2020 çулта районта çурхи ĕçсем март уйăхĕнчех пуçланнăччĕ. Кăçал юр самаях хулăм, çанталăк та ăшăтма пит васкамасть-ха, анчах çакă акана хатĕрленессине кая хăвармаллине пĕлтермест. Кая юлсан каю шăтать, тесе ваттисем ахальтен каламан. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем паян хире тухма, акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме хатĕр-и? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Виктор Львовпа тĕл пултăмăр.
- Мĕн акатăн, çав шăтать, теççĕ. Районта тыр-пул вăрлăхĕ çителĕклĕ-и тата хуçалăхсем ăна çĕнетсе пырассипе ĕçлеççĕ-и?
– Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 3544 тонна хатĕрленĕ. Ку вăл кирлинчен 6,1 процент нумайрах. "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн специалисчĕсем 3451 тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ. Унтан 3374 тонни е 97,8 проценчĕ кондициллĕ.
Паян хирсене хуратса кăна хăварассишĕн ĕçленипе кĕлетсем тулмаççĕ. Сахал лаптăкранах пысăк тухăç илессишĕн тăрăшмалла. Çакна ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тĕпе хурса вăй хума пуçларĕç. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, акнă вăрлăхсен 35 процент ытларахăшĕ суперэлита е элита пулнă. Кăçал ку кăтарту 32 процентпа танлашать. Хуçалăхсем тата туянас тĕллевлине шута илсен иртнĕ çулхинчен пĕчĕк пулмалла мар. Паяна 1-4 репродукциллĕ вăрлăх - 53 пахалăхсăрри 15,5 процент шутланать. Сăмах май, "Труд", "Шанс" хуçалăхсен, Мария Лаврентьева фермерăн сутлăх валли тыр-пулăн элита вăрлăхĕсем пур. Районти предприятисем вĕсенчен туянма пултараççĕ.
- Акнă-лартнă культурăсем лайăх шăтса тухса çитĕнччĕр, пысăк тухăç паччăр тесен минераллă удобренисемсĕр те май çук.
- Кирек хăш культурăн вăрлăхне те тăпрана хывни çеç çителĕксĕр. Хальхи вăхăта минераллă удобренисем 1450 тонна турттарса килнĕ. Çуркунне хывма палăртнинчен 70 процент, пĕтĕмĕшле вара кирлинчен 53 процент янтăланă. 2020 çулта 1300 тонна илнĕ, кăтарту 8 процент ỹсни савăнтарать.
- Хĕл ытти çулсемпе танлаштарсан сивĕрех килчĕ, юр та ытларах çурĕ. Кĕрхи культурăсем еплерех-ши?
- Специалистсем кĕрхисене тĕрĕслесех тăраççĕ, аванах хĕл каçнине палăртаççĕ. Çуркунне юр çийĕн хытакан пăр кăна хăрушлăх кăларса тăратма пултарать: калчасем сывлайманнипе пĕтме пăхаççĕ. Пурте йĕркеллĕ, лайăх пуласса шанса тăратпăр. - Виктор Игоревич, çурхи ĕçсен планĕпе паллаштараймастăр-ши?
- Ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен планĕсемпе килĕшỹллĕн çурхи ĕçсене 35135 гектарта ирттермелле. Çурхи культурăсем кăçал 29635 гектарта çитĕнĕç. Усă куракан лаптăкăн 62 процентне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми - 1,8, пахча çимĕç - 1,5, выльăх апачĕлĕх 32,8 процент йышăнĕç.
- Хуçалăхри ĕçсем кал-кал пыччăр тесен техникăна та çĕнетмелле, юсамалла. Тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсем хире тухма хатĕр-и?
– Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем парка çĕнетсе пынă май хăватлă, энергие перекетлекен, харăсах темиçе ĕç пурнăçлакан техникăпа ытларах та ытларах усă курма пуçларĕç. Паян пурнăç çакна ыйтать. Çулталăк пуçланнăранпа 40 трактор туяннă. Кăкарса çỹремелли агрегатсем те хутшăнчĕç. Çав вăхăтрах паркри ытти техника пирки те манмаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер хуçлăхĕсенче "хурçă утсене", прицепсене тата ытти хатĕрсене юсаса пĕтерсе пыраççĕ.
Сăмах май, апрелĕн 2-22-мĕшĕсенче ятарлă комисси техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те турттарса килме пикеннĕ.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |