Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çула Сăр тата Хусан чиккисене хỹтĕлев тунă çĕрте паттăрлăх кăтартнисене халалланине хушупах çирĕплетрĕ. Тĕрĕссипе, çак хỹтĕлев чиккисем пирки эпир питĕ сахал пĕлетпĕр. Унта ĕçлеме хутшăннисем те вăрçă ветеранĕсем пекех шутлă çеç тăрса юлнă.
Фашистсен çарĕ Мускав çывăхне çитсен Патшалăх хỹтĕлев комитечĕн 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш АССРĕн Халăх Комиссарĕсен Канашĕ тата Пĕтĕм Союзри коммунистсен партийĕн (большевиксен) (ВКП(б)) Чăваш обкомĕн бюровĕ Чăваш АССРĕн территорийĕнче 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума йышăнать. Вăл тăшмансен çарĕ Мускава илес пулсан Хусана фашистсенчен хỹтĕлеме кирлĕ пулнă. Çакăн хыççăн ялсенчен яш-кĕрĕме, хĕрарăмсемпе аслă çулти арçынсене ĕçлеме илсе каяççĕ. 17 çултан кĕçĕн мар, сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклисене кăна суйласа илмелле пулнă, анчах вăл вăхăтра кам çула пăхса тăнă-ши? Упамсари Анна Степанова та Сăр чиккине тунă çĕре хăй ирĕкĕпе каять. Ун чухне вăл 14 тултарса 15е кайнă (1927 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче çуралнă) хĕр ача çеç пулнă. Сăмах май, Сăр тата Хусан чиккисенче хỹтĕлев тунă çĕре хутшăннисенчен 70 проценчĕ - этемлĕхĕн черчен пайĕ.
- Окоп чавма аттепе аннене иккĕшне ярасшăн пулнă. Кил-хуçалăха тытса пыма мана пĕччене йывăра лекет тесе анне вырăнне хам ĕçлеме каяс терĕм. Пỹ-сирен тĕреклĕччĕ тата атте çумра пулни те инçе çула тухма хăратмарĕ. Вилнĕ тăванăмăрсене кĕркунне асăнмалли кун икерчĕсем пĕçерсе çинĕ хыççăн, кăнтăрла сулăнсан, каякансене пĕр çĕре пуçтарчĕç. Ялтан 50 ытла лаша, 100 ытла çын тухса кайрăмăр, - аса илет Анна Михайловна иртнĕ кунсене.
Кĕрхи кун хăвăрт тĕттĕмленет. Ушкăн пĕрремĕш кунхине Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре хваттере кĕнĕ. Тепĕр кунне вăрманти карттунта хỹтлĕх тупнă. Çав кун талăкĕпех çумăр çунă. Ĕшеннĕ, йĕпеннĕ çынсем ăшăнас тата типĕнес тесе кăмака çывăхĕнче ларсах çĕре ирттернĕ. Пылчăкпа утса ывăннă лашасене те ирĕке ярса кантарнă. Ирпе каллех çула тухнă. Хĕвел анаспа тин Упамсаран каякан ушкăн Сăр хĕрне çитнĕ. Сăрмайдан тĕлĕнчи кĕпер урлă каçса Кладбищи ялĕнче (Улатăр районĕнчи Междуречье ялĕ 1962 çулччен çак ятпа пулнă) вĕсене килсем тăрăх салатнă. Анна Степанова ашшĕпе тата куккăшĕпе, аппăшĕпе пĕрле пĕр çуртра пулнă.
Ирхине пурне те вăрмана каялла илсе кайнă. Арçынсем йывăç касма, хĕрсемпе хĕрарăмсем çĕр чавма пикеннĕ. Кун каçа ĕçлесе ывăннă çынсем выртмалли хỹтлĕх те пулманран кăвайт чĕртсе ун умĕнче ларнă. Тепĕр кунне тавралăх шурă юрпа витĕннĕ. Ĕçлекенсене ку пачах та савăнтарман. Пĕрре - сивĕ, тепре - выçă тата лашасене çитерме те утă-улăм пулман.
- Вăрманта 1-2 кун ĕçленĕ хыççăн аттепе киле таврăнтăмăр. Лашана çар комиссариатне комиссине илсе каймалла пулнипе. Эпир колхоза кĕменччĕ, çавăнпа хамăр ут тытнă. Нумай тăратмарĕç мана, ялти тепĕр 6 хĕрарăмпа пĕрле кутамкка çакса каялла кайрăм. Эпир çитнĕ тĕле чавнă шăтăка пура кĕртсе лартса çĕрпỹрт тунăччĕ. Пусă алтнăччĕ. Апат тулта хатĕрлемеллеччĕ. Килтен илсе килнĕ çĕр улмие пĕçерсе çирĕмĕр те канма выртрăмăр. Тепĕр кунне ирхине ирех
Сăр хĕрне ыттисемпе пĕрле ĕçлеме кайрăм. Кунта çĕр чаваççĕ, арçынсем пура пуралаççĕ. Кайран ăна эпир тунă шăтăка кĕртсе лартрĕç. Ан куçтăр тесе айккине чул турттарса килсе тăнккарĕç. Тăррине 6 метр çурăллă, 40 сантиметр хулăнăш пĕренесем хучĕç. Тăпрапа курăнмалла мар витрĕç. Çакăн пек тума вĕрентсе тăраканни вырăс, тетчĕç. Эпĕ хам вăл çыннине курман. Сăр хĕррипе çỹллĕ стена туса пынă. Вăйлăраххисем шăннă çĕре вататчĕç, эпир тăпра муклашкисене йăтаттăмăр, - тет аса илĕвне малалла тăснă май Анна Михайловна.
1941 çулта хĕл питĕ сивĕ килнине историрен лайăх пĕлетпĕр. Вăрçăра çапăçакансене кăна мар, тылрисене те çăмăл пулман. Сăр чиккинче хỹтĕлев тунă çĕрте вăй хуракан арçынсем ирхине ĕçе пуçăниччен кăвайт чĕртсе лумсене ăшăтнă, унсăрăн алса витĕр те сивĕ çапнă. Ирлĕ-каçлă çĕрпỹртре хăйсем хатĕрленĕ апата çинĕ пулсан кăнтăрла валли çăкăр татăкĕ чиксе кайнă. Кĕсъене хурсан вăл чул пек хытса шăнса ларнă, ирĕксĕрех ăна патака тирсе вут çинче тытма тивнĕ. Каярах ăслăланса çитнĕ - хĕве хунă. Ăшă тумтир пирки те нумайăшĕ ĕмĕтленнĕ çеç. Ĕçлекенсенчен ытларахăшĕн уринче чăлхапа çăпата пулнă, аллинче вара - çĕтĕлнĕ алса. Нимĕнпе те улăштармалли пулманран ирпе те, каçпа та - пĕр тум.
- Эпĕ тăхăнмалли пĕр сий илсе кайнă та çавăнпах çỹренĕ. Каçпа çывăрма выртсан та хам çири тумтире те, ураран çăпатана та хывман. Барака вутпа ăшăтса тăраканни Михаил Волковччĕ, унăн та хĕрĕ пирĕнпе пĕрле ĕçлетчĕ. Вĕсен кăçатăпа тăлăп та пурччĕ. Ашшĕ апат та пĕçерсе хуратчĕ. Эпир хамăр хатĕрленĕ. Çимеллисене килтен парса яратчĕç. Лашаллисем Кладбищи ялĕнче пурăнатчĕç. Колхоз утсем валли утă-улăм турттарса килетчĕ. Вĕсене валли çимелли илсе килнĕ чухне ялтан михĕ ăшне апат-çимĕç - çĕр улми, çăкăр, çу... - тултарса янă. Хутаçсене камăн иккенне пĕлме паллă тăватчĕç. Пĕринче çапла мана валли анне нимĕн те хурса яман. Çимеллисем йăлтах пĕтрĕç. Хырăм выçать. Тăватă ачаллă хĕрарăмăн та ман шăпахчĕ. Хамăрăн аслине каларăмăр та вара çăнăх килсе пачĕç. Вăл хальхи пек шурă марччĕ. Çавна вĕри шывпа пĕçеретпĕр те çиетпĕр. "Çакăнта шăратнă çу пулсан кăшт тутлăрах пулатчĕ те вĕт", - тетĕп. "Çу пирки калатăн, арпа лаççи тулса пултăр", - терĕ вăл. Ирлĕ-каçлă çăнăх лăканă шỹрпене хыпнă пулсан, кăнтăрла выçах тăнă.
Сивĕсем пуçлансан пусăри шыв та шăнатчĕ. Нушаллăччĕ пурнăç, мĕнле кăна чăтнă-ши? Пỹртрен мачча витĕр ăшă тухнипе стена тăрăх шыв юхатчĕ, вăл пăрланса ларатчĕ. Чирлекенсем те йышлăччĕ, - тет ĕç ветеранĕ.
Вăл вăхăтри халăх тỹсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнмелли çеç тăрса юлать. Кашнийĕн чĕринче тăшмана çапса аркатас туйăм пысăк пулни йывăрлăхсене çĕнме пулăшнă пулмалла. Урăх ниепле те ăнлантарма çук. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та нăйкăшса ларман çав ĕнтĕ. Патшалăх архивĕсенчи кăтартусем тăрăх, Сăр тата Хусан чиккисенчи хỹтĕлев тăршшĕ 380 çухрăмпа танлашнă, унта ĕçлекенсем кĕске тапхăртах виçĕ млн кубла метр тăпра кăларнă, 1600 çапăçу точки (дзотпа лапамĕ), 1500 çĕр пỹрт тунă, 80 çухрăм окоп чавнă. Кашни çын куллен вăтамран 1,42 кубла метр тăпра кăларнă.
- 1922-1923 çулта çуралнă каччăсем Сăр хĕрринче вăйлă ĕçлерĕç. Вĕсене 1942 çулхи май уйăхĕнче пурне те вăрçа илсе кайрĕç, çурри кăна сывă таврăнчĕ. Çавăн чухне патшалăх лум ăçтан туса ĕлкĕрнĕ-ши? Ал туни хулăнăшшисем те, çỹхереххисем те пурччĕ. Малтан шăннă çĕре такканă, кайран тин кĕреçе тытнă. Çил-тăман вĕçтерсен те, шартлама сивĕ тăрсан та ĕçе каймаллах пулнă, вăхăт çитмесĕр пăрахса кайма юраман. Кладбищире завод пурччĕ, вăл 6 çитсен кăшкăртатчĕ, çакăн хыççăн тин хамăр пурăнакан вырăна каяттăмăр. Пĕринче çапла тăман пуçланчĕ те эртелĕпех барака кайрăмăр. Çамрăк каччăсем чупрĕç, хăвăртарх çитес терĕç пуль. Эпир майпен çеç утса пыраттăмăр хĕрарăмсемпе, пире çуналлă лаша хăваласа иртсе кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хайхи ачасем хирĕç килеççĕ. Вĕсене утпа пыраканнисем ĕçе хăваласа янă иккен. Пурте пĕрле кайрăмăр каялла, - сăмахне малалла тăсрĕ Анна Михайловна.
А. Степанова пурăнмалли условисем кашни ялăн колхоз вăй-халне кура тĕрлĕрен пулнине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, Упамсасемпе танлаштаран Турхансен çĕрпỹртĕнче каланкка тăнă, каçсерен лампа çутипе ларнă.
Сăр чиккине тунă çĕрте ĕçлекенсемпе калаçусем ирттерме те çакăнтах пухăннă. Анна Михайловна та унта пĕр хутчен кайса курнă, вырăсла ăнланманнипе урăх çỹремен. Шкулта тăватă çул çеç вĕренейнĕ вăл. Çити-çитми пурнăç тата ĕçлемелле пулнипе малалла ăс пухайман. Сăр чиккинче хỹтĕлев тăвакансем йывăрлăхсене пăхмасăрах палăртнă тĕллеве 45 кунта вĕçленĕ. 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕсем ялĕсене таврăннă. Килне çитсенех Анна Михайловнăна амăшĕ тỹрех мунча хутса панă. Çăвăнса тасалнă хыççăн кăмака çине хăпартса лартса вăйлă тарлаттарнă. Хăй вырăнне ĕçлеме кайнă хĕрĕ чирлесрен шикленнĕ ĕнтĕ хĕрарăм.
Вăрçă малалла пынă. Ялти çамрăксене ФЗОна вĕренме кайма чĕнме пуçланă. Списокра А. Степанова та пулнă. 15 çулти хĕр ют тăрăха тухса каяс мар тесе Туçа ял тăрăхне кĕрекен Вăтаелне тырă вырма каять. Кайран çапма юлать. Çакăнтах хĕл каçать.
- Карчăкпа старик патĕнче пурăнтăм, вĕсен икĕ ывăлĕ вăрçăраччĕ. Арçыннине Ипати тесе чĕнетчĕç. Вăл çил арманĕнче ĕçлетчĕ. Çил пур чухне çĕрĕпе те килне таврăнмастчĕ. Арăмĕ апат пĕçеретчĕ те эпĕ леçсе параттăм. Выльăхĕсене те пăхма пулăшаттăм. Çуркунне тин киле килтĕм. Кайран та хам пурăннă çурт хуçисем пирки ыйтса пĕлсех тăраттăм. Вĕсен Иван ятлă ывăлĕ çĕнтерỹпе таврăннă. Унăн мăшăрĕ Зоя ятлă пулнă, вăл сутуçăра тăрăшнă. Мана çапла каласа панăччĕ паллакансем, - терĕ сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май ĕç ветеранĕ.
Ялта А. Степанова валли ĕç хатĕр тăнă. Ун чухне Упамсари вăрман хуçалăхĕнче тикĕт те юхтарнă, кăмрăк та хатĕрленĕ. Сăр хĕрринчен чул кăларнă çĕртен таврăнсан Анна Михайловнан ашшĕ унта вăй хума пуçланă. Хĕрĕ те çавăнтах вырнаçнă. Тĕп ĕçне пурнăçланисĕр пуçне вăрман та каснă. Йывăçсене тỹнтернĕ чухне пĕринче хĕр урине хуçнă. Çулталăка яхăн сипленнĕ хыççăн колхозра тăрăшма пуçланă.
Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, теççĕ ваттисем. Анна Михайловна 1949 çулта Упамса каччипех пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕ унăн Первомайски районĕ пĕтиччен райкомра, кайран Турхан ял совечĕн председателĕнче тăрăшнă. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă кил хуçин, 48 çултах вăл куçне хупнă. Амăшĕшĕн чун йăпатмăшĕ виçĕ ачи юлнă. Пĕр такăнсан каçчен, тенешкел, пĕр хĕрĕпе ывăлĕн вил тăприйĕсене те А. Степанован хăйĕн таптама тивнĕ. Хуйхи-суйхине çителĕклех ас тивнине кура кинемее Турă хисеплĕ ватлăх парнеленĕ. Чылай çул Мускавра пурăннă хĕрĕ ятарласа ăна пăхма килнĕ. Анна Михайловна паян тăватă мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |