Чăваш Енре ял пĕтмест

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2020, 09:50 Просмотров: 152

Республикăн 2021-2025 çулсенчи комплекслă аталăнă- вĕн программине сỹтсе явасси вĕçленсе пырать. Июнĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ канашлура черетлĕ темăна _ Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе малашлăхĕ пирки - сỹтсе яврĕç.

Программăна сỹтсе явнă çĕре ЧР -уçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хутшăнни те регион ертỹлĕхĕ АПК аталанăвне тимлĕх уйăрнине çирĕплетет.

Канашлăва уçнă май Олег Николаев Чăваш Ен экономикин аталанăвĕнче агропромышленность уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлине аса илтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, паянхи рынока ял хуçалăхĕ хальхи технологипе туса илекен экологи енчен таса продукци ытларах та ытларах кирлĕ. Чăваш Енĕн çакна çĕнсе илме пур май та пур.

- Анчах та АПКри тирпейлекен промышленность, çемçетерех каласан, лайăхрах ĕçлеме ыйтать, - тиркерех палăртрĕ вăл. - Чылай продукцие экспорта чĕр тавар шайĕнче ăсатаççĕ.

Олег Николаев шухăшĕпе Анатолий Аксаков та килĕшет. Чăваш Енĕн халăх хапăллакан темиçе тавар (бренд) пулмалла, вĕсенчен пĕри -экологи енчен таса продукци, ун пирки çĕршывĕпех пĕлмелле.

Ун хыççăн сăмах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов илчĕ, вăл тĕп докладпа паллаштарчĕ.

Кăçалхи пилĕк уйăхра ял хуçалăхĕн аталану калапăшĕ 102 процентпа танлашнă. Çав вăхăтрах апат-çимĕç отраслĕ каярах юлса пыни сисĕнет. Çакăн сăлтавĕ - коронавирус эпидемине пула суту-илỹ калăпăшĕ чакни. Анчах начаррипе лайăххи те юнашарах. Интернет суту-илỹ аталанăвĕн хăвăртлăхĕ пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ хăвăртлăхĕнчен чылай пысăкрах.

- Пирĕн те улшăнмалла, суту-илỹ тума вĕренмелле, çав вăхăтрах Перекет банкĕн платформинчи апат-çимĕç продукчĕн онлайн-сутăвĕн "полкипе" те усă курмалла.

Сергей Артамонов калани залра ларакан çĕр ĕçченĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулмарĕ: "Çур акине ир пуçăннă пулсан та (мартăн 14-мĕшĕнче) пĕрчĕллĕ культурăсене никĕсе хывасси ытти чухнехи пек 20 куна мар, 75 куна тăсăлчĕ. Йĕпене пула акма май çукки пурне те нушалантарчĕ, апла пулин те пĕрлехи вăйпа çурхи культурăсен акма палăртнă кăтартăвне пурнăçларăмăр".

Раççей Правительстви, çавăн пекех Чăваш Ен ертỹлĕхĕсем те ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пулăшас тесе нумай тăрăшаççĕ. Министр çак ĕçĕн кăтартăвĕпе те паллаштарма шут тытрĕ. Уйрăмах Чăваш Ен ертỹлĕхне те пĕлтернĕ май: "Производство планĕсене чакарас мар тесе патшалăх пулăшăвне май пур таран хăвăртрах ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне çитерме тăрăшрăмăр. Хăш-пĕр субсидисене уйăх çурă, икĕ уйăх маларах тỹленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа аграрисем патне 600 млн тенкĕ ытла укçа çитернĕ. Олег Алексеевич, эсир март уйăхĕнче хушнă ĕçсене пурнăçласа тивĕçлĕ йышăнусем тунă: туяннă техникăшăн 40 процент таран субсидилеççĕ- 135 техникăшăн панă 70 заявленипе 70 млн тенкĕ куçарнă. Пĕчĕкрех (200 пуç таран выльăх кĕрекен) витесем, комбикорм завочĕсемпе цехсем, тыр-пула управа хуричченхи хатĕрлесе çитермелли хăватсем, эмбрион центрĕсем тăвакансене те субсидилемелли йĕркесене йышăннă".

Çивĕч ыйтусене тĕрĕс татса пани, паллах, отрасль аталанăвне витĕм кỹрет, вăхăтлăх çитĕнỹсемпе тивĕçлĕ проектсемпе программăсем çинче никĕсленекен стратегисем пирки те манмалла мар. Шăпах çакăн пирки Сергей Артамонов тепĕр хут аса илтерчĕ.

Чăваш Ен аграрийĕсен программăсем çуккишĕн ỹпкелешни çылăх. Паян отрасль аталанăвĕн векторĕ республикăра тỹрех икĕ программăра лартнă задачăсемпе тĕллевсене шута илсе йĕркеленет: "Ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварĕн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" тата "Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси". Çавăн пекех наци проекчĕсенче те АПК аталанăвне пысăк вырăн уйăрнă. Халĕ чи кирли - вĕсене синхронизацилесси тата мĕн-мĕн тумаллине координацилесси. "Отраслĕн патшалăх программине пур енлĕн те хутшăнатпăр пулсан "Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси" программăра уйрăм ыйтусем пур, - терĕ Сергей Артамонов. - Тĕслĕхрен, 2020 çулта хатĕр проектсем çуккипе конкурса хутшăнма заявкăсем параймарăмăр. Çак проблемăна татса парас тесе кăçал муниципалитетсем хушшинче ПСД хатĕрлеме конкурс ирттернĕ, паян эпир Раççей Министерствине 2021 çул валли 34 проект валли заявка йĕркелетпĕр".

"Программăсене пурнăçлама мĕнрен пуçăнмалла?" - текен ыйту çуралать.

Республика ертỹлĕхĕн кăна валли хурав пур: "Кашни районăн специализацине палăртма пуçламалла".

"Хăть хăш коллективри пекех, кам мĕн ĕçленине, коллективлă ĕçе мĕн чухлĕ хывма пултарнине палăртмалла, - терĕ министр хăйне евĕр кăтарту парса. - Кунта та çаплах, вăл е ку район мĕнпе вăйлине, вăйсăр енĕсене пĕлмелле, вăйсăр енсене вăйлатассишĕн мĕн тумаллине пăхмалла. Районсен экономикинче ял хуçалăхĕ 80 процент таран йышăннине шута илсе эпир вĕсен специализацине палăртма, вĕсен ỹсĕм вырăнне тупма кашнийĕнне swot-анализ тума пуçларăмăр. Çак утăм пĕр пек продукци туса илекен вырăнсенче тирпейлекен предприятисене тума май парать".

Чăваш Ен халăх йышлă пурăнакан регионсенчен пĕри шутланать. Çакă, ытти республикăрисемпе танлаштарсан, кашни çын пуçне ял хуçалăх çĕрĕ чылай сахалрах тивнине пĕлтерет. Кун пек условисенче ял хуçалăх производствине интенсификацилесси малти вырăна тухать. Апла пулсан кашни гектарăн тухăçлăхне ỹстермелле. Кăна валли, министр каланă тăрăх, комплекслă йышăнусем тумалла: çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле, биологизаци, мелиораци, акшар чулĕ сапасси, цифровизаци... Асăннă мероприятисене пурнăçлани тухăçлăха икĕ хут ытларах та ỹстерме май парать. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни, тĕслĕхрен, çĕнĕрен тупса палăртнă 50 пин гектара шута илсен, продукци туса илессине 10 процент ỹстерме тата 650 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать.

Чăваш Ен шыв ресурсĕсемпе те пуян. Çавна май вĕсемпе те туллин усă курмалла. Ку çул-йĕре маннăран республикăра пулă ĕрчетесси, 30 çул каяллахипе танлаштарсан, 2,5 хут чакнă. Ахальтен мар Сергей Артамонов ресурс вăй-хăвачĕ çине пусарса çапла каларĕ: "Çитес çулсенче нормативпа право базине йĕркелеме тата асăннă çул-йĕре аталантармалли тухăçлă механизмсене туса хума тĕллев лартатпăр. Асăннă отрасльти технологи процесне (пурлăхпа техника базине туса хурасси, пулă çитĕнтересси тата тирпейлесси) патшалăх пулăшăвне парсан, сутма условисем йĕркелесен эпир производствăра ỹсĕмсем тума, ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майсем туса паратпăр".

Тепĕр аталану çулĕ вăл - хăмла туса илесси. Шел пулин те, хăш-пĕр сăлтава пула Чăваш Ен çак отрасльте малти вырăна çухатрĕ. Министр ку ыйтуран та пăрăнса иртмерĕ. "Хăмла туса илесси те питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Раççей унăн 98 процентне ют çĕршывран турттарать, ытти икĕ процентне тĕпрен илсен Чăваш Енре туса илеççĕ. Пасар калăпăшĕ пысăк, хăмла - республикăн визит карточки. Чĕр тавар хаклăхĕсĕр пуçне вăл ĕç вырăнĕсем тума та май парать. Паян хăмла туса илессин пур тапхăрĕпе те патшалăх пулăшăвĕн комплексне йĕркеленĕ, никĕсе хывнинчен пуçласа пуçтарса кĕртесси, реализацилесси таранах. Çак ене те эпир республикăшăн стратеги тĕлĕшĕнчен чи пĕлтерĕшли тесе палăртнăччĕ. Кăçал республикăна пĕрремĕш хут тулашри инвесторсем кĕчĕç".

 Çак сăмахсем Олег Николаев чăваш хăмлин унчченхи мухтавне çĕклесси пирки хускатнă ыйтăва хуравланă пекех пулчĕç. Сăмах май, пысăк хăмла плантацийĕсенчен пĕри шăпах Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăл çуралнă ялпа юнашар пулнă, çавна май хăмла чăваш хресчен пурнăçне еплерех çирĕп кĕнине вăл питĕ лайăх ăнланать.

 Алексей КРЯЖИНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика