Кĕркуннепе çуркунне кашни пиллĕкмĕш çын сунаслать. Анчах коронавирус вăл шайри инфекци мар. Грипп та вăхăтра сипленмесен хăйĕн йĕрне хăварма пултарать. Коронавирус вара пушшех те.
Кирек хăш чир те йĕрсĕр иртмест. Сывă пурнăçа таврăнма вĕсене организм амака парăнтарма пултарни, иммунитет çирĕп-лĕхĕ пулăшать. Кайран та вĕсен врач канашĕсене пурнăçлама тивет. Инфекцине сисмесĕрех ирттерсе яракансем те пур. Вĕсен сывлăхĕ малтан мĕнле пулнă çавăн пекех тăрать.
Йывăр чирлисене ỹпкисене искусствăлла майпа сывлаттаракан аппаратпа çыхăнтараççĕ. Анчах çакăнпа çеç сывалма çук. Вăл сывлама пулăшакан техника çеç. Организм çирĕпреххисене ИВЛ кирлех те мар. Ỹпкесемсĕр пуçне çыннăн инфекци сиенлеме пултаракан ытти органсем те пур-çке-ха.
Инфекци аслă çулхисене хавшатма пултарать. Çакăнпа килĕшмеллех. Çулĕ хушăннăçемĕн вĕсен организмĕнче цинк, Дз витамин тата ытти те çитмест. Анчах çакă чир парăнтарнине пĕлтермест. Вĕсен асăрханулăх кирлех. Тепри сунаспа та нихăçан та чирлесе курмасть-çке.
Хăраса ỹкме кирлĕ мар. Сехĕрленни кĕтмен пулăмран, инфекцинчен те япăхрах. Лавккана, автотранспорта кĕнĕ чухне маска тăхăнмаллах.
Эпидеми вăхăтĕнче çителĕклĕ çывăрмалла. Ытларах канни те вырăнлă. Çавăн чухне организм вируспа кĕрешме пултарать. Çăмарта, пулă, тăпăрчă, белок, аш-какай çиме тăрăшмалла. Çу çинчен те манса ан кайăр. Аллерги памасан витаминсем ĕçмелле.
Температура пысăк, сывлама кансĕр пулмасан больницăна каяссишĕнех тăрăшмалла мар. Чире çăмăллăн ирттерсе яракансем сахалăн мар-çке. Врача киле чĕнме пулать. Вăл хушнине пурнăçламалла. Хăвăр тĕллĕн сипленни сиенлĕ.
А. КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ
Ноябрь 2024 |