Çакăн пек шухăш час-часах пырса кĕрет Кзыл Камыш ялĕнче пурăнакан Ахать Хайретдинович Исхаковăн пуçне. Анчах та вăл унăн ăшшине те, чĕрçи çинче сикнине те ас тумасть.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине Кзыл Камыш ялĕнчи Исхаковсен çемйинчен 4 ывăл тухса кайнă- 1903 çулта çуралнă Мавлют, Ялалетдин (1909 ç.), Хайретдин (1913 ç.) тата Алялетдин (1915 ç.). Çĕнтерỹ çулĕпе тăван тăрăха таврăнма вĕсене нихăшне те пỹрмен. Совет çĕрĕ çине нимĕç фашисчĕсем ирсĕрле тапăннă чухне аслисем виççĕшĕ çемье çавăрса ачаллă пулнă, кĕçĕнни вара мăшăрланса та ĕлкĕреймен. Мĕнле чăтнă-ши ашшĕпе амăшĕ кĕреш юман пек 4 ывăла фронта кăларса янă чухне?
Ахать абыйăн ашшĕне - Хайретдина, вăрçа кайма 1941 çулта ят тухать. Килте ватă ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ тата виçĕ ывăлпа пĕр хĕр юлаççĕ. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк, хĕр пĕрчийĕ вара 10 кунта çеç пулнă. Ун чухне 3-ре пулнă арçын ача ашшĕне пĕрре те ас тумасть. Унăн асĕнче тăван çынни вилни çинчен çыру илсен 27 çулти амăшĕ тата ватă асламăшĕ татăлса йĕни кăна упранса юлнă. Инкек пĕччен килмест тенĕ евĕр, çав çулах тата аслашшĕ те çĕре кĕрет. Унтан ытти Исхаковсем те нихăçан та таврăнайманни çинчен пĕлтерекен хутсем çине-çинех çитеççĕ. Ашшĕн кĕçĕн шăллĕ Алялетдин танкист Ржев патĕнчен янă çырăвĕнчи сăмахĕсене Ахать паянхи кун асра тытать: "Пире фашист вĕлереймест, эпир халь тимĕр ăшăнче...". Анчах та çак сăмахсем тỹрре тухайман, ирсĕр нимĕç пульли унта та шыраса тупнă. Çапла вара, пĕр варта выртнă 4 пĕр тăвана юнлă вăрçă хăйĕн серепинчен вĕçертмен.
Ахать Хайретдинович Çĕнтерỹ çитнине тĕлĕкри пек çеç ас тăватăп, тет. Вăрçă çулĕсенче асламăшĕ чỹрече хупписене каç пуличченех хуптарнă пулсан, халĕ вара вĕсем яр уçă тăнă. Тата пĕчĕк ачан куç умĕнче асламăшĕ пахча хыçне тухса çул çине пăхса тăни. Мĕскĕн хĕрарăмăн чĕри лăпланман çав ĕнтĕ, вилни çинчен пĕлтернисем е хыпарсăр çухалнисем те хăшĕсем каялла таврăнни пулнă та, вăл та шанчăкне çухатман. Амăшĕ çĕрле макăрни те, асламăшĕ кĕл туса ĕсĕкленисем те Ахать чунне халĕ те канăç памаççĕ.
Тăшмана çапса аркатнă хыççăн ывăлĕсене, мăшăрĕсене, ашшĕсене кĕтсе илнĕ çемьесем чи телейлисем пулнă çав çулсенче. Исхаковсем вара вăл шута лекеймен. 4 ачапа юлнă Ахатьăн амăшĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесен те ытлă-çитлĕ пурăнма, ачасене тăраниччен çитерме май пулман. Хăй колхозра тăрăшнă, кил-çуртра ачисем тата ватă пăянамăшĕ тĕрмешнĕ.
- Ĕне усрани выçлăхран хăтарнă пире,- тет Ахать Хайретдинович. - Тата асанне кĕл тума çỹретчĕ, уншăн ăна апат-çимĕç паратчĕç. Пире, тăлăхсене, шелленĕ ĕнтĕ. Хамăр та ахаль ларман: пĕррехинче тетепе вăрмана пĕчĕк çунапа турат пуçтарма кайрăмăр. Пичче йывăç çинчен хăрнă пысăк турата хуçса илме шутларĕ. Те хытăрах туртрĕ, пĕр пĕчĕк турачĕ куçне кĕрсех кайрĕ. Çапла вара вăл ĕмĕрлĕхех хăрах куçпа юлчĕ. Тата вырма вăхăтĕнче хире пучах пуçтарма çỹреттĕмĕр. Çав тырăран анне ал арманĕпе авăртса пăтă пĕçерсе çитеретчĕ. Карçынкка тĕпне пуçтарнă пучахсене йăтса тырă типĕтекенсем патĕнчен иртсе кайнă чухне пĕр арçын туртса илчĕ те пучахсене купана ывăтма тытăнчĕ. Кусем пурте колхозăн, тет. Ăна хĕрарăм чарчĕ, тăлăхсем ахаль те выçă, юлашки апатне ан тыт, тесе пире каялла пачĕ. Тетепе савăннипе сиккипе вĕçтертĕмĕр кил еннелле.
Вăл çулсенче налук та килте мĕн пуррипе тỹленĕ - улма-çырла, çăмарта... Ахаль те çимелли пулман. Исхаковсен юлашкине пама тивнĕ. Çĕр улми начар пулнă çул налук пуçтарма килнисем, аслисем килте çуккине кура, тĕп сакайĕнчен вĕттисене та тултарса тухса кайнă. Çапах та ỹснĕ, тĕрекленнĕ Исхаковсем. Нушаллă пулсан та йывăрлăха парăнман. Ун чухне нумайăшĕ çапла пурăннă ĕнтĕ. Ашшĕне тата унăн виçĕ пĕр тăванне яланах асра упраççĕ вĕсем. Шел, майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерỹ парадĕнчи "Вилĕмсĕр полк" акцие илсе тухма та вăрçă хирĕнче юлнă Исхаковсенчен кĕçĕннин - Алялетдинăн - сăн ỹкерчĕкĕ çеç юлнă. Ăна вара кил-çуртра чи курăмлă вырăнта упраççĕ.
Ахать абый халь хăй те сакăр теçетке вакланă ĕнтĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Пурте çемьеллĕ, мăнуксемпе савăнтараççĕ. Килте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ хисеплĕ ватăсем. "Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем халĕ пысăк хисепре. Эпĕ те хамăн тăвансемпе питĕ мăнаçланатăп. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе пурнăçĕсене шеллемен Исхаковсем те фашистсене çапса аркатнă çĕрте пысăк тỹпе хывнине район халăхĕ те пĕлтĕр", - тет Ахать Хайретдинович.
Н. НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |