Çĕнетнĕ музей-çурт туристсене йышăнма хатĕр
Мартăн 13-мĕшĕ районшăн паллă пулăмсемпе палăрса юлчĕ. Шăпах çак кун 140 çул каялла Турханта кун çути курнă, тĕнчипе палăрнă А. Кокель художникăн музей-çуртне реставрациленĕ хыççăн уçрĕç. Турхансен савăнăçне пайлама Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизакова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Кирилл Ермолаев, Сергей Семенов, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Михаил Петров, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Алексей Кокелĕн тăванĕсем, Совет тата Раççей ученăйĕ, зоолог, биологи наукисен докторĕ, М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн географи факультечĕн профессорĕ Николай Дроздов, муниципалитетсен ертỹçисем тата ытти сумлă хăнасем килсе çитрĕç.
Паллă художникăн музей-çурчĕ республика пĕлтерĕшлĕ культура объекчĕ шутланать. Çулсем иртнĕрен вăл самаях кивелнĕччĕ, юсав ыйтатчĕ. Музее пуçарулăх бюджечĕпе усă курса 4 млн тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Халĕ вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене кăна мар, ытти тăрăхран килекен туристсене те илĕртессе шанас килет.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ял халăхне ниме йĕркипе объекта юсанăшăн, унăн территорине тирпей-илем кĕртнĕшĕн тав турĕ. Художника хисеплекенсен ячĕпе музее Алексей Кокелĕн статуэткине парса чысларĕ. Вăл паллă ỹнерçĕпе чăваш халăхĕ мăнаçланнине, ятне асра тытнине, çамрăксем унран тĕслĕх илнине пĕлтерчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Турханта çулленех пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕ иртет, унта тĕрлĕ çĕршыври художниксем хутшăнаççĕ, çитĕнекен ăрăва хăйсен пĕлĕвĕсемпе паллаштараççĕ.
- Чаплă ентешсене асра тытатпăр тата вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр пулсан ыранхи кун тата та лайăхрах пуласси куç кĕретех. Пурнăç епле пуласси - пĕтĕмпех хамăртан килет, - терĕ Олег Николаев.
Хăнасем Турханти Богоявленски ячĕпе хисепленекен чиркĕве те кĕрсе курчĕç, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕпе Феодорпа тĕл пулчĕç. Сăмах май, Алексей Кокелĕн пĕр тăванĕ Григорий Афанасьевич шăпах тĕн çынни - Герман Кокель епископ - пулнă. Ăна 1930 çулсенче пĕр айăпсăртан айăпласа персе вĕлернĕ.
Уявăн малалли пайĕ Турханти çĕнетнĕ культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Кунта халь ĕçлеме, канма пур услови те пур. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тыл ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕпе чысларĕ. Çавăн пекех пленэра килнĕ художниксен тата ачасен ĕçĕсемпе паллашрĕ.
Çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, ялсем аталанаççĕ
Районта культурăна кăна мар, экономикăна та аталантарса пыма тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата ыттисем те Шăнкăртам ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллашнă май çакна хăйсем те курса ĕненчĕç.
Шăнкăртам - Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, республикăра та чи пысăк ялсенчен пĕри. Яла çамрăксем те нумайăн юлаççĕ, çавна май çĕнĕ кассем йĕркеленеççĕ. Олег Николаев "Хĕвел анăç" урама çитсе курчĕ. Кунта 2014-2015 çулсенче "Хĕвел анăç микрорайонне çуртсем тăвас тата хăтлăхпа тивĕçтерес" республика программипе килĕшỹллĕн тăватă çухрăм çул сарнă, шывпа тивĕçтернĕ тата ытти те. 2018 çултанпа "Муслима" мечĕт ĕçлет.
Яш-кĕрĕм çуралнă тăрăхра тĕпленнинче ялта пĕчĕк тата вăтам бизнес аван вăй илнипе те çыхăннă. Выльăх пусса тирпейлекен цехсем чылай. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса аш-какая тирпейлекен "Баракат" тата сĕте тирпейлекен "Эко Продукт" кооперативсем хута кайрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма О. Николаев та хутшăнчĕ. Çĕнĕ цехсем уçăлни Патăрьелсемшĕн кăна мар, республикăшăн та пысăк пулăм иккенне, ялта хушма хуçалăхпа пурăнакансем пахалăхлă продукци туса илнине, вĕсене вырнаçтарма çакăн пек объектсем ытларах уçăлни шалăва ỹстерме, çул-йĕр тума, халăх пурнăçне лайăхлатма май панине каларĕ. "Эко Продукт" тата "Баракат" кооперативсен ертỹçисене Марат Шамбазовпа Дамир Земдиханова малашлăхра ăнăçу сунчĕ.
Кооперативсен ертỹçисем хăйсем хатĕрлекен продукцие çитес вăхăтра Чăваш Ен территорийĕнче тата ытти регионсене те сутма хатĕррине пĕлтерчĕç. Хальлĕхе Шăнкăртамри "Халяль" лавккара туянма май пур.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков хăй ертсе пыракан Чăваш Республикинчи Аслă экономика канашĕнче ял территорийĕсене аталантарма ятарлă программа тата çул-йĕр картти хатĕрлессине, çавна май фермерсенчен çĕнĕ проектсем кĕтнине пĕлтерчĕ.
Мероприятин малалли пайне район администрацийĕн Пысăк залĕнче йĕркелерĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе кунта "Ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли тĕллевсем тата вĕсене пурнăçламалли çул-йĕр" темăпа канашлу иртрĕ. Тĕп доклада ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов турĕ. Вăл ялсене аталанма май паракан патшалăх пулăшăвĕсем курăмли, анчах вĕсене пур муниципалитетра та туллин усă курманни пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ку енĕпе мĕнлерех ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Çамрăксене вырăнта хăварас тесен ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, пурнăç условийĕсене хăтлăлатасси çинчен те сăмах пуçарчĕç. Регион ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев республикăри муниципалитет ертỹçисене Шăнкăртамсенчен тĕслĕх илмеллине, çамрăк специалистсем çуралнă тăрăха таврăнччăр тесен хальхи комплекслă аталану программине хатĕрлемеллине каларĕ.
Олег Николаев районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Шăнкăртамри Камалетдиновсене "Ял ипотеки" программăпа тивĕçекен сертификата пачĕ. Асăннă ялтан иккĕмĕш çемье çак çăмăллăха илчĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |