"Юрататăп сана, капитан..."

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020, 10:13 Просмотров: 641

- Тавах ырă сăмахăршăн, Алексей Геннадьевич.

- Ăçта ĕçлетĕр эсир?

- Эпĕ Самар хулинчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетĕп.

- Çемье çавăрнă пулĕ?

- Хальлĕхе Турă çырнине тĕл пулаймарăм-ха. Эсир вара çемьеллĕ-и?

- Эпĕ те пĕчченех пурăнатăп... - тĕлĕкри ỹкерчĕке куç умне кăларнă май, хĕр çине ытараймасăр пăхса илчĕ каччă. Çак вăхăтра алăк яриех уçăлса кайрĕ те палатăна Алексейĕн ашшĕ кĕрсе тăчĕ.

- Атте! - хаклă çыннине кăмăллăн ыталаса илчĕ ывăлĕ.

- Шупашкартан килсен тỹрех больницăна кĕрес терĕм...

- Больница саншăн - иккĕмĕш кил.

- Çапла. Дежурнăй врач та, медсестрасем те каласа пачĕç-ха мана санăн ырă ĕçỹ пирки. Маттур! Мухтанатăп санпа, ывăлăм. Вăхăта сая ямасăр тỹрех йывăр операцие пуçăннă, хĕре çăлса хăварнă. Чăн-чăн врачăн хуть ăçта та хăйĕн тивĕçне пурнăçламалла. Эпĕ ăнланнă тăрăх, шăпах çак хĕре...

- Çапла.

- Кăмăл-туйăм еплерех, хитре пике? - хĕр умне пырса ăшшăн сăмахларĕ Геннадий Витальевич.

- Аванах, - терĕ вырăс хĕрĕ.

- Тавах сире çакăн пек лайăх хирург ỹстерсе çитĕнтернĕшĕн.

- Ырă сăмахăршăн тавах. Ытларах хăй тăрăшнипе ĕнтĕ. Сире, пике, хальлĕхе нумай калаçма юрамасть. Ыранччен сывă пулăр. Ирхине тỹрех сирĕн пата кĕрсе тухатăп.

- Ыран сирĕн пата эпĕ те килетĕп, Люба, - хĕр çине хĕм сапса пăхса илчĕ каччă.

- Питĕ кĕтетĕп сире, капитан, - кăмăллăн сăмах хушрĕ Самар хĕрĕ. Палатăран тухсанах Геннадий Витальевич тăп! чарăнса тăчĕ те ывăлĕ çине тĕмсĕлсе пăхрĕ:

- Хĕр сана капитан тесе асăнчĕ те, тĕрĕсех-и вара ку?

- Тĕрĕсех, - шурă халатне хывса хăйĕн пакунĕ çине куç вĕçĕпе пăхса илчĕ Алексей.

- Виçĕ кун каялла госпитале приказ килчĕ.

- Саламлатăп! - ывăлĕн аллине хыттăн чăмăртарĕ ашшĕ.

- Срок çитмесĕрех...

- Хăвах ăнланатăн, атте: службăри хăш-пĕр çитĕнĕве тата ыттине шута илсе... Киле кайма хатĕрленнĕ май, Алексей Геннадьевич реанимаци уйрăмĕнчи дежурнăй медсестра сĕтелĕ çине хăйĕн смартфонĕн номерне çырнă хут татки хурса хăварчĕ.

- Любовь Першинана пулăшу кирлĕ пулсан мана тỹрех шăнкăравлăр, - терĕ хирург.

- Эпир кунтан инçех пурăнмастпăр.

- Ăнлантăм.

- Ыранччен сывă пулăр эппин.

- Йывăр та пархатарлă ĕç хыççăн лайăх канăр, Алексей Геннадьевич.

- Тавтапуç.

3

Тăван киле кĕрсенех, ăшă калаçăва ашшĕ мĕнрен пуçлассине ăнкарса, Алексей хăйĕн сăран портфелĕнчен аслă лейтенантăн ылтăн тĕслĕ вĕр-çĕнĕ пакунĕсемпе икĕ пĕчĕк çăлтăр тата коньякпа тутлă тушенка банкине кăларса сĕтел çине хучĕ. Ашшĕ вара çак хушăра пысăк çатмапа кăлпасси, катлетсемпе çăмартасем ăшаларĕ, Шупашкартан илсе килнĕ ырă шăршăллă батона тирпейлĕн каса-каса турилкке çине хучĕ.

-- Ну, ывăлăм, çак пĕчĕк çăлтăрсене халĕ коньяк черккисене яма пултаратăн, - сĕтел çине пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ май, çĕнĕ пакунсем çине куçне ывăтрĕ ашшĕ. Алексей хăйĕн тата ашшĕ умĕнчи черккесене ылтăн тĕслĕ пĕрер çăлтăр ярсан Гордеевсем вĕсене кăшт çеç илтĕнмелле чанклаттарса илчĕç.

- Ну, Леша, хăвăн ăсупа тата чăтăмлăхупа çĕнсе илнĕ офицер пакунне пĕтĕмпех çăлтăрсемпе илемлетсе пĕтернĕ ятпа чунтанах саламлатăп сана! Малашне, хăв тата Турă пулăшнипе, капитанăн пĕчĕк çăлтăрĕсене пысăкраххи - майор çăлтăрĕ ылмаштартăр.

- Çапла пултăрччĕ, атте! - терĕ те Алексей, вĕсем черккесене пĕр харăс тенĕ пек пушатса, тута вĕçне лекнĕ çăлтăрсене шăлкаласа сĕтел çине хучĕç. Кун хыççăн çамрăк офицер медицина эмблемиллĕ пакунсене тирпейлĕн шăтарчĕ, вĕсем çине пĕрер çăлтăр тире-тире хучĕ. Малалла вара ашшĕпе ывăлĕ калаçма чарăнсах çатма çинчи тутлă апата, пĕрлех офицер паекĕнчи техĕмлĕ какай тушенкине те, васкамасăр çиме пуçларĕç.

- Пĕлетĕн-и, Алеша, пĕрешкел сăнлă çынсем тĕнчере çиччĕ теççĕ те, çакна паян хам куçпа курса ĕнентĕм, - çисе тăраннă май, тутине салфеткăпа шăлса илчĕ ашшĕ.

- Эсĕ кăткăс операци туса вилĕмрен çăлса хăварнă илемлĕ хĕр - манăн вăтăр çул каяллахи пĕрремĕш юрату асамлăхĕнчи пике. Каснă-лартнă Эльвира! Вăл сăнĕпе Элина Быстрицкая актрисăн çамрăк чухнехи сăн-сăпатне çывăххăн аса илтеретчĕ. "Тихий Дон" фильма курнă хыççăн Самарти мединститутра пĕрле вĕренекен студентсем мана шỹтлесе: "Пединститут общежитине Элина патне каятăн-и-ха паян каçхине?" - тетчĕç. - Чăнах та, Любовь Першина "Тихий Донра" Аксинья рольне вылякан Элина Быстрицкая евĕрлех! - ашшĕпе килĕшсе хĕрỹлленсе калаçрĕ Алексей. - Çỹçĕ кăна сарă. Ытти пĕтĕмпех - Быстрицкая! Çакна эпĕ асăрхаман та. - Ну, мĕнле, килĕшет-и сана хăв операци тунă хĕр? - Питĕ килĕшет мана Люба. - Апла пулсан хĕр вунă кун сипленнĕ тапхăрта калаçмалăх вăхăт пур... Анчах унăн хăй юратакан каччă пулма пултарать-çке. - "Хальлĕхе Турă çырнине тĕл пулаймарăм-ха", - терĕ вăл. - Апла пулсан, санăн шанăç пур. Анчах хĕр хăй килĕштерĕ-и сана? Чăн-чăн юрату хĕмĕ ялкăшса кайсан каччăпа хĕр чĕрисем пĕр-пĕрин патне хăйсемех туртăнма пуçлаççĕ...

Малалли пулать

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика