Пирĕн, вăрçă ачисен, вăй çитет е çитмест - ĕçлемеллех пулнă.
Хамран аслăрах тетепе, 13-14 çултискерпе, эпĕ яланах çурхи-кĕрхи акара уй-хире сỹрелеме хутшăннă.
Эпĕ унран виçĕ çул кĕçĕнрех пулнă. Пĕррехинче кăнтăрлахи апата таврăнатпăр. Тете ватă лаша çинче, эпĕ юпах тиха çине утланнă. Виталий Степанов икĕ вăкăрпа сỹрелетчĕ. Вăл вара пĕрин çинче ларса пыратчĕ. Тепри айккинелле пăрăнчĕ. "Ме-ха сана пушă, - терĕ вăл мана ăна тăсса.-Эсĕ лаша çинче, хăваласа кил". Эпĕ вăкăра çапас тесе пушăпа сулса ятăм, анчах вăл ăна лекмерĕ. Ласточкăна вара хытах çакланчĕ. Юпах тиха ĕрĕхсех кайрĕ. Эпĕ ăна чарас тесе чĕлпĕре хытă туртрăм. Çавна май лаша мăйĕ çинех шуса кайрăм, пуç хĕрлĕ çĕре ỹкрĕм. Лашан тăватă ури мана сĕртĕнсе иртсе кайрĕ.
Ура çине тăтăм. Ласточка манран 15-20 метрта. Ман çине çаврăнса пăхса тăрать. "Мĕн пулчĕ-ши?" - тенĕн тинкерет. Эпĕ ун патне çывхартăм, пĕр меллĕ вырăнта утланса лартăм та апата васкарăм.
Мĕн каласшăн-ха эпĕ? Тихана никам та вĕрентмен, ытти выльăх пек çынна пăрахса каймарĕ. Çĕр çинчен тăричченех мана кĕтрĕ.
Тепрехинче эпĕ лашапа сỹрелетĕп - тете канать. Паравоз ятлă хура ăйăр тăпах чарăнчĕ, мăйне шăнăр туртрĕ. Вăл куçне чарса пăрахрĕ, хăранă пек хартлатрĕ, çĕре ỹкрĕ. Хайхискер ахлатать, тапаланать. Пăвăнасран эпĕ хăмăт пăявне салтса ятăм.
Эпир нимĕнле ĕçрен те хăраман. Хăть мĕнле лару-тăруран та тухма пĕлнĕ. Выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Шартлама сивĕре те, çил-тăманлă кунсенче те вăрçа пула юхăннă хуласене çĕкленĕ. Анчах вĕсене никам та шута илмен. Эпир вутра çунман, шывра путман.
Лаша çинчен сăмах хускатнă май манăн тепĕр тĕслĕхпе паллаштарас килет вулакансене. Ялта, Упамсара, 14-15 çулти хĕрача, Елькка Урусова чирленĕ. Ăна Улатăра илсе каймалла тенĕ. Çак ĕçе Евгений Моисеев аслă конюх хăй çине илчĕ. Тем сăлтава пула мана та вĕсемпе лартса ячĕç.
Самолет ятлă ăйăрпа çула тухрăмăр. Улатăр районне кĕрекен Кивĕ Эйпеç ялне çитсен Евгений Петрович пĕлĕшĕ патне кĕрсе хăналанчĕ. Малалла каймашкăн тилхепене мана пачĕ. "Ниçта та пăрăнмалла мар, çак çулпа тỹрех каймалла",- тесе тĕлĕрме пикенчĕ.
Акă пĕр вырăна çитрĕмĕр. Ăçталла каймалла? Женя тетене вăратма хăтлантăмăр - тăмасть. Пĕр 30-40 метрта каштасем хурса сарнă çул пур. Шăпах лашана çавăнта кĕртсе ятăм. Пĕр 3 метр кайсанах малти урапасем ланк! анса ларчĕç те тĕнĕлĕ хуçăлса тапса тухрĕ. Ăйăр шурлăха сикрĕ. Женя тете вăранчĕ. Хăрамасăрах лаша патне сикрĕ. Ăна аллинчен тытса туртса кăлартăмăр. Ун хыççăн лашана малти урапаран вĕçертрĕмĕр. Самолет пĕр хускалми выртать, ялан аялалла анать. Çурăмĕ çине те шыв тухма пуçларĕ. Женя тете тилхепине, урхалăхсене салтса чĕлпĕртен çыхса шурлăхăн тепĕр енне çитмелле турĕ.
"Самолет, атя, тăратпăр!" - терĕ Женя тете ăйăра хавхалантарса. Лаша тапса сикрĕ, вĕçнĕ пек çыран тепĕр енне тухса тăчĕ. Шурлăх çине каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕ. Хăйĕнчен тĕтĕм евĕр пăс тапса тăрать, çулăм тухманни çеç. Урапа тепĕр майлă çаврăнса ỹкнĕ пулсан эпир пурте шурлăха путаттăмăр. Турă çăлчĕ пире ун чухне.
Пурнăçри самантсене халĕ куç умне кăларатăп та шалт тĕлĕнетĕп. Пире, вăрçă ачисене, Турă шелленĕ, сыхласа пурăннă пулĕ тесе шухăшлатăп.
Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ
Ноябрь 2024 |