Анлă сарăлнă чылай шăл чирĕсенчен пĕри вăл - кариес. Урăхла каласан, тĕрлĕ сăлтава пула шăлсем хăвăлланни. Чире хирĕç вăхăтра кĕрешме пуçламасан, сиплемесен вăл шалти органсене сиенлеме пултарать. Апат-çимĕçе çителĕклĕ чăмламасăр çăтнине пула вар-хырăм чирĕсем пуçланаççĕ. Хăвăлланнă шăлсенче пуçтарăннă инфекци çăвар ăш-чиккипе кăна çырлахмасть, тĕрлĕ органа саланать, пỹрене, чĕрене, шăмă сыпписене тата ытти те. Аллерги пуласси те унран нумай килет.
Чир малалла шăл ăшне (пульпит) е шăл тымарне (периодонтит) салансан, янах шăммине куçсан е шыçă (флегмона) пуçлансан татах та хăрушăрах. Çавăн пекех инфекци пуç мимине (менингит) е кăкăрлăха (медиастенит) çитме пултарать. Енчен те çынна вăхăтлă пулăшу памасан унăн сывлăхĕ питĕ хăвăрт япăхланать.
Кариес тата унран пуçланса кайнă чирсем ан пулччăр тесе тĕрлĕрен май тупасси тата вăхăтра сиплесси шăл врачĕсемшĕн кăна мар, пĕтĕм медицинăшăн пысăк проблема. Çав вăхăтрах çынсен хăйсен те тăрăшмалла. Çулталăкне икĕ хутчен шăл тухтăрĕ патĕнче пулмалла. Кун пек чухне чире маларах тупса палăртма пулать. Анчах çынсем темшĕн йышăнăва килме хăраççĕ. Сиплев вăхăтĕнче ыраттарасран шикленме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен хальхи оборудованисем ĕлĕкхисем пек мар, мелĕсем те тĕрлĕрен. Кариеса пуçланнă чухнех сиплеме пикенсен пачах та ыраттармасть.
А. САНДЫРКИНА, стоматолог.
Ноябрь 2024 |