Спортсменкăн пурнăçа кĕреймен ĕмĕчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.06.2020, 09:55 Просмотров: 446

Патăрьелĕнче пурăнма пикенни вăтăр çул ытла пулин те çак сăпайлă та лăпкă хĕрарăм пирки эпĕ сахал пĕлнĕ. Унăн ячĕ - Анюк аппа. Ытларах обществăлла апатлану кантурĕн буфетĕнче ĕçленĕ. Кăмпаçă пулнине илтнĕ. Çакă çеç темелле. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан хĕрарăм çамрăк чухне велосипеда парăнтарса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнине илтни Анна Петровнăпа тĕл пулса калаçма хистерĕ.

- Нумай ачаллă пысăк çемьере çитĕннĕрен пурнăçри йывăрлăхсене чылай чăтса ирттерме тиврĕ. Çак сăлтавпах ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн малалла вĕренме каяймарăм. Пирĕн вăхăтра шăпах вĕреннĕшĕн тỹлемелли йĕрке çирĕпленнĕччĕ. Каярахпа спортри пултарулăхпа ỹсмелли май та пулчĕ, каллех шăпа пỹлчĕ, çемье çавăрнă хыççăн хăвăрт чупма та, йĕлтĕрпе, велосипедпа ăмăртусене хутшăнма та пăрахма тиврĕ, - аса илет паян А. Раськина ĕç ветеранĕ пурнăçа кĕреймен ĕмĕчĕсене уçса.

Аслă ăру çыннисене сакăлталлă самана тапхăрĕ нуша-терте парăнтарса пурăнма вĕрентнĕ. Ун пирки эпир нумай илтнĕ. Анюк аппа та çаплах пулнă. Ашшĕ фронта кайнине вăл лайăх ас тумасть. Ăна кантăкран пăхса ăсатса яни çеç асра. Ветеран вăрçă синкерлĕхĕ пирки каласа панисем вара манăçман. Петĕр тете вăрçă чарăнсан самай кайран çеç киле таврăнайнă иккен, чылай çул тыткăнра та нушаланнă... Пĕрин хыççăн тепри пĕчĕк ачасене ỹстерме амăшне çăмăл пулман. Çакна ăнлансах Анна мĕнле те пулин профессие алла илес тĕллевпе Патăрьелĕнчи училищĕне техник-птицевода вĕренме кĕнĕ. Çавăн чухнех вăл чупассипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе палăрнă. Ытларах арçын ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă хĕрача велосипедпа та вĕсенчен юлмасăр чупнă. Çакна специалистсем - физкультура учителĕсем, спорт комитетĕнче ĕçлекенсем- тỹрех асăрханă. Хĕрачана малтанласа Бикчурин ячĕллĕ командăна, унтан спортсменсен Шупашкарти пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Çапла майпа А. Раськина ытларах республика, каярахпа СССР шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Вĕсем пурте спортсменкăн пурнăçĕнче хăйне евĕр йĕр хăварнă.

-1954 çулта Шупашкарта çамрăксен фестивалĕ пулчĕ. Ун чухне эпĕ велосипедпа 50 çухрăма чупса чемпион пултăм. Малтан çак пысăк ăмăртăва хатĕрленсе пĕр уйăх тренерсемпе тренировка турăмăр. 43 килограмччĕ эпĕ ун чухне. Черченкĕ çăмăл хĕрача! Велосипедпа вĕçсе пыраттăмччĕ. Ывăннине те туйман. Вăй тапса тăратчĕ! Кабардин-Балкарти чемпионатра 70 çухрăма хыçа хăварма тиврĕ. Ун чухне старта питĕ йышлă спортсмен тăчĕ. Эпĕ финиша 17-мĕш кĕтĕм. Хамăн çулпа начар мар кăтарту пулнине палăртрĕç. Вăрнарта, Ростовра йĕркеленĕ велосипедистсен ăмăртăвĕ те асрах. Вĕсенче те çĕнтерỹçĕ пултăм. Çаксем хыççăн вара спорт мастерĕн кандидачĕн I разрядне хỹтĕлерĕм...- кашни тапхăра лайăх ас туса каласа пачĕ Анюк аппа хăйĕн пурнăçĕ çинчен. Çамрăк хĕр спортри çитĕнĕвĕсемшĕн Мускаври ВДНХна та çитнĕ. Республикăран ăна хастарлăхшăн тав туса çул çỹрев путевки парнеленĕ.

Пурнăçра аслă çул çине тухма никама та ансат мар, паллах. Çемье çавăрнă хыççăн спорт каçалăкĕнчен айккине пăрăнма хистекен лару-тăру сиксе тухман пулсан Анна Петровна та хăйĕн çитĕнĕвĕпе сахал мар савăнтарнă пулĕччĕ... Спортран уйрăлнă хыççăн ăна 50 çул ытла суту-илỹре ĕçлеме пỹрнĕ. Паян хисеплĕ ватă хăйĕн шăпине ỹпкелешмесĕр пуриншĕн те Турра çеç тав тăвать.

А. ЕГОРОВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика