Хĕн-хур витĕр тухнă çамрăклăх

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2020, 11:24 Просмотров: 355

"Паян ырлăхра пурăнатпăр. Хăй вăхăтĕнче эпир тăраниччен çăкăр та çисе курман вĕт. Вăрçă çеç урăх ан пултăр, татах нуша çитет", - тесе Вăтаелĕнче пурăнакан Александра Печникова калаçу вăхăтĕнче темиçе хутчен та каларĕ. 90 çулти Александра Ивановна хăйĕн ĕмĕрĕнче терт-нушине çителĕклех курнă. Шăлтăр-шăлтăр пурнăç урапи тикĕс те яка çулпа çеç пыман çав...

А. Печникова Çĕнĕ Ахпỹртри Горбунов Ванюкăн аслă хĕрĕ пулнă. Ун хыççăн тата виçĕ шăллĕ çитĕннĕ. Вĕсен çемйи çĕн çĕре куçса кайма шут тытнă вăхăтра фашистсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕ.

- Вăрçă пуçланнине лайăхах ас тумастăп. Радио калани, хĕрарăмсем кăшкăрса йĕрсе яни çеç кăштах куç умĕнче тăрать. Çĕнĕ çĕре пурăнма куçса каяс тенипе атте пỹрте те сутнăччĕ. Усал хыпара илтсенех вăл ялта пĕр пĕчĕк çеç çурт илсе çĕннине турĕ, хăйех кăмакине çавăрчĕ. Çакăн хыççăнах ăна салтака кайма ят тухрĕ. Икĕ çыру çеç ярса ĕлкĕрчĕ, виççĕмĕшĕ вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут пулчĕ, - тесе аса илет Саня аппа.

16 çула та çитмен хĕр çурма тутă, тăхăнмалли нимех те çуккине пăхмасăрах тантăшĕсемпе пĕрле вăрмана йывăç касма, турат иртме кайнă. Вутă çук вăхăтра çулла турттарса хатĕрленĕ хăмăла кăмакара çунтарнă. Пурăнас, чăтас тенĕ. Вăрçă пĕтсессĕн пурнăç лайăхланасса шаннă, анчах çĕнтерỹ хыççăн та çăмăлах пулман.

Пĕве кĕнĕ хĕрĕн хитререх тумланас та, мăшăрланма вăхăт çитсе пынă май арчана тупра та пухас килнĕ. Ялта вара хăть ăçта ĕçлесен те укçа паман. Торф кăларма каякансем пушă алăпа килменнине шута хурса Саня аппа та юлташĕсемпе пĕрле вербовкăпа кайма çырăнать. Телейне пăхса Мускава кай теççĕ те вĕт ваттисем...

- Фермăра ĕçлеттĕм. Ураран çăпата хывса курман. Çумăр çусан йĕп-йĕпе пулатчĕ. Кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тесе 17 те тултарманскер çула тухма шут тытрăм. Ялтан виççĕн - эпĕ, Антонина Гнедина тата Зоя Юзорова - кайрăмăр. Çул çитменнипе ман паспорт та çукчĕ, Алексеев текенни туса пачĕ. Ăна та пулин анне пĕçернĕ вĕри пашалăва юнашар чиксе юрăхсăра кăлартăм. Мускава çитсен документа уçас теççĕ, уçаймаççĕ - çилĕм çыпăçса ларнă. Каялла ярасшăнччĕ мана, Ленинград хĕрĕ: "Ан ярăр", - терĕ. Эпĕ ăна кайран сăмса тутрисем, кĕпесем çĕлесе параттăмччĕ. Мана вара паспорт çĕнĕрен туса пачĕç, - тесе пуçларĕ аса илỹ çăмхине сỹтме А. Печникова.

Чăваш Енрен килнĕ хĕрсен Мускавра 24 хутлă çуртăн никĕсне янă çĕрте ĕçлеме тивнĕ. Çулталăк ытларах унта вăй хунă хыççăн шăпа Александра Ивановнăна Молотова (халĕ Пермь хули) илсе çитернĕ. Хĕрсен арçынсем вырăнне Камăран пĕренесене пакурпа туртса илсе ещчĕксем тăвакан цеха ямалла пулнă.

Малтанах çамрăксене шыв çывăхĕнчи барака пурăнма вырнаçтарнă. Виçĕ эрне çакăнта нушаланса кунпа çĕре улăштарнă. Ĕçлеме килнĕ каччăсем пикесен çунă япалисене çакнă каштана татса е шывпа юхтарса янă тĕслĕхсем темиçе хутчен те пулнă. Ирхине тăнă çĕре урай тулли шыв тăни те сахал мар шар кăтартнă. Пĕрле пурăнакан 2-3 маттур хĕр кантура кайса калаçнă хыççăн тин урăх вырăна куçарнă.

Паян пур килте те, тĕрĕссипе кашнин аллинче тесен те йăнăш мар, сехет пур. Вăл вăхăтра ун пирки ĕмĕтленмен те. Баракра пурăнакан хĕрсене ĕçе е киле каймаллине систерсе витрене патакпа шаккаса пĕлтернĕ. Ирпе-ирех пакур аллине тытнă хĕрсем сĕм çĕрлечченех вăй хунă. Йывăр ĕçре тăрăшнăшăн кашнине кăштах пỹс панă. Çакă та çамрăксене хавхалантарнă.

- Çăмăл марччĕ пĕрре те. Тĕрĕссипе, чĕрĕ те сывă таврăнасса та шутламан. Пĕрле ĕçлекен пĕр хĕр, Етĕрне районĕнченччĕ-ши, Камăна ỹкрĕ. Те çăлчĕç çавна, те çук - ас тумастăп. Çанталăк сивĕтсен атта хывса шаккаттăмăрччĕ те пăр шăпăр-шăпăр туса ỹкетчĕ. Кунĕпе ура йĕп-йĕпе пулнăран сурма пуçларĕ. Мĕнле тỹснĕ-ши?

 Ирех тăрса каланкка хутмаллаччĕ, апат пĕçермеллеччĕ. Шыв хĕрринче пурăнсан та ĕçме шыв çукккипе флягăпа инçетрен илсе килеттĕмĕр. Çур буханка çăкăра ĕç хыççăн кайса тем вăрăмăш черет тăрса туянаттăмăр.

Пирĕнпе пĕрле нимĕçсем пурăнатчĕç, вĕсен ниçта та тухса çỹреме юрамастчĕ. "Эсир мĕнле наци халăхĕ? Хăвăра хăвăр хĕрхенмесĕр вăйлă ĕçлетĕр", - тесе тĕлĕнетчĕç, пире пиллетчĕç. Хăйсем вăрçăччен пуян пурăннине, путвал тулли çимелли пулнине каласа паратчĕç, - тет иртнĕ кунĕсене куçĕ умне кăларса Саня аппа.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăрă-хурах шучĕ те нумайланнă, çамрăк хĕрсене вĕсем те хăратнă. Саня аппа хăйсем патне пĕринче çапла картла выляса янă арçын каçпа алăка çĕмĕрсе кĕрсе укçа ыйтнине каласа парсанах чунра сỹ-ỹ! туса кайрĕ. Нушаланса ĕçлесе илнĕ пĕр пуса та çухатас килмен çав ĕнтĕ. Хĕрсем чăматанĕсене пуçĕ айне никам курмалла мар туса выртнă. Ĕçе кайнă чухне комочĕсене çăрапа питĕрнĕ.

Каярах чăваш хĕрĕсене, вĕсемпе пĕрлех А. Печниковăна та, ещчĕксем тăвакан завода ĕçлеме куçарнă. Кунта вăй хума чылай çăмăлтарах пулнă. Станокпа кăларакан хăмасене тирпейлĕн çеç пĕр çĕре купаласа хунă. Тăван кил хăй патне яланах туртать. Виçĕ çул çуралнă тăрăхран инçетре пурăннă хыççăн Саня аппа Çĕнĕ Ахпỹрте таврăнать. Вăл килнĕ çĕре шăллĕсем те аванах пысăкланнă. Элекçей ятли лашасем пăхнă çĕрте тăрăшнă. Ăна салтака кайма ят тухсан Саня аппа ун вырăнне тăрса юлать. 26 çулта чухне ăна Вăтаел каччи - Илья Печников - вăрласа каять.

- Юлташ хĕрĕн ултавне пула Вăтаел кинĕ пултăм. Хам лашапа хама вăрласа килчĕç. Мăшăрпа 64 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. 6 ача çуратса ỹстертĕмĕр. Пĕри вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен чĕреме нихăçан пирчеми суран тăратса хăварчĕ, - тет А. Печникова.

Алексанра Ивановнăна паян Валерий ывăлĕпе Светлана кинĕ тата вĕсен ачисем пăхаççĕ. Хăйне шăпа телейлĕ ватлăх парнеленĕшĕн вăл чунтанах савăнать.

О. ПАВЛОВА. А. ПАВЛОВ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика