Совет салтакĕсем Берлинра Рейхстаг çине Çĕнтерỹ ялавне çĕкленĕренпе 75 çул çитет. Çак кун патне паттăр халăх вут-кăвар витĕр, хĕн-асап тỹссе, хăйсене шеллемесĕр 4 çул, 1418 кун талпăннă. Пирĕн çĕршывра вăрçă хĕн-хурне курман çемье юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Хăш-пĕр килтен темиçешер çын тухса кайнă. Телейлисем вăрçă вĕçленсен тăван тăрăха таврăннă, ыттисем çĕршыва хỹтĕлесе ют çĕрте выртса юлнă.
Патăрьел районĕн ывăл-хĕрĕ те Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тỹпе хывнă: 1941-1945 çулсенче 8377 çын тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вĕсен шутĕнче 86-шĕ этемĕн черчен пайĕ - хĕрсем. Шел пулин те, 6034-шĕ тăван киле таврăнайман, ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче юлнă. Çав вăхăтра тылрисем те алă усса ларман - хуçалăхсенче тыр-пул çитĕнтернĕ, окопсем чавма кайнă. Ватти-вĕтти фронта кăштах та пулин пулăшу парассишĕн ырми-канми вăй хунă. Чăннипех те, çак хăрушă çулсенче вăрçăра е тылра пулнă кашни çыннах герой тесе калама пулать, вĕсем пурте хăйсене майлă паттăрлăх кăтартнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕн ывăл-хĕрĕпе чăнах та мухтанмалăх пур. Хаяр вăрçă хирĕнче П.Е. Кузнецов тата Б.С. Рахимов Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, А.П. Табаков, П.Г. Кариков, Б.С. Тухветуллов Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса таврăннă. А.П. Табаков 1945 çулта Мускаври Çĕнтерỹ парадне те хутшăнма тивĕçнĕ.
Çĕнтерĕве çывхартнă кашни салтак, тыл ĕçченĕ пирĕн тăнăçлăхшăн, çутă малашлăхшăн тăрăшнă, эпир телейлĕ пурнăçпа пурăнасса шаннă. Çавăнпа та вĕсен умĕнче пирĕн пуç тайса хамăрăн асатте-асаннен, кукаçи-кукамайăн паттăрлăхне асра тытмалла, çĕр çинче мирлĕ пурнăç хуçалантăр тесе тăрăшмалла.
Н. НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |