Тамăк витĕр тухнă салтак
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тыткăнра пулнисем иртнине аса илме юратмаççĕ. Хăй вăхăтĕнче фашистсен лагерĕсенчен çăлăнса тухнисем çине сутăнчăк пек пăхни те, тăшман асаплантарĕвĕсем чунра та, ỹтре те манăçми суран тăратса хăварни те витĕм кỹнех çакăнта. Çĕнĕ Ахпỹртре пурăннă Иван Шакеев та хăйĕн пирки ытлашшиех каласа пама юратманнине палăртаççĕ ачисем. Вăл пурăннă чухнех тамăк витĕр тухнă...
Иван Александрпа Мария Шакеевсен пĕрремĕш ачи пулнă. Вăл 1919 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнă. Ванька хыççăн Танькка, Анна, Саня, Çинха, Миккуль, Настя, Алексей çуралнă. Икĕ кĕçĕнни пĕчĕклех вилнĕ. Хăйсен те ачи йышлă пулнине пăхмасăрах Александр Ивановичпа мăшăрĕ патне выçлăха пула 1921 çулта Мускава тухса кайнă пĕр хĕрарăм вăхăтлăха тесе Марье (Çĕнĕ Ахпỹртсем ăна Маюк ятпа лайăх пĕлнĕ. - Авт.) ятлă аслă хĕрне тăратса хăварнă. Иккĕмĕшне, Альтука, амăшĕ хăйĕнпе пĕрле илнĕ. Раççейĕн тĕп хулинчен таврăнман Марье амăшĕ. Виличчен кĕçĕннине интерната парса хăварма ĕлкĕрнĕ. Мария Петровна Потаповăна Шакеевсем пăхса ỹстернĕ.
1939 çулта И. Шакеев ялĕнчи тепĕр ачапа - Василий Казаковпа - салтака каять. Çар билетĕнче августăн 6-мĕшĕнче районтан тухса кайнă, августăн 30-мĕшĕнче вырăна çитнĕ тесе çырнă. 1940 çулхи январьччен пулеметчиксен 155-мĕш стрелок дивизийĕнче тăнă. Январьтен пуçласа майччен ту çинчи 618-мĕш стрелоксен полкĕнче столовăй заведующийĕ пулни паллă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра 618-мĕш полк Украина территоринче тăнă. Июлĕн 6-мĕшĕнче вĕсем тăракан вырăнтан инçех мар вăрманта нимĕçсемпе питĕ хĕрỹ çапăçу пулнă.
Совет салтакĕсем ун чухне тăшмана парăнман. Июлĕн 11-мĕшĕнче Шеинцы çывăхĕнче çирĕп хỹтĕлев туса хунă. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне дивизинче 10715 салтакпа офицер, 4274 лаша, 72 çапăçу хатĕрĕ (оруди) тата 155 çар машини шутланса тăнă. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче полк саланса кайнă, унти çынсем вилсе пĕтнĕ тесе йышăннă. И. Шакеев каласа панă тăрăх, дивизин темиçе хутчен те тăшманпа куçа-куçăн хирĕç тăма тивнĕ. Вăйсем пĕр тан пулманран пирĕн салтаксем чакнă. Каялла кайнă чухне вĕсен юхан шыв урлă каçма тивнĕ. Ишме пĕлменнисем тỹрех путнă. Хăшĕ-пĕри вара лаша хỹринчен тытса каçнă. Пульăсем шыв çине çумăр пекех çунă. Аманнипе çыран хĕрне çитейменнисем те нумайăн пулнă. Иван Александрович йывăрлăха чиперех парăнтарнă, анчах инçете каяйман - унпа юнашар снаряд ỹксе çурăлнă. Ăна тăпра хупласа хунă. Вăл фашист салтакĕ урипе ун питне чакаланипе тăна кĕнĕ.Контузи пулнăран хăлхи нимĕн те илтмен. Çак кунтан И. Шакеевăн пурнăçĕ тамăка çаврăннă, ăна тыткăна илнĕ. Совет салтакĕсенчен кунта нимĕçсем май пур таран кулнă, асаплантарнă. Вĕсене çĕрнĕ купăста, выльăхсене панă пек çĕр улми ывăта-ывăта çитернĕ. Выçă хырăм ниме те тиркемен. Кам малтан çитсе ĕлкĕрнĕ, çавна мĕн те пулин лекнĕ. Вăйсăррисем нимсĕрех тăрса юлнă.
- Эс офицер-и? Ăçта мĕскер вырнаçнă? Çак ыйтусене пĕр-пĕрне сутма хистесе паратчĕç. Нимĕн те каламаннине кура пỹрне вĕçĕнчен, чĕрне патĕнчен йĕппе чикетчĕç. Ыратнине чăтайманнипе тăна çухататтăмăр. Ăнран кайнăскерсене хамăр пурăнакан вырăна кая-кая пăрахатчĕç, - тесе аса илнĕ И. Шакеев тыткăнри вăхăчĕсене куçĕ умне кăларнă май. Унăн алли çинче - çăлтăр, сулахай енчи кăкăрĕ çывăхĕнче хĕртсе çунтарса çапнă 8 цифра паллă тăнă. Çурăмĕ çинче хĕненĕ хыççăн юлнă çĕвĕсем туллиех пулнă.
Тăшман тыткăнĕнчен темиçе хут та Иван Александрович юлташĕсемпе тарма пуçланă, анчах вĕсене кашнинчен тытнă. Таркăнсене пĕр шелсĕр йыт çимен патака çитернĕ. Вăйлă хĕненине пăхмасăрах салтаксем татах тыткăнран хăтăлма шут тытнă. Хальхинче улттăн вăрттăн ĕçе тĕплĕн хатĕрленсе тунă. Майлă самант тупăнсанах лагерь территоринчен тухса кайнă, анчах пĕри вăйсăр пулнăран татах фашистсен аллине çакланнă. Тăватă вырăс тата пĕр чăваш (шăпах Иван Шакеев) вара хальхинче хăтăлма пултарнă. Пĕр чарăнмасăр чупнă та чупнă вĕсем, хăйсене хăвалама пăрахнине ĕненнĕ хыççăн тин чарăннă.
- Эс- чăваш - вăйлă иккен, пире ĕлкĕреймен пулсан сана хамăрпа пĕрле илместĕмĕрччĕ, - тенĕ Çĕнĕ Ахпỹрт каччине юлташĕсем. Иван Александрович кашнин ятне, хушаматне, ăçтан пулнине пĕлнĕ. Шел пулин те, ачисем вĕсене астуса юлман.
Белорусси вăрманĕнче салтаксем виçĕ кун аташса çỹренĕ хыççăн тыткăнран тарнă ытти çынсене тĕл пулнă. Унта тĕрлĕ наци çынни пулнă. Шăпах вĕсем апат мĕнле тупмаллине, хир чăххине хурансăр пĕçерме вĕрентнĕ. Тĕрлĕ кайăк, кушак пек сас кăларма пултарнă. Каярах пĕр урамра пурăнакан ачасене, мăнукĕсене час-часах кушак евĕр мяуклатса шыраттарма юратнă.
И. Шакеевпа юлташĕсем хамăрăннисем патне вăрçă чарăнсан тин тухнă. Тепĕр хут присяга тытса тата пĕр çул службăра тăнă. 1946 çулта тăван тăрăха çаврăнса çитнĕ.
- Киле нимсĕр килсе кĕчĕ. Ăна пашалу, çăнăх сутса тум-тир илсе, çĕлесе патăмăр, - тесе аса илет 90 çултан иртнĕ Саня йăмăкĕ.
1947 çулта И. Шакеев Вăтаел хĕрĕпе Мария Захаровăпа мăшăрланнă. Вĕсем 6 ачана пурнăç парнеленĕ, анчах чи асли пĕчĕклех вилнĕ. Иван Александрович, ялти пек каласан Ванькка тете, ĕмĕр тăршшĕпе колхозра, фермăра ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи самантсем арçын чĕринче нихăçан манăçми суран тăратса хăварнă. Антонина хĕрĕ Белорусси каччипе пĕрлешсен вăл туя кайма та килĕшмен.
- Эпĕ унти вăрмансенче çỹресе тăраннă. Тепĕр хут иртнине те аса илес килмест, - тенĕ вăл.
1982 çулхи февральте вăрçăри суранĕсене пула И. Шакеев ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Тăшманпа кĕрешнĕ станок умĕнче
И. Шакеевăн ашшĕне те фашистсемпе çапăçма илсе кайнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине те хутшăннăскер Ржевран пĕр çыру çеç ярса ĕлкĕрнĕ, урăх хыпар-хăнар пулман. Александр Ивановичăн мăшăрĕ килне 8 ачипе тата пăянамăшĕпе тăрса юлнă. Вĕсенчен колхоза час кĕменнипе налукшăн тесе кĕлечĕсене туртса илнĕ. Аслă хĕрĕсене пĕрин хыççăн теприне торф кăларма тытса янă.
1942 çулхи пĕр ирхине 5 сехетрех чỹречерен килсе шакканă. Шакеевсен Саня хĕрĕ алăка уçма тухнă. Килтисем вăл кĕрессе кĕтнĕ-кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен. Кайран çеç амăшĕ çын-çын урлă хĕрне ял Советне тепĕр икĕ çынпа пĕрле хупса хунине илтнĕ. Пĕлнĕ хыççăн ачине чĕре сури тумалăх пĕр чĕлĕ çăкăр леçсе панă. Çамрăк пикен сывлăхне Шăнкăртамра тĕрĕслеттернĕ, чирлĕ маррине çирĕплетсен Канаша леçсе янă. Кунта тата икĕ талăк ларнă хыççăн Нижний Тагила ăсатнă. Выçлă-тутлă çитнĕ инçет хулана. Чарăнусенче таркăнсем хĕрсен апачĕсене çĕçĕпе хăратса илсе тухса кайнисем те пулнă. Выçă хырăма йăпатас тесе курăк пухса апат пĕçеркеленĕ, чĕкĕнтĕр пуçтарнă.
Нижний Тагилта Александра Шакеева заводра ĕçленĕ. Малтан пулăшакан пулнă, кайран хăй тĕллĕн станок умĕнче тăнă. Унпа пĕрле тата икĕ чăваш хĕрне илсе килнĕ. Пĕри Кивĕ Ахпỹртрен, Люба ятлăскер, çавăнтах чирлесе вилнĕ. Тепринпе вара пĕр ялтах çуралса ỹснĕ - Кĕтерне Аверкина. Ĕçлекенсене нормăна тултарсан 100 грамм çăкăр панă, тет. Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрне хăйне çăкăр валеçекен тунă. Каснă татăксем çителĕксĕр пулнипе хăш-пĕр чухне хăйне пĕр чĕлĕ те лекменни те пулнă. Вăрçă чарăнас умĕн тин вăл тăван ялĕсене таврăннă. Иван Шакеев пирки статьяна унăн ачисен _ Георгий ывăлĕпе Валентина хĕрĕн-_ аса илĕвĕсемпе
О. ПАВЛОВА çырнă
Ноябрь 2024 |