Çуралса ỹснĕ тăван ял, унăн урамĕсем, çырми-çатрипе уй-хирĕ, ытарайми тавралăх мĕн тери хаклă та çывăх пулнине унтан аякра пурăнакан çын çеç туйма, хаклама пултарать-тăр. Кулленхи пурнăçа ĕмĕр тăршшĕпех ялпа çыхăнтараканшăн вара юратнă кĕтес чылай чухне хăнăхăва куçать темелле. Çапах та паян ялта тĕпленнисем те кашниех вырăнти власть, район администрацийĕ, республика ертỹлĕхĕ ял пурнăçне ырă енне улăштарас, халăха пурăнма, канма, ĕçлеме кирлĕ услови туса парас тĕллевпе тăрăшнине курмасăр тăмаççĕ тесе шутлатăп.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах çулсерен мĕн те пулин ырă улшăну пур: урамсене тикĕслеççĕ, çул сараççĕ, капăрлатаççĕ, тавралăха хăтлăлатаççĕ, çурт хыççăн çурт хăпартаççĕ, кану паркĕсем, ача-пăча лапамĕсем уçаççĕ тата ытти те. Ку тĕлĕшпе Пикшик ял тăрăхĕнче те тĕрлĕрен программăпа, наци проекчĕпе, халăх пуçарăвĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул та поселенинчи кашни ялтах халăха кăсăклантаракан ыйтусене татса пама тăрăшнă. Акă мĕн пĕлтерчĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эмир Алимов:
- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ халăхăн пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен структура шутланса тăрать. Ялта пурăнаканăн вара кашни çулах кулленхи пурнăçра татса памалли ыйтусем пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăраççĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çынни пурăнать: чăваш, тутар, вырăс. Çавăнпа та халăхăн культурипе йăла-йĕркине тытса пынипе пĕрлех вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене, наци хăй евĕрлĕхĕсене те шута илме, вĕсене пурнăçа кĕртме тивет. Чи кирли тата пĕлтерĕшли вара пуринпе те пĕр чĕлхе тупса, пĕрлехи вăйпа ыйтусене татса парасси. Пĕтĕмĕшле илсен, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕнче начар мар ĕçлесе пыратпăр. 2019 çулта пĕрлехи вăйпа сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Чăн малтанах Хирти Пикшикре "Хальхи хула хăтлăхне йĕркелесси" программăпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче сквер уçрăмăр. Çакна та палăртса хăвармалла. Ку таранччен çак лаптăкра кĕркунне-çуркунне пылчăк çăрăлатчĕ, кунтах ăпăр-тапăр та пăрахса хăваратчĕç тата ытти те. Паян вара çак лапам ял илемĕ, мăнаçлăхĕ тесе калас килет. Линар Шакиров предпринимателĕн строительство бригади кунти ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçласа пĕтерчĕ. Палăк çывăхне илсе пыракан аллейăпа паян утса çỹреме те кăмăллă. Строительсем проектпа килĕшỹллĕн йĕри-тавра эрешленĕ лутра тимĕр карта тытса çаврăнчĕç, утма çулсене брусчатка сарчĕç, ларса канмалли саксем те пур, ачасене вылямалли пĕчĕк лапам та илĕртỹллĕ, çутăпа та тивĕçтернĕ, кĕркунне тĕрлĕрен йывăç та лартса хăвартăмăр... Урăхла каласан, çак программăпа иртнĕ çул Хирти Пикшикре усăллă та курăмлă ĕç пурнăçларăмăр.
Кирек мĕнле пулăм та тухăçлă, кăмăллă пулса пырасси чăн малтан пĕрлехи вăйран, халăхпа вырăнти власть пĕр тĕллевпе ĕçленинчен килет. Ун пек чухне ĕçĕ те курăмлă пулать. Хальхи вăхăтра вырăнсенче наци проекчĕсене, пуçару мелĕпе пурнăçлакан программăсене çак меслетпе кар тăрса пурнăçлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вырăнти бюджет укçи-тенкипе тĕлевлĕ усă курни те пысăк вырăн йышăнать. Шел пулин те паян ял тăрăхĕсен хыснисем пуян теме çук. Çапах та май пур таран патшалăхпа вырăнти администраци халăхпа пая кĕрсе пурнăçлакан ĕçсем çулсеренех ỹссе пыни кăмăллă. Акă, Пикшик ял тăрăхĕнче те иртнĕ çул пуçару меслечĕпе (900 пин тенкĕне яхăн) ялсенче контейнерсем лартмалли площадкăсем хатĕрленĕ. Хытă каяш реформине пурнăçа кĕртесси, çĕнĕлĕхе пурте пĕр çын пек йышăнса пурнăçласси паян кашни ялăн тĕп тĕллевĕ пулмалла. Ялта пурăнакансене хулари условие ăс-тăнпа йышăнма çăмăл мар пулин те, паян ял тăрăхĕсенче пур çĕрте те пĕр пек контейнерсем вырнаçтарни ял тирпей-илемĕпе, малашлăхĕпе, унăн аталанăвĕпе, культурипе çыхăннă.
Ял малашлăхĕ, унăн аталанăвĕ пирки сăмах хускатнă май, Эмир Алимов ытти ĕçсемпе те кĕскен паллаштарчĕ. Çулталăк тăршшĕпе ял тăрăхĕ кашни ялшăнах хăйĕн тỹпине хывма тăрăшнă. Хирти Пикшикрех халăх пуçарăвĕн мелĕпе масар çинчи йывăçсене каснă, картисене тирпейленĕ. Ял тăрăхĕн вăйĕпех Именкассинче, Кĕçĕн Арапуçĕнче, Еншикре уйрăм урамсене тикĕслесе хытă чул сарнă. Депутатсен фончĕн укçи-тенкипе Еншикри Восточная тата Школьная урамсене çутăпа тивĕçтернĕ. Сăмах май каласан, кăçал çак ĕçе Тикешре тата Именкассинче малалла тăсасшăн. Каçхине ялсенче çутă пулни пуриншĕн те кăмăллă.
Юлашки виçĕ çулта районта виçĕ çĕнĕ культура çурчĕ çĕкленчĕ, 12 клуба юсаса çĕнетрĕç. Çакă та ял малашлăхĕпех, патшалăх тĕрлĕрен программăпа ялсене аталантарнипех çыхăннă. Иртнĕ çул ял тăрăхĕнчи Тикешри клуба юсаса çĕнетрĕç. Çывăх вăхăтрах культурăна аталантармалли программăпа Кĕçĕн Арапуçĕнче юсав ĕçĕсем тытăнмалла. Урăхла каласан, тăван ял çĕнелни, вăл паян ĕнерхинчен капăртарах, илĕртỹллĕрех пулни пуриншĕн те лайăх. Çакă патшалăхăн тĕллевĕ те. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев нумай пулмасть (мартăн 13-мĕшĕнче) ĕçлĕ çул çỹревпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă вăхăтра республикăри район администрацийĕсен пуçлăхĕсен умне муниципаллă пĕрлĕхсене комплекслă аталантармалли, ял халăхĕн пурнăçне тĕпрен улăштармалли программа хатĕрлемелли пирки тĕллев лартрĕ, çак кунхине Шăнкăртамра хута кайнă çĕнĕ производство цехĕсене уçнă çĕре хутшăннă май, вĕсене пысăк хак пачĕ, çак ялсен хастарлăхĕнчен ырă тĕслĕх илмеллине каларĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |