Çăмăл атлетикăпа темиçе хутчен Совет Союзĕн чемпионĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Р. Камалетдинов "Кашни спортсмен çапăçура темиçе боеца тăрать, йывăр çапăçу вăхăтĕнче спортсменсен взвочĕ батальонран та шанчăклăрах", текен каларăша час-часах каланă. Вăл ĕçре те, пурнăçра та чăн-чăн вĕрентекен пулнă, çавăн пекех хисеплĕ мăшăр, юратнă атте, çывăх çын...
Рассых Ямалетдинович Хирти Пикшикре 1926 çулхи майăн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкултан 7 класс вĕренсе тухнă хыççăн малалла пĕлỹ пухас ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Салтака кайиччен тылра вăй хунă. Ачаранах чăтăмлă, вăйлă пулас ĕмĕтпе пурăннă. 4-6 классенче ăс пухнă чухне лаша кỹлсе колхоз хирĕнче ĕçленĕ, тыр-пула пухса кĕртме пулăшнă. Çав вăхăтрах анлă тавракурăмлă пулма тăрăшнă, спортпа çывăхланнă. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра районта çăмăл атлетикăпа йĕркелекен ăмăртусенче 10-мĕшсемпе пĕр тан старта тăнă, кашнинче тенĕ пекех финиша пĕрремĕш çитнĕ.
1943 çулта Хирти Пикшик каччине фронта кайма ят тухать. Çар службине Рассых Камалетдинов Инçет Хĕвел тухăçĕнчи стрелоксен 1407-мĕш ятарлă полкĕнче пуçлать. 1944 çулта ăна снайперсен шкулне пулеметчика вĕренме яраççĕ. Ун хыççăн, 1945 çулхи çулларан, каччă салтак тивĕçне малалла Амур облаçĕнчи Благовещенск хулинче тăсать. Кунта 17-ри Р. Камалетдинова ỹт-пĕвне пиçĕхтерни питĕ пулăшать. Вăл станоклă пулеметра пĕрремĕш пулнă. Унăн 64 килограмм таякан вăрçă хатĕрне йăтса çỹреме тивнĕ.
Рассых Ямалетдинович - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Вăл Яппун империалисчĕсене хирĕç иккĕмĕш Хĕвел тухăç фрончĕн стрелоксен 586-мĕш полкĕнче çапăçнă. Амур юхан шывĕ урлă каçнă тата Сакаля (Маньчжури), каярах Мерген хулисене илнĕ çĕре хутшăннă. Мергентех Яппун çар чаçĕсем парăннă çĕрте пулма тỹр тивет. Тыткăна лекнисене валли тунă лагерьте хуралта 33 кун тăрать.
1945 çулта парăннă Яппун салтакĕсене Приморский края вăрман хатĕрлеме илсе каяççĕ. Р. Ка малетдинов татах лагере лекнĕ салтаксене куçран вĕçертмест.
Вăрçăри паттăрлăхшăн ентеш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ ордена, "Японие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медальсене тивĕçнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен Хĕвел тухăçри полкра икĕ пăтлă кире пуканĕсене йăтассипе ăмăрту ирттернĕ. Патвар те тĕреклĕ Патăрьел район каччи кунта та ытти салтаксене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Çамрăк салтак спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланнă: штанга йăтнă, сăнă ывăтнă, кĕске тата вăрăм дистанцисене чупнă. Çар чаçĕсем хушшинче йĕркелекен ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Пултарулăхне кура Р. Камалетдинова спорт ротине куçараççĕ. Кунта вăл вырăнти "Динамо" пĕрлешĕвĕн спорт секцине çырăнать. Çулталăк тренировкăсем тунă хыççăн Р. Камалетдинов çуран чупассипе тата диск ывăтассипе Магадан хулин чемпионĕ пулса тăрать.
Рассых Ямалетдиновичшăн салтак служби 6 çула тăсăлнă. 1951 çулта тин вăл тăван ялне таврăннă. Медальсемпе тата грамотăсемпе килнĕ яш тỹрех вырăнти администрацине каять, çав кунах ăна Хирти Пикшикри вăтам шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентме яраççĕ. Р. Камалетдинов тỹрех спорт секцийĕ йĕркелет, ачасене çăмăл атлетикăпа туслаштарать. Çулталăк тăршшĕпех вĕсене ăмăртусене хутшăнма хатĕрлет. Çавăнпах пуль унăн вĕренекенĕсем яланах малтисен ретĕнче пулнă. Хăй те килĕнче маçтăрлăхне ỹстерсе пынă.
Хирти Пикшик шкулĕнче Р. Камалетдинов 1951-1952 çулсенче ĕçленĕ, унтан Шăнкăртамри пĕлỹ çуртĕнче тăрăшнă. Вăй хунă вăхăтрах Уфари физкультура техникумĕнче ăс пухнă. 1968-1974 çулсенче "Урожай" спорт пĕрлешĕвĕн председателĕн заместителĕнче, 1982-1985 çулсенче Шупашкарти 40-мĕш шкулта физкультура учителĕнче тимленĕ.
Спортсмен ăмăртусене хастар хутшăннă. Çĕршыври ялти физкультурниксен спартакиадинче хăйĕн вăйне пĕрре мар виçнĕ, Раççей чемпионатĕнче Чăваш Ен чысне 20 çул ытла хỹтĕленĕ, "Урожай" спорт пĕрлешĕвĕнче мала тухассишĕн чупнă тата ытти те.
Ялти учителе тăрăшулăхне кура ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" ятпа чысланă. Вăл Пĕтĕм Раççейри "Урожай" пĕрлешĕвĕн хисеплĕ членĕ шутланать.
Ентеш ялти спортсменсем хушшинче пилĕк хутчен СССР чемпионĕ, тăхăр хутчен "Урожай" спорт пĕрлешĕвĕн чемпионĕ пулнă. Чăваш Енре диск ывăтассипе 21 хут çĕнтернĕ. 72 çулта чухне Мускавра диск ывăтассипе тата йĕтре тĕртессипе ветерансем хушшинче рекорда çĕнетнĕ.
- Мана хамăн ĕç яланах килĕшнĕ. Суйласа илнĕ професси кăмăла кайсан çеç çитĕнỹсем пулаççĕ, - тетчĕ Р. Камалетдинов. Çакна вăл çитĕнтернĕ чемпионсемпе мастерсем çирĕплетеççĕ.
Рассых Ямалетдиновичăн ачисем те ашшĕне хывнă. Фидания хĕрĕпе Альтаф тата Ильдар ывăлĕсем Раççей турнирĕсенче чемпионсем пулнă. Пилĕк мăнукĕ те маттур. Вĕсем çулленех çывăх çыннин портречĕпе "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, паллă спортсмен, хисеплĕ учитель 2018 çулхи май уйăхĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Р. Камалетдиновăн вĕренекенĕ.
Ноябрь 2024 |