Чăваш писателĕ, куçаруçă, СССР Писателĕсен канашĕн членĕ (1939 çул) Петр Егорович Митта çуралнăранпа январĕн 25-мĕшĕнче 110 çул (25.01.1910 - 27.01.1944) çитет. Вăл Аслă Арапуç (халĕ Первомайски) ялĕнче кун çути курнă.
Митта Петĕрĕ Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен, унтан Я. М. Свердлов ячĕллĕ Коммунистсен университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Район хаçачĕн редакцийĕнче яваплă секретарьте тăрăшнă, çакăнтах унăн пĕрремĕш калавĕсемпе фельетонĕсем пичетленнĕ. "Канаш" хаçат редакцийĕн литература сотрудникĕнче вăй хунă, Сĕнтĕрвăрри хулинчи вăрман хуçалăх техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1941 çулта ăна айăпсăр айăпланă, 1955 çулта таса ятне тавăрнă.
Петр Егорович кулăшла калавсемпе фельетонсен авторĕ тата куçаруçă пек палăрнă. Кĕске тапхăртах республика изданийĕсенче, вăл шутра "Капкăн" журналта та, 100 ытла кулăшла калавĕ пичетленнĕ. Унăн произведенийĕсенче Граждан вăрçин теми те пысăк вырăн йышăнать. Районта пулса иртнĕ пулăмсене тĕпе хурса вăл "Крепков" повесть çырнă. Шел пулин те, "Çĕнĕ çĕр" романне вĕçлеймен. Унăн хăш-пĕр пайĕ 1959 çулта тухнă "Суйласа илнисем" кĕнекере пичетленнĕ.
Тĕп изданийĕсем: "Ял калаçать", "Асран кайми кунсем", "Вĕçевçĕ Уçăп", "Калавсем", "Суйласа илнисем".
х х х
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1994 çул) ята тивĕçнĕ Юрий Емельянович Мазяков юрăç Пăлакасси ялĕнче 1950 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) музыкăпа педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Радио тата телевидени хорĕн, "Çеçпĕл" вокалпа инструмент ансамблĕн, пĕрлех Чăваш патшалăх филармони çумĕнчи музыка лекторийĕн солисчĕ пулнă. 2003 çултанпа _ "Классика" юрăпа музыка коллективĕн солисчĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Ноябрь 2024 |