Иван Медведев Редакцирен: Аслă Чементе çуралса ỹссе мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Шăмăршă район хаçатĕнче журналист пулса ĕçленĕ Иван Медведева "Авангард" хаçата вулакансем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хальхинче Иван Ананьевич тăван район çыннисене тепĕр хайлав сĕнет
САРАТОВРИ çар госпиталĕн хирурги уйрăмĕн начальникĕ Алексей Гордеев капитан, черетлĕ отпуска яланах Чăваш Енре ирттерекенскер, тăван района кăнтăрла тĕлнелле çитрĕ. Ульяновск-Шупашкар маршрутпа çỹрекен автобусран ансанах йăрăс пỹ-силлĕ, тĕксĕм çỹçлĕ чăваш каччи хăйĕн ашшĕ вăй хуракан район больници еннелле васкамасăр, тăван тавралăхăн июль уйăхĕн пуçламăшĕнчи илемĕпе туллин киленсе утрĕ. Урамăн икĕ енĕпе ỹсекен çамрăк çăкасем, лăпкă çил вĕрнĕ май, кăтра тураттисене хуллен хуската-хуската илни хăйне ачалăхри ытарайми кĕтесе килсе çитнĕ ятпа саламланă пекех туйăнчĕ. Хирург скальпельне алран ямасăр больницăра чĕрĕк ĕмĕр тăрăшакан ашшĕн кăмăлне хирĕçлемесĕр, Алеша хальхинче те тăван яла çар тумĕпех килчĕ. Паллах, отпуска килес умĕн пакун çине тăваттăмĕш çăлтăр хутшăнни юратнă ашшĕне чунтанах савăнтарĕ, тен, ытлашши хумханнипе, куççульне те кăларĕ. Ара, ашшĕ хăй те, Самарти медицина институтне пĕтерсен офицер званийĕ илнĕскер, халĕ запасри капитан-çке.
Хăйне пурнăç парнеленĕ тăван амăшĕ вара ... Тĕрĕссипе, вăл хăйĕн ывăлĕ Ульяновскри суворовецсен çар училищине "пиллĕк" паллăсемпе пĕтерсе Санкт-Петербургри медицина çар академине вĕренме кĕнине те, унта хирург дипломĕ тата лейтенант званийĕ илнине те пĕлеймĕ. Ăста хирург пулса тăнă май, Алексей Саратоври тата "вĕри точкăри" госпитальсенче вун-вун салтак-офицера вилĕмрен çăлса хăварни, çĕр-çĕр çынна çĕнĕрен ура çине тăма пулăшни пирки те ăнкараймĕ. Ывăл тĕпренчĕкĕ сакăр çулта чухнех амăшĕ, Атăл çи тăрăхĕнчи нимĕç хĕрарăмĕ, райцентрти шкулта ачасене акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентнĕскер, Германие экскурсие кайсан, Гамбург хулинче пуян арçынпа паллашнă, упăшки пур çинчех ăна - медицина препарачĕсем туса кăларакан предприяти хуçине- качча тухнă. Эльза Николаевна Чăваш Республикине текех таврăнмасси, ывăлне ашшĕпе хăварасси, Германире нимĕç арçыннипе хăйĕн телейне тупса, унта яланлăхах пурăнма юласси пирки васкавлăн телеграмма çаптарнă...
Çапла вара Алексей, шкулта пурĕ те икĕ класс çеç пĕтерме ĕлкĕрнĕскер, амăшĕн юратăвĕсĕр, хĕрарăм тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ, çамрăк хирург, кунĕ-кунĕпе е тепĕр чух талăкĕпех больницăра çынсен пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ тапхăрта (нумай чухне Алешăна пăхма райцентртах пурăнакан асламăшĕ килнĕ-ха) вăл çемье альбомĕнчи амăшĕн сăн ỹкерчĕкĕсем çине мĕн вăхăт ăшă куçпа пăхса ларнине е, пĕчĕк чун кỹтсе килнĕ чухне, вĕсем çине мĕн чухлĕ куççуль тăкнине Алексей хăй тата çỹлти Турă кăна пĕлет пулĕ. Пĕррехинче ашшĕ, ĕç хыççăн каçхине киле таврăннăскер, залра хăйĕн ывăл тĕпренчĕкĕ шăппăн, илтĕни-илтĕнми ĕсĕкленине тата хăйпе хăй тем калаçнине илтсе хуллен алăка уçса пăхрĕ. "Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм, мĕншĕн пăрахса кайрăн пире? _ альбомри пысăк сăн ỹкерчĕк çине пăхса пăшăлтатрĕ Алеша. - Пире сансăрăн питĕ йывăр. Киле таврăнсамччĕ, анне. Эпир сана питĕ-питĕ кĕтетпĕр..." Геннадий Витальевич, çакна илтсе хăй те куççулленнĕскер, йĕре-йĕре ывăннă ывăлне ерипен çĕклесе илчĕ те çывăрмалли пỹлĕме йăтса кĕчĕ. "Лăплан, Леша, аннỹ текех пирĕн пата таврăнас çук ĕнтĕ", - кравать çине вырттарса, ăна утиялпа витрĕ ашшĕ. "Ача куççулĕ çинче Эльза хăйĕн телейне тăваймĕ-ха,- пырса тăчĕ мăнук умне кухньăран тухнă асламăшĕ. - Пĕчĕк ачана пăрахса кайнăскер, хăйне тивĕçлине илетех вăл Германире". "Апат çирĕ-и хуть?"- куççульне пытарма тăрăшса хăйĕн амăшĕ çине пăхса илчĕ Геннадий Витальевич. "Паçăрах çирĕмĕр-ха эпир", - лăплантарчĕ ывăлне Екатерина Ивановна, пенсие тухичченех район больницинче медсестра пулса ĕçленĕскер.
Юратнă мăнукĕн куççульне асламăшĕ алшăллипе енчен-енне шăлса типĕтрĕ те ывăл тĕпренчĕкĕ часах ыйхă ытамне кĕчĕ. Лăпкăн çывăрнă май, Алексей вăхăт-вăхăт ăшă кулăпа çиçрĕ. Тĕлĕкре вăл, ахăртнех, асран тухми амăшĕпе пĕрле малтанхи пекех алран-ал тытса, телейлĕн кулкаласа шкулалла утрĕ пулас...
Пĕчĕк ывăлне те, хăйне те çемье ăшши тата хĕрарăм пулăшăвĕ кирлине туйса икĕ çултан Геннадий Витальевич виçĕ пỹлĕмлĕ хваттере çамрăк та хитре, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ медсестрана илсе килчĕ, унпа саккунлă майпа пĕрлешсе туй кĕрлеттерчĕ. Больницăра та, общежитире те ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăнăскер, Мария Петровна çамрăк хирургшăн чунтан юратнă тата шанчăклă арăм, арçын ачашăн лайăх анне пулса тăчĕ. Çемье урапи тинех ăраскаллă çул-йĕр çине тухнăшăн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ, паллах, питĕ савăнчĕ. Анчах инкек амакĕ пач кĕтмен-туман çĕртех питĕ вирлĕн килсе çапма пултарать çав: шăпах вун пилĕк çултан пултаруллă тата пурте юратса-хисеплесе тăракан медсестра, çемье вучахне яланах илемлĕн тĕлкĕштерсе тăма тăрăшакан чăваш хĕрарăмĕ, чĕре чирне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ... Ун чухне Алексей Санкт-Петербургри медицина çар академине пĕтернĕччĕ ĕнтĕ, офицер званийĕ илсе Саратоври госпитальте хирург биографине пуçланăччĕ...
(Малалли пулать)
Ноябрь 2024 |