Патăрьел районне 2020 - 2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программа - район администрацийĕ малашнехи пилĕк çулта ял сăн-сăпатне тата ытларах улăштарас, халăхăн пурăнмалли, канмалли, сывлăхне çирĕплетмелли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе йышăннă малашлăх план. Ăна пурнăçа кĕртсен кашни ял тăрăхĕнчех çынсен ыйтăвне тивĕçтерекен тĕрлĕрен объект, пурăнмалли çурт-йĕр хута кайĕ, çулсем çĕнелĕç тата ытти те. Ку тĕлĕшпе ытти ял тăрăхĕсенчи пекех Турхан поселенийĕнче те халăх пĕрлĕхĕпе пурнăçламалли ĕç сахал мар.
– Пилĕк çул историшĕн пысăк паллă мар темелле. Анчах та ял, район аталанăвĕнче вăл курăмлă. Турхан ял тăрăхне кĕрекен тăватă яла та хăтлăх кĕртес, тирпей-илем тăвас, çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ĕçлеме тăрăшатпăр. Поселени бюджечĕ пуян мар пулин те, май пур таран хамăрăн укçа-тенкĕпе те усă куратпăр. Анчах та çакна та палăртса хăварасшăн. Ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çын хăйĕн кил-çурт, урам, ял илемĕшĕн яваплă пулсан çеç эпир пурăнакан тăван кĕтес илĕртỹллĕ те капăр пулĕ,- пуçларĕ калаçăва Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев.
Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче наци проекчĕпе, патшалăхăн тĕрлĕрен программипе ырă та пархатарлă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Турханта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май темиçе çул пушă ларакан ялти пысăк культура çуртне юсаса çĕнетнĕ, газ кĕртнĕ. Икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ ĕçсене пурнăçлама федераципе республика бюджетĕнчен, поселени хыснинчен чылай укçа-тенкĕ кайнă.
Хăйĕн пархатарлă ỹкерчĕкĕ- семпе тĕнчипе палăрнă Алексей Кокель профессиллĕ ỹнер ăсти Турхансемшĕн çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн, Чăваш Еншĕн хисеплĕ ентеш. Вăл çуралса ỹс- нĕ çурт (халĕ музей-çурт) туристсемпе пирĕн тăрăха хапăл тăвакан хăнасемшĕн культура еткерлĕхĕн объекчĕ шутланать. Шăпах çак майпа иртнĕ çул Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тултарнине паллă тума хатĕрленсе ăна тĕпрен çĕнетрĕç. Хальхи вăхăтра вăл хăй çуралнă вырăнтах ларать (ку таранччен шкул картишĕнчеччĕ). Сăмах май каласан, нумай пулмасть Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕн председателĕ Л. Кураков ентеш-академик тăрăшнипе музей умне Алексей Кокель художник 140 çул тултарнă ятпа унăн палăкне вырнаçтарчĕç.
Маларахри çулсенче ял тăрăхне кĕрекен Упамса, Хурама Твар, Тури Тăрмăш ялĕсене автомашинăпа çитесси питĕ нушаллăччĕ. Паян ялпа ял хушшинчи çулсем çеç мар, урамсенчисем те çулсеренех тирпейленсе пыраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев çирĕплетнĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе кашни çулах ялсенчи пĕрер урама тикĕслесе йĕркене кĕртме, вак чул сарса хытарма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр Упамсари Николаев урамĕнчи пĕр çухрăм ытла çула республика программин пулăшăвĕпе сарнă. Хурама Тварĕнчи Николаев, Гагарин урамĕсене ял тăрăхĕн вăйĕпех тирпейленĕ. Тури Тăрмăшри аслă урамра паян çул начар мар. Çывăх вăхăтра вара кунти ытти тăкăрлăксене хăтлăх кĕртессипе те ĕçлеме палăртнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - обществăлла инфратытăма аталантарасси, çынсене пурăнма, канма кирлĕ условисем туса парасси, вĕсен ыйтăвне тивĕçтересси. Çавăн пекех хутлăхри ялсенче тирпей-илем тытса тăрасси те ял тăрăхĕн яваплăхĕ çинчех. Çак тĕллевпе пĕлтĕр районти ял тăрăхĕсенче пуçару бюджечĕпе çỹп-çап пуçтармалли контейнерсене вырнаçтарчĕç. Турхан ял тăрăхне кĕрекен тăватă ялта 17 вырăн йĕркеленĕ. Унсăр пуçне Анатолий Кольцов тухтăр ертсе пыракан "Çамрăк медиксен" волонтерсен пĕрлĕхĕ хăйсен пуçарулăхĕпе Турхан тата Тури Тăрмăш ялĕсене пĕрер ещĕк вырнаçтарса панă. Сăмах май каласан, нумай пулмасть ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ыр кăмăллăха аталантарассипе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕнче Пĕтĕм Раççейри #ЭпирПĕрле ыр кăмăллăх акцие хастар хутшăннăшăн Турханти амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачне А.Кольцова медаль парса чысланă.
Пĕрле çыхман çапă шăпăр мар, теççĕ ватăсем. Çак каларăш паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемесен ырă улшăну тума йывăр. Муниципалитетра район, ял тăрăхĕн шайĕнчи депутатсем, старостăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх суйланă хастарсем витĕмлĕ, халăх хушшинче хисеплĕ пулни поселени пуçлăхĕшĕн пысăк çăмăллăх çеç мар, ял хăтлăхĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă чылай ыйтăва татса пама та пулăшать. Турхан ял тăрăхĕнче малалла та пĕрле тăрăшма "команда" шанчăклах пулнине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Хурама Тварĕнчи опытлă та пултаруллă Т. Давыдов старостăран, Упамсари И.Вавиловаран ырă тĕслĕх илмелли пурах. Вĕсем халăхпа тачă çыхăнса, пĕр чĕлхе тупса тăрăшаççĕ, пархатарлă ĕçсем тăваççĕ.
Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ялсене аталантарма, илем кỹме 100-шер пин тенкĕ укçа пачĕç. Çак ял тăрăхĕнче халăхсен шухăшĕпе ăна тĕрлĕрен тĕллевпе усă курнă. Хурама Тварĕнче виçĕ урама çутăпа тивĕçтернĕ, Тури Тăрмăшра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă палăк йĕри-таврашне брусчатка сарнă, Упамсасем ял вĕçне стела вырнаçтарнă, Турхансем çĕнетнĕ культура çурчĕ валли музыка аппаратурине туяннă.
Шухăш
Лидия ТАРАСОВА, Турхан ял тăрăхĕн депутачĕ:
- Эпĕ тивĕçлĕ канура пулин те ял пурнăçне аталантарас тесе хамăн тỹпене хывма тăрăшатăп. Çавна пулах-тăр мана Тури Тăрмăшсем кăçал виççĕмĕш хут ял тăрăхĕн депутачĕ пулма шанчĕç. Халăх шаннă тивĕçĕме тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма тăрăшатăп. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлени хавхалантарать, паллах. Çавăнпа урамсенче те, масар çинче те субботниксем йĕркелесси е ытти ыйтăва татса парасси кал-кал пулса пырать. Пĕрлехи ĕçе çынсем кар тăрса хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул халăхран укçа пуçтарса кỹлĕ чаврăмăр. Малашне çутă ыйтăвĕпе, масар çинче часовня тăвассипе ĕçлесшĕн. Çак ыйтусене те халăхпа пĕрлех татса парасшăн.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |