Январь уйăхĕ иртсе кайнă çулталăка пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртмалли тапхăр. Нумаях пулмасть район полицийĕн сотрудникĕсем шăпах çак тĕллевпе канашлăва пуçтарăнчĕç.
Пĕтĕмлетĕве (районсем хушшинчи уйрăм икĕ района тивĕçтерсе тăрать) район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ЧР ШĔМĕн министрĕн çумĕ Леонид Вакс, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен прокурорĕсем Николай Осиповпа Владимир Николаев, икĕ районти ветерансен канашĕн председателĕсем Аркадий Якимовпа Егор Сетриванов хутшăнчĕç.
Район полицийĕн ĕçĕнчи иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем начар мар темелле. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Фомин тунă докладри танлаштаруллă цифрăсенче ырă кăтартусем те, обществăлла йĕркелĕхшĕн тата ытларах пикенсе ĕçлеме хистекен тĕслĕхсем те пур. Чăн малтанах çулталăк хушшинче шута илнĕ преступленисем 4,6 процент чакни (248) кăмăллă. Вĕсенчен 208-шĕнпе уголовлă ĕç пуçарма суда янă. Çав вăхăтрах йывăр (29,6 процент) тата вăтам шайри йывăр ( 26,8) преступленисем маларахри çулпа танлаштарсан ỹсни пăшăрхантарать. Çулталăк тăршшĕпе çав тери йывăр тата пысăках мар преступленисен шучĕ чакни кăмăллă.
Преступленисен ушкăнĕнче ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă тĕслĕхсем яланхиллех пысăк: 31 процент е 77 факт. Вĕлерессипе хăратни 5,6 процент, мошенничествăпа çыхăнни 8,8, вăрлассипе - 21, çын сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăнни - 4, тапăннипе 3,2 процент.
Çакна та палăртса хăвармалла. Юлашки вăхăтра Интернетпа, кĕсъе телефонĕпе çыхăннă преступленисем, банкри счетран укçа-тенкĕне илме пултаракан мошенниксем пирки йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем тăтăшах асăрхаттарса тăнине пăхмасăрах граждансем вĕсен серепине çакланнă тĕслĕх нумайланнă. 2019 çулта çакăн йышши преступленисем 56 процент ỹснĕ. Андрей Васильевич малашне ку тĕлĕшпе тата ытларах ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине палăртрĕ.
Паян çул çитмен ачасем усал ĕçпе мар, ыррипе явăçни савăнтарать. Маларахри çулпа танлаштарсан çул çитмен ачасем преступлени тăвасси 28 процент сахалтарах. Кунта, паллах, район полицийĕпе пĕрлех вĕсемпе ĕçлекен, профилактика тăвакан яваплă органсен тỹпи те пурах.
Районти ГИБДД уйрăмĕпе илес пулсан иртнĕ çул 44 аварие шута илнĕ, вĕсенче 13 çын вилнĕ, 79-шĕ аманнă. Полици сотрудникĕсем обществăлла вырăнта ỹсĕр пулса йĕркене пăснă граждансен ячĕпе 1061 протокол çырнă. Вăл шутра видеосăнав камерисемпе усă курса 60 гражданина административлă право йĕркине пăснăшăн явап тыттарнă.
Район ĕçченĕсене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси чăн малтан йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен ĕçĕ. Уйрăм граждансен тивĕçĕ - саккуна, йĕркене пăхăнасси. Çавăн чухне çеç преступленисен шучĕ тата сахалланĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |