Çапла вара Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программине çирĕплетрĕç. Çапах та пирĕн ку тема патне пĕрре мар таврăнма тивет, мĕншĕн тесен паян республика мĕнпе пурăнать – çакна пĕтĕмпех программăра пĕр çĕре пухнă.
Çапла министрсен доклачĕсем те пулчĕç, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн комментарийĕсем те, вăл вара программăна туса хатĕрлессипе ăна йышăнассин пуçаруçи пек кăна тухса калаçмарĕ, «Регионсен аталанăвĕн тĕнчери центрĕ» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Игорь Меламед каланă пек, вăл йывăр, çапах та кăсăклă процеса хутшăнакан пулса тăчĕ. Анчах та чылай самант кадр хыçне юлчĕ. Ларусене хутшăнакансем программăна сỹтсе явас процеса вĕсене хумхантаракан проблемăсене республика ертỹлĕхĕ патне илсе çитермелли меллĕ май тесе унпа час-часах усă курчĕç. Программăн Чăваш Ен агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ пирки калакан пая, эпир ун çинчен маларах кĕскен каласа панăччĕ, сỹтсе явнă чух шăпах çапла пулса тухрĕ те.
Палăртса хăвармалла, сỹтсе явас ĕçе хутшăннă чылай çын хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаева тав сăмахĕ калани пĕрре мар пулчĕ, тĕслĕхрен, сумалли ĕнесене тытакансене укçа парса пулăшнăшăн. Уйрăммăн, Сергей Артамонов министр çапла каларĕ: «Нумай пулмасть ялта пĕр хĕрарăм мана çапла каларĕ: «Ĕнесене эпир экзотикăшăн мар, тупăш илес тесе усратпăр». Сĕт сутнипе укçа ĕçлесе илме пулать. Хушма хуçалăха аталантарассинчи чылай тĕп ыйтăва татса парассипе халĕ ĕçлетпĕр. Çакăншăн Олег Алексеевича тав тăватпăр».
Чăваш Ен промышленность аталанăвĕн ỹсĕм çăлкуçĕ тирпейлекен промышленность пулса тăрать пулсан, сĕт сферинче – хушма хуçалăхсем. Республикăра туса илнĕ сĕтĕн кашни иккĕмĕш литрне шăпах вĕсенче туса илнĕ. Халĕ Чăваш Ен çак продукципе хăйне туллин тивĕçтерет кăна мар, ăна ытти региона та ăсатать. Ку вара пуçламăшĕ кăна-ха. Программăпа килĕшỹллĕн тепĕр 10 çултан Чăваш Енре сĕт туса илесси 55 процент чухлĕ ỹсмелле. Ỹсĕмĕн тĕп вăйĕсем, паллах, агропромышленность комплексĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсем пулса тăрĕç, тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Коминтерн ячĕллĕ кооператив пеккисем. Унта «Россельхозбанкăн» инвестици кредичĕ пулăшнипе нумаях пулмасть сĕт туса илмелли иккĕмĕш линине хута ячĕç. Çапах та хресчен хушма хуçалăхĕсене те шутран кăларса пăрахмалла мар. Кунтан та ытларах, Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе вĕсен ролĕ ỹссе пырĕ кăна. Олег Николаев ĕнесемшĕн субсиди парасси пирки тунă йышăну пирки Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче пурăнакан Андрей Шумилов акă мĕнле калать: – Çак йышăну питĕ вырăнлă пулни каламасăрах паллă. Эпир, ял çыннисем, хамăрăн ыйтусене татса парассинче пĕччен маррине пĕрремĕш хут туйса илтĕмĕр. Манăн хуçалăхра, тĕслĕхрен, сумалли ĕне улттă. Вĕсене тытса тăма эпĕ пĕтĕмпе 25 пин те 800 тенкĕ илтĕм те ĕнтĕ. Ку – питĕ кирлĕ пулăшу! Çак укçа-тенкĕпе эпир ĕнесем валли утă, тырă туянатпăр тата сĕрмелли-çунтармалли материалсем. Мана çак проектра мĕн килĕшет-ха. Вăл çынсене ахальтен укçа пани мар, проект ялсенче ĕне шутне ỹстерме пулăшĕ. Хресченĕн хуçалăхра сумалли пĕр ĕне пулсан вăл 2300 тенкĕ илет, икĕ ĕне пулсан – тепĕр пĕр пин тенкĕ нумайрах, пирĕн пек виççĕ е ытларах пулсан – 4300-шер тенкĕ. Ĕне шучĕ мĕн чухлĕ ытларах – субсиди çавăн чухлĕ пысăкрах. Ку – проектăн куçа курăнакан пайĕ кăна. Иккĕмĕш сийĕ те пур, мана вăл пысăкрах пĕлтерĕшлĕ пек те туйăнать. Мĕнле пулса тухать-ха? Ытларах укçа илес тесе хресчен ĕне шутне ỹстерме тăрăшать, апла пулсан ăна ĕçлекен те нумайрах кирлĕ. Пулăшакансене ăçтан тупмалла? Çемьере кăна, ачасен йышĕнчен. Апла пулсан аслисен те, çамрăксен те ялта юлас туртăм пулĕ. Пирĕн, сăмахран, тăватă ача ỹсет. Вĕсенчен хăшĕ те пулин пирĕнпе юласса питĕ шанатăп. Çамрăксем мĕншĕн хулана тухса каяççĕ-ха? Мĕншĕн тесен ялта аталанмалли майсене курмаççĕ. Субсиди тăтăшах параççĕ пулсан вара хушма хуçалăха аталантарса пыма хавхалантаракан сăлтав та пулать. Çак хавхалантару сăлтавĕ сĕт хакĕ пĕчĕк пулмасан тата та ытларах пулĕ. Вĕсем вара мăшкăлпа тан!
Сăмахран, эпир паян 1 литр сĕте 15 тенкĕпе сутатпăр. Ку ниме юрăхсăр. Лавккара ĕçмелли ахаль шыв та унран пĕрре çурă-икĕ хут хаклăрах тăрать.
Чăнах та, А.Шумилов питĕ çивĕч ыйту хускатрĕ. Программăн Чăваш Енĕн агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ пирки калакан пая сỹтсе явнă чухне ун пирки те калаçрĕç. Тĕслĕхрен, Сергей Артамоновах сĕте туянакан хаксемпе сеть лавккисенчи сĕт хакĕ хушшинче питĕ пысăк уйрăмлăх пуррине каларĕ. Çапла хресчен паян пĕр литр сĕте14-15 тенкĕпе сутать пулсан, лавккасенче пĕр литр сĕт 59 тенкĕ таран тăрать.
«Сĕт пухни – йышăну пункчĕсенче малтанласа тирпейлени – сĕт завочĕсенчи производство – лавккари суту-илỹ» сыпăксене тишкерсен хака ỹстерессин пысăк пайĕ шăпах суту-илỹ сечĕсенче, уйрăмах федераци шайĕнчисенче, пулса иртет: «Пятерочкăра», «Магнитра», «Перекрестокра». Пысăк ỹстернĕ хак вара сĕт çине кăна мар, чăваш производителĕсем туса кăларакан ытти продукци çине те пур. Çапла «Чебоксарский мясокомбинат» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Марат Якушевăн сăмахĕ тăрăх, сеть лавккисенче аш-какай продукцийĕн ỹстернĕ хакĕ тепĕр чухне 90 процент таран та пулать.
«Июнĕн 17-мĕшĕнче эпир ятарласах суту-илỹ сечĕсенчен пĕрин лавккисене тĕрĕслерĕмĕр, – пĕлтерчĕ вăл. – Çапла пирĕн кăлпасси продукцин ỹстернĕ хакĕ 75 процент таран пулнине куртăмăр».
«Букет Чувашии» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Дмитрий Круглов та ритейлерсем енчен дискриминаци пуррине çăхавласа палăртрĕ. «Пятерочкăра», – пĕлтерчĕ вăл Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче, – кантăк кĕленчери сăран 36 тĕслĕ ятĕнчен 4-шĕ кăна «Букет чувашии» тесе çырнисем. Пирĕн ПЭТ-кĕленчери сăра çине 75 процент таран хушса хак тăвакан, «Пшеничное» сăра çине 60 процент таран хушса хак тăвакан суту-илỹ сечĕсем пур. Çав вăхăтрах суту-илỹ сечĕсен нимĕнле тăкак та çук: продукцие хамăр леçсе паратпăр, пушă тарăна каялла хамăр тиесе каятпăр».
Кун пек тенденци мĕншĕн çирĕпленнине пурте ăнланаççĕ пулĕ. Ĕçĕ вара Чăваш Енре пĕр 10 çул каялла, пĕтĕм Раççейĕпех çапла пулнă, çĕршыври чи пысăк ритейлерсем хăйсен лавккисен сечĕсене уçрĕç. Вĕсем регионсенчи компанисене рынокран тĕксе кăларса ячĕç. Çапла Чăваш Енре конкуренцие чăтаймасăр, чи ансат шутлав тăрăх, 500 яхăн уйрăм лавкка, вăл шутра «Сахарокăн» сечĕ те хупăнчĕç. Малтанласа сеть лавккисенчи чылай тавар хакĕсем, уйрăм суту-илỹ точкисенчипе танлаштарсан, йỹнĕрех пулнине курсан çынсем хĕпĕртерĕç. Анчах та рынокра тĕп вырăн йышăнма тытăннă ритейлерсем хăйсем мĕн тăвасшăн çавна тутарма тытăнчĕç. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри хăш-пĕр фермерсенчен сете кĕме ритейлерсем 5 миллион тенкĕ таран тỹлев хывма ыйтаççĕ-мĕн. Паллах кун пек укçа кашни производителĕн çук.
Çакăн пек хаксене ỹстерме тен ритейлерсен те сăлтавĕсем пур пулĕ. Апла пулсан киосксемпе пысăках мар лавккасенче чăваш тата кỹршĕ регионсенчи ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансен продукцийĕ сеть лавккисенчинчен 20-25 процент чухлĕ йỹнĕрех сутăннине мĕнпе ăнлантармалла-ха? Çапла Комсомольскинчи сĕт заводĕнче кăларнă 3,2 процент çу шайĕллĕ 1 литр сĕте 41 тенкĕпе сутаççĕ, «Ядринмолоко» е «АккондАгро» кăларнисен 900 грамлă пĕр хутаçне сеть лавккисенче – 52-54 тенкĕпе.
Паллах, регион влаçĕсен пысăк ритейлерсен хак политики çине витĕм кỹмелли майсем сахал. Мĕн тумалла-ха вара?
Ку ыйту çине Олег Николаев çирĕп хурав пачĕ: «Пĕрлехи суту-илỹ сечĕ туса хумалла та чăваш ял хуçалăх таварне туса кăларакансен продукцине пĕрлештерсе сутмалла. Ял çыннисем продукцие тивĕçлĕ хакпа сутма пултарччăр тата вĕсене продукцин малтанхи тирпейлевĕн предприятийĕсене уçма пулăшас тесен коопераци çыхăнăвĕсене йĕркелемелле. Эпир малашне те пирĕн аграрисене тата хушма хуçалăх тытакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырăпăр, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтри агропромышленность комплексĕ вăл Чăваш Ен экономикин аталанăвĕн тĕп çăлкуçĕ кăна мар, вăл чăваш ялне тата хресчен традицийĕсене сыхласа хăварассин шантарăвĕ».
Алексей КРЯЖИНОВ
Ноябрь 2024 |