Чăваш кĕнеке издательствинче М. Урукован "Тăван кил çутипе" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Мария Петровнăн иккĕмĕш ĕçĕ вăл. Ку хутĕнче кĕнекене ашшĕпе амăшне - Туçара пурăннă Петр Ефремовичпа Ольга Филипповна Табаковсене - халалланă. Унта автор çывăх çыннисен пурнăçне çутатнă. Вĕсем çуратса ỹстернĕ ачасен кун-çулне сăнланă.
Малтанхи кĕнеки "Ахах çутин сапакĕсем" ятпа 2018 çулта кун çути курнăччĕ.
"Кĕнеке - чун-чĕрене тасатакан тăрă çăлкуç. Кĕнеке пурăнма вĕрентет", - тет М. Урукова. 1955-1966 çулсенче Туçари вăтам шкулта пĕлỹ пухнă Мария Петровна. Алла аттестат илнĕ хĕр çамрăк строительсен отрячĕпе Липецкри металлурги заводне тума хутшăннă. Унтан таврăнсан Шупашкарти пир-авăр тĕртекен фабрикăра пусма пĕветекен, унтан бригадир пулса ĕçленĕ. "Цехри чи лайăх бригадир" ята та тивĕçнĕ.
Мария Петровна пĕлĕвне малалла тăсас ĕмĕтпе И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне физикăпа-математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист Анат Туçари, Тутар Тимешĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри шкулсенче ĕçленĕ. Унăн республикăри çут ĕç министерствипе вĕрентỹри профсоюз ĕçченĕсен обкомĕн 1975 çулта панă "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллă пур. Кăкăрне ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн пăхăр палли те илем кỹрет.
Каярахпа ентеш Шупашкара куçса кайнă. Унта 42-мĕш тата 59-мĕш вăтам шкулсенче ĕçленĕ. Паян унăн "Ĕç ветеранĕ" медаль та пур. 1998 çулта вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. "Çулталăк шкулĕ - 99" республика конкурсĕн лауреачĕ те М. Урукова. Республикăри вĕрентỹ министерствин Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем çителĕклех. "Раççей Федерацийĕнчи учительсен конкурсĕн" грамотине те тивĕçнĕ Мария Петровна. 2006 çулта Президент грантне çĕнсе илнĕ. Унăн вĕренекенĕсем республика олимпиадисенче çĕнтерỹçĕсем пĕрре мар пулнă. Шкулта ĕçленĕ чухнех вăл Чăваш патшалăх университетĕнче те студентсене вĕрентнĕ. Пĕрлех вĕренекенсем валли патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленмелли пособисем, дидактика материалĕсем пичетлесе кăларнă. Унăн ĕçĕсем "Математика в школе", "Народная школа", "Женщины в математике" тата ытти журналсемпе хаçатсенче кун çути курнă. Аслă категорипе ĕçленĕ вĕрентекен. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 54 çул. Вĕсенчен 48-шĕ - вĕрентỹçĕре.
"Кĕнеке вăл - куçкĕски, унта авторăн чун ăшши, шухăш-кăмăлĕ, иртнĕ кун-çулĕ палăрать",- тет Мария Петровна. Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть. Вулать, çырать, шырать, тĕпчет.
А. КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |