĕç параканăн тивĕçĕсенчен пĕри çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçтарасси шутланать.
Ноябрь 2024 |