Ака çывхарать, хĕл ыйхинчен вăранма хушать

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020, 10:24 Просмотров: 241

Акана тухиччен шутлă кунсем çеç юлнине систерсе çурхи хĕвел куллен çỹлелле те çỹлелле хăпарать. Ăна кĕске тапхăрта вĕçлес тесен паян-ыран техникăна хатĕррисен ретне лартмалла, вăрлăха алласа пĕтермелле, çунтармалли-сĕрмелли материал туянмалла тата ытти те.

Район администрацийĕн Пысăк залĕнче мартăн 2-мĕшĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, агрономсемпе ирттернĕ канашлура шăпах яваплă тапхăрпа çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов, "Россельхозцентр" управленин Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçин вăрлăхсемпе ĕçлекен çумĕ Олег Исаев, Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ Илья Васильев, ЧР ял хуçалăх министерствин Патăрьел районĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ Лейсен Тукаева, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ Т. Лукина хутшăнчĕç.

Кăçал хĕл ăшă килчĕ, çавна май çунă юр та тỹрех ирĕлсе пынăран хирсем хуп-хура выртаççĕ тесен те йăнăш мар. Республикăри ял хуçалăх министерстви планланă тăрăх, çурхи ĕçсене апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçламалла. Паллах, ку вăл шăпах çак кунччен тăмаллине пĕлтермест, йăлтах çанталăк условийĕнчен килет. Çакна шута илме тиветех.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем районĕпе 17723 гектар, çĕр улмипе пахча çимĕç - 1428, выльăх апачĕлĕх 13790 гектар çĕр йышăнĕç. Çурхи ĕçсене вара пурĕ 34993 гектарта (пĕлтĕрхинчен 1 процент нумайрах) ирттермелле. Тыр пул вăрлăхĕ 3473 тонна кирлĕ. Хуçалăхсем ăна çителĕклĕ хатĕрленĕ. "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕнче тĕрĕслеттернĕ, унтан 86 проценчĕ е 2988 тонни кондициллĕ.

Пысăк тухăç илес тесен пахалăхлă вăрлăхсемпе усă курмалли никамшăн та вăрттăнлăх мар. "Исток", "Корма" çĕр ĕç фирмисем, "Батыревский" пĕрлешỹ, "Красное Знамя", "Труд", "Хастар" ял хуçалăх предприятийĕсем, Ф. Чабатов, В. Багаутдинов, С. Чаданов, А. Петров, М. Лаврентьева, Л. Краснова фермер хуçалăхĕсем, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ пысăк репродукциллисене илсе килнĕ. Кĕркунне пỹлмесем тулли пултăр тесен вăрлăха акиччен тĕрлĕ чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран им-çамласа никĕсе хывмаллине те асăрхаттарчĕç специалистсем.

Çуркунне çитнĕ май кĕрхисем еплерех хĕл каçни те пăшăрхантарать. Никĕсе хывнă хыççăнах аталанма условисем лайăх пулчĕç, анчах юрсăр пĕрремĕш сивĕсене еплерех чăтса ирттернĕ-ши? Малтанхи тĕрĕслевсем кĕрхисем 52,4 проценчĕ - аван, 37-шĕ- вăтам, 10,6 проценчĕ начар упраннине кăтартса панă. Вĕсем лайăх вăй илсе кайччăр, тухăçĕпе савăнтарччăр тесен апатлантармалла, сỹрелемелле. Сăмах май, минераллă удобрени мартăн 2-мĕшĕ тĕлне 1850 тонна (56 процент) янтăланă. Ку ĕç малалла пырать.

Техника шучĕпе район республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнать. Çуллен 90-100 единица таран ỹсет. Паллах, вĕсене вăхăтра юсамалла, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Хальхи вăхăта яваплă тапхăра хутшăнакан тракторсен 52 проценчĕ çеç хире тухма юрăхлă, апла пулсан ку ыйтупа çине тăрсах тимлемелле. Сеялкăсен - 94, культиваторсен - 88, дискаторсен - 78, минераллă удобрени сапакан машинăсен 82 проценчĕ ĕçе хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материал 260 тонна е кирлинчен 42 процент турттарса килнĕ.

Механизаторсен пурин те тивĕçлĕ категориллĕ документсем çумĕнче пулмалла, вĕсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Техника хăрушсăрлăхĕпе инструктаж ирттермелле, эрех-сăра ĕçнисене руль çывăхне ямалла мар. Шăпах хĕрĕнкĕ чухне инкексем пулнине манатпăр. Ĕç вырăнĕнче медицина аптечки, пушар сỹнтермелли хатĕрсем те кирлĕ. Сыхланакана кăна Турă сыхлать, çакна асра тытасчĕ.

Ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанса пыма йывăр. Паха вăрлăх туянакан хуçалăхсене, çĕр пулăхлăхне лайăхлатассишĕн тăрăшакансене, мелиораципе усă курма пуçăнакансене, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртекенсене, ăратлă выльăх туянакансене тăкакланă укçан пысăк пайне саплаштараççĕ. Субсиди илес текенсен налук тĕлĕшпе парăм пулмалла мар.

Россельхозбанкăн Патăрьелĕнчи филиалĕн управляющийĕ Светлана Иванова банк ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене техника, выльăх туянма тата акана ирттерме паракан кредитсемпе, вĕсен çăмăллăхĕсемпе паллаштарчĕ. Ялта çурт туянма е тума ĕмĕтлисем валли ятарлă ипотека пуррине пĕлтерчĕ.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пĕтĕмлетрĕ. Вăл пурне те акана ăнăçлă хатĕрленсе кĕске тапхăрта ирттерсе яма сунчĕ.

О. ПАВЛОВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика