Чир çинчен пĕлетĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 23.03.2021, 13:42 Просмотров: 171

2020 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа тĕнче коронавирус пирки уççăн калаçать. Чир çĕр çинчи 760 пин çынна куçран çухатрĕ. 20 миллион ытларахăшне ерчĕ. Коронавирус пандемине пула çынсем тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илеймеççĕ. Мĕншĕн тесен сывлăх сыхлавĕн ресурсĕсене ытларах унта яраççĕ.

Тепĕр инфекциллĕ чирсенчен пĕри туберкулез шутланать. Анчах унран асăрханасси çинчен аса та илмеççĕ. Уйрăмах çамрăксемпе ĕçлекен çынсем хушшинче туберкулезпа аптракансен йышĕ пысăк. Унпа кашни çынах чирлеме пултарать. Хăшĕн-пĕрин организмĕ ăна парăнмасть. Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах та чирлемеççĕ. Ăна пуçарса яракан микробактерисем питĕ тỹсĕмлĕ: йĕпе сурчăкра 75 градусра 30 минут вĕретсен, 100 градусра - 5 минутран, типĕ сурчăкра 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пỹртре 1-2 уйăх, сĕтре, услам çура - 10, тăпăрчăра 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ.

Чир грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни, авитаминоз, гипертиреоз хыççăн, тĕрлĕ операци тусан та пуçланма пултарать. Сăлтавсен шутне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни те кĕреççĕ. Чир малтан ỹпкере пуçланать. Унтан шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене, хырăмлăха куçать. Организма микробактерисем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е тата ытти япаласемпе лекеççĕ. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет. Чирлĕ чăх çăмарти те ăна пуçарма пултарать.

 Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть.

 Туберкулезпа чирлес мар тесен прививка тутарма ан манăр. Кăкăр ачисене çуралсанах пĕрремĕш эрнере, кайран тепĕр хут 6-7 çулсенче тăваççĕ.

Инфекциллĕ чирсен шутĕнче туберкулезпа вилекенсен йышĕ чи малта тăрать. Пандеми вăхăтĕнче çак кăтарту тата та ỹсме пултарать.

Туберкулез обществăлла транспортра та, лавккара та, офисра та, урамра та ерме пултарать. Çын малтанах ывăннине туять, ỹт температури хăпарать, апат çиесси чакать, ỹсĕрттерет, тарлаттарать, пуçа ыраттарать, сывлăша пỹлет.

Туберкулез ỹпкене сиенлет. Коронавирус та сывлăш çулĕсене сиенлет. Пĕрле вара иммунитета тата хавшатаççĕ.

Чирлĕ çынсен гигиена правилисене çирĕп пăхăнса пурнăçламалла. Кĕсьене чиксе çỹремелли савăта çеç сурмалла. Алă тытса саламлама тата чуптума юрамасть. Врач хушнине çирĕп пурнăçламалла.

Ỹпке туберкулезне тупса палăртмалли мел вăл - флюорографи, компьютер томографийĕ, иммунологи тесчĕсем, манту реакцийĕ тата ыттисем те. Çаксене кашнийĕнех ăнланмалла, вăхăтран-вăхăта сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла. Чире мĕн чухлĕ хăвăртрах тупса палăртатăн, çавăх чухлĕ сыватма та, сывалма та çăмăлрах.

В. КАЗАКОВА, район больницин фтизиатрĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика