Ирхи кĕлĕрен тухнă Нина пĕр ватă çынна хулран çавăтса килне çитичченех ăсатса ячĕ. Ури итлесех каймасть-мĕн. Çынна пулăшма ăна асламăшĕ ачаранах хăнăхтарнă. Каялла таврăннă чухне тăкăрлăкра "Пулăшăр!" текен сасса илтрĕ. Пĕлекен çынах. Епле пăрахса хăварăн.
Хăçанччен тăсăлать-ши çак пурнăç. Çынсем ир тăнăранпа çăвара шыв та сыпса ĕлкĕреймен. Вăл вара ураран урине те улăштараймасть. Ирех мухмăрне чĕртнĕ курăнать. Пĕр курка чей те вĕретсе ĕçменни куçкĕретех...
Аслă шкул дипломне илнĕ яштак пỹллĕ, чипер сăн-питлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр вăтам шкула ĕçе вырнаçрĕ. Нимĕç чĕлхине вĕрентме пуçларĕ. Хулара ỹссе çитĕннĕскер яла килме хирĕçлеменнишĕн тĕлĕнетчĕç те пĕрле ĕçлекенсем. Чăвашла пачах пĕлместчĕ. Вырăсла, уроксенче нимĕçле калаçатчĕ. Вĕренекенсем вара ăна часах ят пачĕç: "немка". Ачасем килĕштеретчĕç Инна Ивановнăна. Уроксенче тимлĕн итлесе ларатчĕç. Хушма занятисене те çỹретчĕç. Шкултан хваттере часах кайма васкамастчĕ вĕрентекен. Кĕр кунĕ кĕске. Тавралăха каç сĕмĕ çапсан çеç утатчĕ вăл Кулине аппа патне.
Чунне парса ĕçлерĕ çамрăк специалист. Чăвашла пĕчĕккĕн калаçма пуçларĕ. Вĕренекенсене конкурссене явăçтарчĕ. Концертсенче вара нимĕçле юрăсем юрлаттарчĕ. Алла аттестат илнисенчен нимĕç чĕлхи вĕрентекен пулас ĕмĕтлисем те сахал мар пулчĕç. Тăван ене çуллахи тата хĕллехи каникулсенче çеç кайса килетчĕ. Унта ăна кĕтекен те çукрахчĕ. Асламăшĕ хăй те ватă. Амăшĕпе ашшĕ пирки аса илсе чунне те хурлантарас килместчĕ. Иккĕшĕ те ĕçкĕ енне сулăннăскерсемччĕ вĕсем. Пĕри маларах пурнăçран уйрăлчĕ, тепри вара тĕрмене лекрĕ.
Çĕнĕ çĕрте хĕрĕн хĕр чухнехи пурнăçне никам та пĕлместчĕ. Тĕпчесе ыйтакан та пулман. Унра лайăххине çеç асăрхатчĕç. Нимĕç чĕлхин урокĕсем сахалран ăна шкул директорĕ хушма ĕçсем паратчĕ.
Çулталăкран хĕре кунти физкультура учителĕ куç хыврĕ. Шкулта кунĕпе пĕрлеччĕ çамрăксем. Вăтам шкултан вĕренсе тухакансемшĕн янăракан юлашки шăнкăрав хыççăн вĕсем те туй кĕрлеттерчĕç.
Мăшăрĕн килĕнче пурăнма шут тытмарĕç çамрăксем. Хваттере тухрĕç. Умлă-хыçлах ывăлпа хĕр çуратрĕç. Пурăна киле хăйсем те çурт никĕсне ячĕç. Тепĕр çултан мăрьерен тĕтĕм кăларчĕç.
Килĕшỹре пурăнатчĕç. Пĕр-пĕрин сăмахĕнчен нихăçан та иртмен. Пеленка çăвасси, апат ха- тĕрлесси арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе уйăрса тăман. Хыçри пахчара çĕр улми çитĕнтеретчĕç. Ачасене сĕт кирлĕ тесе качака туянчĕç.
Сисĕнмесĕр çулсем шурĕç. Ывăлпа хĕр те çитĕнчĕç. Ку вăхăта çемьен тус-юлташĕ те нумайланчĕ. Професси уявĕсем, çуралнă кунсем сĕтел хатĕрлемесĕр иртмерĕç. Инна Ивановнăн эрех-сăра енне туртăнаслăхĕ ỹссех пычĕ. Ывăлне авлантарни, хĕрне качча пани тата ирĕке ячĕ курăнать. Ку вăхăта тивĕçлĕ канăва та тухнăччĕ вăл. Ăрăва малалла тăсакансем те тĕп килтен кайнăччĕ.
Пурнăçри ырлăх тикĕс çулпа уттармарĕ ăна. Мăшăрĕн сăмахĕ хăлхана кĕмерĕ. Куç умĕнчех нĕрсĕрленсе пычĕ Инна Ивановна. Каç сĕмлĕхĕнче çул урлă каçнă чухне автомашина айне лекрĕ, вилмеллипех аманчĕ. Эрехех тĕп турĕ унăн пурнăçне.
Шап-шурă çỹçленнĕ кил хуçи пĕчченех тăрса юлчĕ. Каçсерен мăшăрне хăш енчен те пулсан пĕр-пĕр вĕрентекенĕ çавăтса килсе пите кĕççе çĕлеттересси çук ĕнтĕ текех Нил Петровичăн. Анчах ватлăхри пĕчченлĕх тата шиклĕ иккен. Пиçнĕ апата ларса çиме те, сăмах улăштарма та юлташ кирлĕ. Çитменнине вăхăт-вăхăтра чĕри те хĕстеркелет унăн. Юн пусăмĕ те выляса тăрать. Тепĕр чухне шăла та çырттарать. Юрать чалăшла пурăнакан Нина пур. Медицина сестринче ĕçленĕскер мĕнле эмелсем ĕçмеллине калать. Кирлĕ чухне уколсем те тăвать.
Телейĕ пулмарĕ çав Нинăн та. Мăшăрĕн ырлăхне кураймарĕ. Йывăр çын чухне çывăх çынни инçе çула командировкăна кайнă чухне вилнĕ. Хĕрне пĕчченех ỹс- терчĕ.
Алăра караслă телефон халĕ кирек камра та пур. Çĕр улми пуçтарса ĕшеннĕ Нил Петрович каллех сывлăхĕ хавшанине туйрĕ. Вăй пĕтсе килнĕрен Нинăран пулăшу ыйтрĕ. Юн пусăмне чакариччен вăхăт иртрех. Çавах çĕр каçа пĕччен хăварма шутламарĕ ăна кỹрши. Çакна тахçанах кĕтнĕччĕ Нил Петрович.
Çемьеллĕ пурнăçшăн те савăнмалла, те кулянмалла кунта. Пĕр-пĕрне хисеплени, шеллени пĕрле пулма хистерĕ темелле.
Хĕвел аннă хыççăнхи телейĕ çеç пулчĕ-ши Нинăн. Шăкăлтатса пурăннă вăхăтрах Нил Петровичăн качча тухнă хĕрĕ килсе кĕчĕ. Япали мĕнĕпех. Ĕçке пула ăна мăшăрĕ çуртран кăларса янă. Ĕçрен те хăтарнă иккен.
Хĕрĕ те пур. Хирĕçлейместĕн. Инна Ивановна вырăнне Эвелина юлчĕ иккен. Чиркỹрен таврăннă чухне пулăшу ыйтаканĕ те çавахчĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкне урама кăларса яраймастех ашшĕ. Нина та шеллерĕ. Эвелина амаçури амăшне тăван амăшĕ вырăннех хучĕ. Тирпейлĕскер, пỹрт-çурта таса тытать. Апат-çимĕç пĕçерме ăста. Кирлĕ канашсем нумай парать тата ытти те. Анчах хăй ĕçмен чухне çеç хаклама пĕлет ăна. Ỹсĕрле вара намăс-симĕсе пачах çухатать. Ют арçынна киле илсе кĕме те именмест. Пĕр çĕрте те тĕпленсе ĕçлеймест. Аслă шкулта вĕренекен хĕрне те пулăшаймасть. Хĕрĕ çеç кукамăшĕпе амăшĕн çулĕпе ан кайтăрах. Кашни хутĕнчех çакăн пирки калаçу пуçаратчĕ Нина. Кукамăшĕн те, амăшĕн те пурнăçĕ ĕçке пула пĕтмерĕ-и вара?
Мускавран килекен мăнукне кашнийĕнчех сумка тулли кучченеçпе ăсатма тăрăшать Нина. Тумтирĕ, пушмакĕ пурри-çуккипе интересленет. Мăшăрĕпе иккĕшĕн пенсийĕнчен уйăрса хунă укçине парса ярать. Ыттисен умĕнче мĕскĕннĕн ан курăнтăр тет. Çула тухас умĕн вара мăнукĕ кукамăшĕн мăйĕнчен уртăнса "Эсĕ манăн чи çывăх кукамайăм!" тесе ыталать. Епле куççуль тухмасăр чăттăр çакăнта.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |