Иртнĕ çул республикăра «Агростартап» программа хута кайни хушма хуçалăх тытакансене малалла аталанма, çĕкленме çул уçрĕ темелле. Асăннă программăна фермер хуçалăхĕ йĕркелемесĕрех хутшăнма май пурри нумайăшне илĕртет. Ура çинче çирĕп тăракан хушма хуçалăхсем хаваспах çĕнĕлĕхпе усă кураççĕ. Грант вĕсене пурлăхпа техника базине çĕнетме, сарăлма пулăшать.
Грантпа техника паркне çĕнетнĕ
Кăçал та конкурс çивĕч иртнĕ. Комиссие чи пултаруллисене суйласа илме çăмăл тивмен. Республикăри 12 çын пысăк балл пухса «Агростартап» программăпа гранта тивĕçнĕ. Çав шутра улттăшĕ — Патăрьел районĕнчен. Телейлисен йышĕнче Кивĕ Ахпÿртри Игорь Мальцев та пур.
Игорь Юрьевич сăмахĕпе, Патăрьел районĕнче ĕçчен те маттур çынсем пурăнаççĕ. Хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, ÿсен- тăран, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çемйи-çемйипе уй-хирте вăй хураççĕ. Ачисене те çĕр ĕçне хăнăхтарса ÿстереççĕ.
Вăл та мĕн пĕчĕкренех çу кунĕсене севок-сухан лаптăкĕнче ирттернĕ. Çумланă, кăпкалатнă, кăларнă. Хиртен пуçтарса кĕртсен тасатса сутма михĕсене тултарнă. Районта вун-вун çул каяллах çак культурăпа ĕçлеççĕ. Организацисемпе фермер, хушма хуçалăхсенче гектарĕ-гектарĕпе йышăнать вăл. Пурĕ 2 пине яхăн çын севок суханпа тăрăшать. Ку тĕлĕшпе Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Патăрьел ял тăрăхĕсенче уйрăмах маттур. Пахча çимĕç çитĕнтерессипе пуян опыт пухнă. Мальцевсен çемйи те ыттисенчен юлман, çине тăрсах суханпа ĕçлеме тытăннă. Вăл тапхăрта ытларах алă вĕççĕн пурнăçланăран çăмăл пулман. Иртен пуçласа каçченех хирте тар тăкнă. Чĕр тавара сутса хушма тупăш илнĕ. Кил хуçисĕр юлнă çемьешĕн укçа-тенкĕ енчен пысăк тĕрев пулнă.
Пурнăç аталаннă, улшăннă май ял хуçалăхне те çĕнĕлĕхсем кĕнĕ. Уй-хирте хăватлă техника хуçаланнă. Севок сухан çитĕнтерекенсем те ĕç-хĕле çăмăллатма машина-тракторпа усă курма тытăннă. Лаптăксем пысăкланнă май унсăр кансĕр. Отрасльте ятарлă техника çителĕксĕррипе хăйсем те оборудованисем — сухан тасатмалли барабан, сортировка — ăсталама пикеннĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕн вăй хураççĕ. «Кулибинсем» кашни ялтах пур темелле. Ăстасен алли витĕр тухнă агрегат ĕç-хĕле палăрмаллах хăвăртлатать, çăмăллатать. Вĕсем районта йĕркелекен ял хуçалăх техникин куравне те хастар хутшăнаççĕ. «Кулибинсем» ĕç-хĕле хакланипе пĕрлех пĕр-пĕринчен вĕренме, ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Технологие аталантарассипе пысăк тÿпе хываççĕ. Юлашки тапхăрта районта çĕнĕ технологипе управсем тăвасси палăрмаллах ÿснĕ. Туса илнĕ чĕр тавара çакă çуркуннеччен лайăх упрама, хаклăрахпа сутма май парать.
Мальцевсен те юлашки тапхăрта машинăпа трактор паркĕ самай пуянланнă. Çĕнĕ «Беларусь» трактор, плуг, дискатор, сортировка, ытти техника хушăннă. Игорь Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх, нумайăшне грант укçипе илнĕ-мĕн. «Агростартап» программа хута кайни ăна хушма хуçалăхран фермера куçма хавхалантарнă. Вăл конкурса хутшăнма документсем тăратнă. «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем пулас фермера пилĕк çуллăх бизнес-план хатĕрлесе панă. Вĕсем унăн умри аталану çул-йĕрне уçăмлатнă. Çакă Мальцева ĕçе пĕлсе йĕркелеме, тăкаксене чакарма, малалла çирĕпрех утма пулăшнă.
Конкурсра çĕнтерни, грант илме тивĕçни Игорь Юрьевичшăн пĕлĕтрен телей кайăкĕ вĕçсе аннăнах туйăннă. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт тинех пурнăçа кĕнишĕн савăннă. Çывăх çыннисем те уншăн хĕпĕртенĕ, ăна пулăшма тăрăшнă.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă
Игорь Мальцев шкултан вĕренсе тухсан ытти çамрăк пек хулана туртăнман. Тăван тăрăхрах тымар янă, çемьеленнĕ. Çартан таврăннă каччă ĕç шыраса тĕнче тăрăх касса çÿремен, çине тăрсах севок суханпа ĕçлеме тытăннă. Çĕр ĕçне юратни те ялтах юлма хавхалантарнă. Техника, алă вăйĕ, опыт çителĕксĕртен малтанхи тапхăрта культурăна пĕчĕкрех лаптăкра çитĕнтернĕ. Вăхăт иртнĕ май анана пысăклатнă. Çемйи, тăванĕсем пулăшса пыни, шанни те ăна малалла утма хавхалантарнă.
Вунă çул ытла ĕнтĕ Игорь Юрьевич севок сухан çитĕнтерет. Çак тапхăрта ку ĕçе лайăх вĕренсе çитнĕ. Виçĕ хĕрĕ те аслисенчен юлмаççĕ, пушă вăхăтра пĕрле вăй хураççĕ. Вĕсем йывăрлăхран хăраманни, ĕçчен ÿсни ашшĕ-амăшне савăнтарать. Тен, пĕри е тепри фермер ĕçне малалла тăсĕ-и?
Мальцевсен кăçал севок сухан 3 гектар йышăннă. Ăна тахçанах пуçтарса кĕртнĕ. Халĕ культурăна тасатса, сортласа управа хывма хатĕрлеççĕ. Фермер каланă тăрăх, ăна çур енне сутма тытăнаççĕ. Малашне культура лаптăкне 5 гектара çитерессине те палăртрĕ вăл. Çавна май 70 тонна вырнаçмалăх çĕнĕ управ тунă. Производство пысăклансах пырать, апла çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕç.
Патшалăх пулăшăвĕ ăна çĕкленсе аталанма вăй-хăват хушнă тейĕн. Ара, хăватлă техника пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмав кÿнĕ. Техника пулсан малашне ĕçлеме çăмăлланĕ, палăртнине иккĕленмесĕр пурнăçа кĕртме пулать. Фермер хуçалăхĕ йĕркелени патшалăх аграрисене кÿрекен ытти çăмăллăхпа усă курма май парать. «Агростартап» программа ял бизнесне аталантарас, ĕçлес шухăшлă çынсене умри сукмака такăрлатма, çĕкленме пулăшнине палăртрĕ Игорь Юрьевич. Ура çине тин тăракан фермерсемшĕн ял хуçалăх техники туянма çăмăл мар. Хаксем ÿссе пыни те укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Çĕр ĕçĕнче вара техникăсăр алăсăр-урасăр çын пекех. Кăткăс тапхăрта патшалăх алă тăсни вĕсемшĕн чăннипех курăмлă пулăшу.
Игорь Юрьевич сăмахĕпе Кивĕ Ахпÿрт пĕчĕк ял пулсан та унăн чĕри «пысăк». Чăннипех кунта ĕçчен те маттур çынсем пурăнаççĕ. Пĕринчен тепри хастар. Тăван тăрăха, пулăхлă çĕрсене юхăнма памаççĕ. Акаççĕ-сухалаççĕ, тупăш илеççĕ, аталанаççĕ.
Лариса НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |