Фронтран янă пĕртен-пĕр çыру

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2020, 15:47 Просмотров: 281

Сăпайлă та типтерлĕ тăхăннă çак хĕрарăма Патăрьелĕнчи çар комиссариатĕнче тĕл пултăм. Кинемей кунти сотрудника пикенсех тем ăнлантарать, сарăхса кайнă хутсем, сăн ỹкерчĕксем кăтартать. Хăй вара çав вăхăтрах тутăр вĕçĕпе шывланнă куçне шăла-шăла илет. Мĕн пулнă-ши? Мăнукĕпе (ачипе теме ытла аслă çулсенче тесе хакларăм) салтакра инкек сиксе тухнă е тата урăх сăлтав? Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан хĕрарăм ирпе-ирех военкомата çитни манра темĕнле шухăш та çуратрĕ...

Упамсара пурăнакан Клавдия аппа районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра (вăл ăна пĕр сиктермесĕр çырăнса илет тата вулать) вăрçă çулĕсенче фронтран салтаксем янă виç кĕтеслĕ çырусене тата вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене Мускаври Тĕп храм валли пуçтарни пирки вуласанах çемье архивĕнче упранакан тупрасене суйлама пикеннĕ. 1963 çулта Клавдия Петровна Леонтьева (Пешкова) çĕнĕ çын пулса çак çурта качча килсен ăнсăртран чăланта выртакан виç кĕтеслĕ çырăва асăрхать. Ку унăн хуньашшĕн - Василий Тихонович Леонтьевăн - фронтран янă пĕртен-пĕр хыпарĕ пулнă. Тăватă страницăллăскере вăл малтан темиçе хутчен вуласа тухнă, чунне темĕн пăчăртаса илнĕ хыççăн тирпейлĕн упрама чиксе хунă. Унтанпа сисмесĕрех 56 çул та иртнĕ. "Полевая почтăпа" Леонтьевсен çемйине фронтран юлашки çыру килнĕренпе вара 76 çул!

Василий Тăван çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлеме тухса кайнă чухне çамрăках пулман. Ваттисем калашле, ури çине ĕне пуснă. Çемьеллĕ, пĕр ача ашшĕ. Хăйĕн ăсĕпе пултарулăхне тĕрлĕ ĕçре кăтартма та ĕлкĕрнĕ. Ăна вăл тем сăлтавпа дневник евĕр çырса пынă. Кинĕпе ывăлĕ çак журнала паянхи кунччен усраççĕ. Каччă çамрăк чухнех пысăк ăспа, пултарулăхпа, тỹрĕ чунлăхпа палăрса тăнă. Çак ырă енсене хак парсах 19ти каччăна чăн малтан "Красная поляна" колхозра счетовод пулма шаннă. Сăмах май каласан, вĕсем ялта колхоза кĕнĕ пĕрремĕш хастарсем шутланнă. Каярахпа Василий Тихоновичăн налук органĕнче, колхоз председателĕнче, банкра та ĕçлеме тивнĕ. Кирек хăш ĕçре те вăл кăтартуллă пулнă, чун-чĕререн тăрăшнă. Кун пирки вăл çак çырура та асăннă: "Юратнă, асран кайми тăван анне. Пысăкран та пысăк тавтапуç сана пуриншĕн те. Сана хăвна мĕнле йывăр пулсан та мана пулăшаттăнччĕ. Пĕр чĕл çăкăр пулсан та çимесĕр мана параттăнччĕ, апатлантарса вĕренме кăларса яраттăнччĕ. Мана хутла вĕрентес тесе эсĕ питĕ нумай тăрăшнă. Тавтапуç сана, аннем. Эпĕ, сана асаплантарса ỹстерттернĕ кĕçĕн ывăлу Вася, вĕсене ĕмĕрне те манас çук. Анне, эпĕ таврăниччен мĕнле те пулин пурăнма тăрăш...", - тенĕ вăл хăйне чун парнеленĕ амăшне чун-чĕререн тав туса.

Çырура вунă уйăхри ывăлĕпе юлнă мăшăрне те пысăк чăтăмлăх, сывлăх, ырă сунать. Кашнийĕнчех ăна "юратнă, хаклă юлташăм, Санька" тесе ытарлăн чĕнет. Сăпкара выртса юлнă ывăлĕ пирки те пăшăрханать: "Пĕртен-пĕр пурнăç тĕвви, хаклă та юратнă ывăлăм, Геннадий! Тăван аçунтан пысăк та юратуллă салам! Эпĕ сана сăпкара чухне пăрахса вăрçа тухса кайрăм. Сана юлашкинчен чуп турăм. Ун чухне эсĕ ăнланмарăн. Халĕ пулсан мĕн те пулин калаттăнччĕ пулĕ-ха. Эсĕ мана ас тумастăн вĕт-ха. Санăн паян çут тĕнчере тăван аçу те пур, те çук... Ну, Геннадий тата пур çемьесем те, мана мĕнле кĕтмен çĕртен вăрçа ăсатса кăларса ятăр, çавăн пекех систермесĕр пырса кĕмелле пултăр...", - çакнашкал шухăшпа вĕçленĕ Василий вăрçă хирĕнчен яракан çырăва. Анчах шел, çак йĕркесем уншăн та, тăванĕсемшĕн те юлашки пулнă. Курск пĕккинчи хĕрỹ çапăçура йывăр аманнă хыççăн тăххăрмĕш кунне госпитальте салтак ĕмĕрлĕхех куçне хупать.

Çырура асăннă вунă уйăхри Гена вара паян ултă ача ашшĕ, 17 мăнукăн кукашшĕпе аслашшĕ. Клавдия Петровнăпа вĕсем ывăл-хĕр çитĕнтерсе тĕрĕс воспитани панă. Аслашшĕн паттăрлăхне, унăн вăрçă çулĕсене Леонтьевсем чыслăн асра упраççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем икĕ-виçĕ çул каялла Геннадий Васильевичпа икĕ ывăлĕ тата пĕр мăнукĕ салтак чунĕ канлĕх тупнă вырăна кайса килнĕ, хăрушă çапăçу пулнă вырăнсемпе, салтаксене асăнса лартнă палăкпа, часовньăпа, пысăк музейпа паллашнă, пиншер воинпа юнашар палăк çинче çырăннă аслашшĕн ячĕ умне чĕрĕ чечексем хурса хăварнă.

23 çулта салтак арăмĕ пулса юлнă Александра Кузьминична вара мĕн виличченех хăйĕн мăшăрне кĕтнине аса илчĕ кинĕ. Вилес умĕн (91 çулта вилнĕ) кăшт маларах вăл ăна "кĕтсе" илнĕ чăнах та! Тирпейлĕ те яп- яка тумпа, савăнăçлă! Мăшăрне курсан 67 çул кĕтнĕ салтак арăмĕ кăшкăрса макăрса янă!.. Анчах шел, çакă ватă çыннăн тĕлĕкне çеç килнĕ иккен юратнă упăшки. Ун хыççăн Санька аппа хăй те нумай пурăнайман.

А. ЕГОРОВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика