Аякка юлаççĕ вăрçă çулĕсем, çапах асран тухмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2020, 10:10 Просмотров: 1112

 

Манăн хаçат вулакансене ентешĕмĕрпе, НКВДăн тата Хĕрлĕ çарăн оперативлă разведкин ятарлă уйрăмĕн ветеранĕпе, Хĕвел тухăç Пруссинчи çапăçусене хутшăннă, 1944-1945 çулсенче старшина званипе çỹренĕ Хасяньзян Алиулловпа паллаштарас килет. Шырав ĕçĕсем йĕркеленĕ май эпĕ унăн биографийĕнчи интереслĕ фактсене пĕлтĕм.

Х. Алиуллов Тутар Сăкăтĕнче 1913 çулхи май уйăхĕнче çуралнă. Пурнăç ăна кĕленче сăпкара сиктерсе ачашламан. Хури-шуррине çамрăклах нумай курма тивнĕ. Хасяньзян Алиуллович 8-та чухне, 1921 çулта, ашшĕ вилнĕ. Амăшĕпе çеç ỹснĕ. Йывăр саманана пула вăл пĕлỹ те илеймен, анчах документсем çинче пуçламăш шкулти виçĕ класран вĕренсе тухнă тесе çырнă. Унăн 1942 çулхи автобиографийĕнче çапла çырнă йĕркесем пур: «Хутла вĕренмен, тутар чĕлхине (питĕ начар) пĕлетĕп». Хăйĕн ячĕпе ашшĕ ятне вăл «Хасяньзян Амсулович» тесе çырнă, анчах официаллă документсенче час-часах йăнăшнă: ятне - «Хасимзян», «Хазянсян», ашшĕ ятне «Алиулович» тенĕ.

1936-1941 çулсенче Мускав çывăхĕнчи Талдомри электростанцинче, Коломенскинчи патефон заводĕнче, Мускаври Хĕвел анăç юхан шыв портĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи августран пуçласа 1943 çулхи ноябрьччен Мускав тата Мускав облаçĕнчи СССР УНКВДин ополчени йĕркеленĕвĕн боецĕ пулнă. Уйрăммăн илсен 1941 çулхи июль-октябрь уйăхĕсенче - СССР НКВДин истребительсен батальонĕнче тăнă, октябрьтен Мускав тата Мускав облаçĕнчи УНКВДăн ятарлă шкулĕн пĕрремĕш курсанчĕсенчен пĕри.

1942 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2-мĕшĕччен Кировпа Рославль енче çар техникин виççĕмĕш ротин И. Кондрашов командир ертсе пыракан оперативлă ушкăнпа тăшман тылĕнче разведкăра пулнă. Кунта вăл апрелĕн 9-12-мĕшĕсенче тăшманăн Снопоть станцийĕнче иртнĕ операцинче хăйĕн тавçăрулăхĕпе пултарулăхне кăтартнă. Çакăншăн ăна Мускав хулин тата Мускав облаçĕн УНКВДăн Истребительсен мотострелок полкĕн пĕрремĕш батальонĕн виççĕмĕш командованийĕ «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăлама ыйтнă. Документ çине разведкăра паттăрлăх тата хăюлăх кăтартнине çырса хăварнă. Çавăн пекех çар характеристикинче те Тутар Сăкăт каччи хушнă ĕçе - тăшман поездне сирпĕтессине-_ ăнăçлă пурнăçланине, çар похочĕсенче яланах малта пынине каланă. 1941-1943 çулсенче Х. Алиуллов тăшман тылĕнче разведкăра 6 хутчен пулма ĕлкĕрнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин партизанне» медалĕн II степеньне илме тивĕçнĕ. 1943 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи мартăн 4-мĕшĕччен Хасяньзян Алиуллов НКВД Çар управленийĕн ятарлă ротинче службăра тăнă, Хĕвел анăç фронтăн тылне сыхланă. Каярах вара ăна Хĕрлĕ çарăн разведкине куçарнă. Çакăнтан пуçласа вăл _ Хĕвел анăç фрончĕн (апрелĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш Белорусси фрончĕ) Тĕпчев штаб пай уйрăмĕн 82462 номерлĕ çар чаçĕн старшина званиллĕ вăрттăн сотрудникĕ. Разведчиксен тăшманăн вăйне, тĕллевне пĕлессишĕн нумай тăрăшма тивнĕ.

1944 çулхи июнь уйăхĕнче ятарлă диверсипе «Кăйкăр» («Сокол») шырав ушкăн И. Шуляков гварди лейтенанчĕ ертсе пынипе фашистсем йышăннă Белоруссин Витебск облаçĕнчи Сеннен районĕнче командировкăра пулнă. Июлĕн 16-17-мĕшĕсенче татах çула тухма тивнĕ. Хальхинче Хĕвел тухăç Пруссинчи Тауаге хули çывăхне разведчиксем парашютпа сикнĕ. Хушнă ĕçе пурнăçланă. 1944 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче десантсен пĕрремĕш «Сокол» ушкăнĕн никĕсĕ çинче ятарлă диверсипе шырав ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Ăна П. Валуев старшинан хушма ячĕпе (псевдонимĕпе) «Вол» ят панă. Х. Алиуллов старшина кунта разведчик пулнă. Октябрĕн 9-мĕшĕнче «Вол» ушкăн тăшмана çĕнтерсе пыракан Хĕрлĕ Çарăн малта пыракан пайĕпе тĕл пулнă. Белорусси фрончĕн виççĕмĕш тĕпчев штабĕн виççĕмĕш уйрăмĕн полковникĕ Г. Орлов Х. Алиуллова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне пама ыйтса çырнă. «Х. А. Алиуллов икĕ хутчен ятарлă задание пурнăçлама хутшăннă. Разведчик тăшман чукун çулпа тата шоссепе мĕн турттарнине сăнанă. Кирлĕ кăтартусене командованине вăхăтра çитернĕ. Тăшман салтакĕсене тыкăна илессипе йĕркеленĕ засадăсене темиçе хутчен те хутшăннă. Ĕçре хăюллă, хастар, тавçăруллă. Çапăçусем вăхăтĕнче пилĕк нимĕçе пĕтернĕ. Ушкăнра тĕслĕхлĕ разведчик шутланса тăрать», _ тенĕ унта. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна пĕр уйăхлăха килне канма янă пулнă.

Чаçе таврăнсан та Хасяньзян Аиуллович «Вол» ушкăнрах салтак службине малалла тăснă. 1945 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче ăна Хĕвел тухăç Пруссинчи Гумбиненне хулине (халĕ Калининград облаçĕчи Гусев хули) стрелоксен 208-мĕш запас полкне куçарнă.

1980-1990 çулсенче Калининград облаçĕнчи историпе патриотла «Шырав» («Поиск») ушкăн пуçарнипе «Вол» разведка ушкăна сума суса çĕр çумне лекнĕрен хупăнма пуçланă парашют евĕр палăк лартнă, кашнин хушамачĕпе ятне çырнă. Унта Хасяньзян Алиуллова та палăртса хăварнă.

 Г. САБИТОВА, Тутар Сăкăт шкулĕнчи «Эзтабар» шырав ушкăн ертỹçи

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика