Район администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2020 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ Петр Ефимов, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, зоотехниксемпе ветеринарсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕ. Рудольф Васильевич район ĕне-выльăх тата лаша шучĕпе республикăра пĕрремĕш, сыснасен йышĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Ытти выльăх шучĕпе те кайрисен ретĕнче мар. Паллах, кăтартусем савăнтараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра йĕркеленĕ ял хуçалăх ăмăртăвĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Иртнĕ çулталăк кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов паллаштарчĕ. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕне-выльăх йышĕ 18771 пуçа, вăл шутра сăвăнаканнисем - 7965, сыснасен - 17213, лашасен - 2178, сурăхсемпе качакасен - 8851, чăх-чĕп 70 пин ытла пуçа çитнĕ. Пысăк выльăхăн 70 процентне е 12130 пуç уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 6641 пуç усраççĕ. Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенче маларахри çултинчен ĕне-выльăх шучĕ тăватă процент сахалланнă. Йыша "Первомайск" (83 пуç), "Корма" (54), "Труд" (33), "Звезда" (24), "Родина" (10), "Малалла" (9) хуçалăхсенче чакарнă. Икĕ хуçалăхра - "Красное Знамя" (72 пуç) тата "Исток" (52) - ỹстернĕ. Фермер хуçалăхĕсенче те кĕтĕве 17 процент таран пысăклатма пултарнă.
Район аш тата сĕт туса илессипе те республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнать. 2020 çулта какай чĕрĕ виçепе 8 пин тонна ытла (2019 çултинчен 1,5 процент нумайрах) хатĕрленĕ, сĕт 40 пин тонна (тăватă процент нумайрах) сунă.
Аш-какай туса илессипе "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал, "Батыревский" пĕрлешỹ, "Исток" çĕр ĕç фирми, "Красное Знамя" кооператив аван ĕçленĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче иртнĕ çул вăтамран пĕр ĕнерен 6187 килограмм сĕт сунă, ку вăл 2019 çултинчен 69 килограмм ытларах. Чи пысăк сăвăм - "Исток" çĕр ĕç фирмин (8012 килограмм), "Батыревский" пĕрлешĕвĕн (7215), "Красное Знамя" (6700) тата "Труд" (6653) хуçалăхсен.
Районта сысна усрассипе пĕртен-пĕр хуçалăх - "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал - ĕçлет. Кунта 13 пин ытла вĕсем. Кăтарту 2019 çултинчен 8 процент нумайрах. Çулталăкра 29 пин çура (103 процент) илнĕ. Пĕр ама вăтамран 12 çура çăвăрланă. Выльăхран продукци илесси вĕсене мĕнле условисенче усранинчен те нумай килет. Пĕлтĕр кĕркунне ял хуçалăх предприятийĕсенчи тата фермер хуçалăхĕсенчи фермăсене ятарлă комисси тĕрĕсленĕ. Хĕле "Батыревский", "Исток", "Кзыл Камыш", "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсем, Э. Солдатова, А. Лялькин, Р. Санзяпов, В. Раськин, Р. Бикчурин фермер хуçалăхĕсем уйрăмах лайăх хатĕрленнĕ. "Звезда" кооперативра тата С. Чаданов фермер хуçалăхĕнче ку ыйтупа ытларах вăй хумалла. Районта выльăх йышĕ тĕрлĕ чир-чĕре пула ан чактăр тесе выльăх тухтăрĕсем те нумай тăрăшаççĕ. Профилактика мероприятийĕсем ирттерсех тăраççĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, ĕне-выльăхăн лейкозĕнчен 10213 анализ илнĕ. Çак амакпа нушаланакан 93 выльăха (0,9 процент) тупса палăртнă. Петр Ильич чирлĕ ĕнесене, вăкăрсене сыввисемпе юнашар тăратма юраманнине каларĕ. Çавăн пекех вăл уртаракан чир хăрушлăхĕ пирки те аса илтерчĕ. Сăмах май, 2021 çулхи январьте Вăрнар тата Шупашкар районĕсенче асăннă амака тупса палăртнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче инкекрен сыхланса 10591 пуç ĕне-выльăха, 750 лашана, 2272 йытта, 805 кушакка прививка тунă.
Сыснасен африка чуми те асăрханулăха ỹс- терме ыйтать. Хĕрлĕ Чутай районĕнче вилнĕ хир сыснисенче кăçал ăна тупнине шута илсе кил-хуçалăхра сысна усракансен тимлĕрех пулмалла, урама кăлармалла мар.
Район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Лукина ĕçре техника хăрушсăрлăхне пăхăнасси тĕп вырăнта пулмаллине пусарсах каларĕ. Иртнĕ çул районта виçĕ инкеке шута илнĕ. Çын вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Пурнăç - пĕрре, кун пирки яланах асра тытасчĕ.
Канашлура аш-какай, сĕт туса илессипе лайăх ĕçленĕ тата витесене хĕле тивĕçлĕ шайра хатĕрленĕ хуçалăхсене те палăртса хăварчĕç. Çавăн пекех çитес канашлăва пĕр-пĕр хуçалăха тухса ирттерме йышăнчĕç.
О. ПАВЛОВ
Ноябрь 2024 |