Унăн ырă ячĕ ачисемпе мăнукĕсенче упранĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.04.2021, 09:53 Просмотров: 276

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Вĕсен нушаллă та тертлĕ кун-çулне, паттăрлăхне паянхи çамрăк ăрăвăн та пĕлмеллех.

 Алманчă ялĕнчи краеведени музейĕнче, культура çурчĕ умĕнчи стенд çинче Тăван çĕршыва хỹтĕлесе вăрçăра çапăçнисен хушамачĕсемпе ячĕсем, сăн ỹкер- чĕкĕсем çакăнса тăраççĕ. Унта Александр Митрофанович Артемьев та пур. Аслă çултисем ăна ырăпа аса илеççĕ. Пурнăç çулне вăл хисеплĕн те чыслăн утса тухнă. А. Артемьев - манăн аттен иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕ.

Пулас медицина специалисчĕ 1915 çулта Алманчăра кун çути курнă. 1938 çулта Çĕрпỹри фельдшерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна Каçал (Комсомольски) районĕнчи Асанкассине ĕçлеме яраççĕ. Çак ялтах вăл хăйĕн пĕрремĕш юратăвне тĕл пулса çемье çавăрать. Килĕшекен ĕç, хисеп, савнă мăшăрпа ывăл... Элексантăр «чун алăкне» яри уçса ярса çутă туйăмпа вăй хурать.

1941 çул. Ылханлă, сĕмсĕр тăшман пирĕн çĕршыва тапăннă. Вăрçă çамрăкăн çутă ĕмĕчĕсене татса ирсĕр фашистсене тĕп тăвас шухăшпа улăштарнă. Ăна вăрçăн малтанхи кунĕсенчех аллине повестка тыттараççĕ. Çемйи, тăванĕсем, ял-йыш фронта ырă сунса ăсатса яраççĕ. «Шанăр, эпир çĕнтерỹпе таврăнăпăр»,-_ тенĕ сыв пуллашнă май мăшăрĕпе çулталăкри ывăлне çупăрласа 26 çулти вăй питти арçын.

А. Артемьев Мурманск енче пынă çапăçусене хутшăнать. 1942 çулта апрель, май уйăхĕсенче кĕрленĕ хаяр çапăçусенче пирĕн çарсем пысăк çухатусем тỹсеççĕ. Нумайăшĕ вилнĕ, аманнă. Александр Митрофановича юнлă çапăçу хирĕнчен суранланнисене илсе тухса вăхăтра пулăшу панăшăн «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Заполярие ирĕке кăларнăшăн» медальсемпе чысланă.

Польша, Померани çĕрĕсене ирĕке кăларнă чухне те А. Артемьев хăй ăста медицина ĕçченĕ пулнине кăтартнă. Çĕрне-кунне, йывăрлăхсене пăхмасăр аманнисене сипленĕ, йывăр суранланнисене тыла ăсатнă. Хăй те миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăман-ши?

1945 çул. Польшăна фашистсенчен ирĕке кăларнă чухне Гдыня хули патĕнче мартăн 13-19-мĕшĕсенче тăшман пирĕн салтаксем çине тăхлан çумăр пек тăкнă. Тамăк хуранĕнчен хăйне шеллемесĕр аманнă 78 салтакпа офицера илсе тухать медицина службин гварди лейтенанчĕ Александр Артемьев. Çĕршер салтака вăл пурнăç парнеленĕ, анчах йывăр аманнă чухне хăй вăйсăррине те пĕрре мар туйма тивнĕ. Пĕр çапăçу вăхăтĕнче хырăмран вăйлах суранланнă çап-çамрăк офицер вилĕмрен çăлма куçĕпе йăлăнса ыйтнă унтан. Çук, пулăшайман. Çулсем иртсен çак офицера час-часах аса илнĕ Александр Митрофанович. 1945 çулхи мартăн 30-мĕшĕ, çĕрле. Йывăр çапăçу витĕр тухнă батальон чиперех малалла куçнă. Аманнисен ушкăнне А. Артемьев ертсе пынă. Çĕрлехи шăплăх ăна мирлĕ вăхăта аса илтернĕ. Куçĕ умне хыр вăрманĕ çумĕнчи тăван ялĕ, çывăх çыннисем тухса тăнă. «Суя шăплăх пулминччĕ çеç», - текен шухăш пуçĕнче çиçĕмле мĕлтлетсе иртнĕ. Аманнисене пăхса çаврăннă, пурте аса илỹ авăрне путнă пулас. Унччен те пулмасть тăшман контратака пуçлать. Çак çапăçура Александр Митрофанович командир тивĕçне çỹллĕ шайра пурнăçлать. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне тивĕçет.

 Çĕнтерĕве ентеш Берлинта кĕтсе илет. 1946 çулта амăшĕн пилĕ ăна тăван тăрăха илсе çитерет.

Çĕршывра пурте ĕмĕтленнĕ мирлĕ пурнăç пуçланать. Элексантăр салтак аттине хывсанах халăха сиплес ĕçе кỹлĕнет. Çемьепе килĕштерсе те савăнса пурăнмалла чухне унăн Анастасия мăшăрĕ усал чире çĕнтереймесĕр куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Арçын 10 çулти тата сывах мар икĕ çулти ывăлĕсемпе тăрса юлать. Пурнăç çулĕпе мăшăрсăр утма питĕ йывăр. Александр Митрофанович ун чухне шăпа ăна тата тепĕр хĕрарăмпа тĕл пултарасса шухăшлама та пултарайман.

Мăшăрне вăрçăра çухатнă Липа 10 çулти хĕрĕпе Элексантăр çемйине амаçури пулса пырса кĕрет. Амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасемшĕн тăван амăшĕ вырăннех пулса тăрать.

Александр Митрофанович малтанах тăван ялĕнче фельдшер пункчĕн ертỹçинче, каярах Кзыл Чишмари участок больницинче мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех фельдшерта ĕçленĕ. Унăн хирург, терапевт, куç, ача-пăча тухтăрĕ, ача çураттаракан вырăнĕнче те пулма тивнĕ. Халăх ăна шаннă. Хамăр районти ялсенчен çеç мар, Елчĕк, Шăмăршă тăрăхĕсенчен, Тутар Республикинчи Пăва районĕнчен те нумайăн килнĕ. Никама та пулăшусăр хăварман. Хăшĕ-пĕрне килĕнче те сиплеме тивнĕ. Çур çĕр варринче тутлă ыйха татса, çил-тăман е çумăр çунине пăхмасăр чĕннĕ çĕре пулăшу пама васканă. Ун чухне хальхи пек асфальтлă çул, электричество та пулман. Мăшăрĕ ăна яланах пулăшса пынă.

Килĕштерсе, тату пурăннă мăшăр. Çемьене тата икĕ хĕр хутшăннă. Аслине хăйĕн ятне панă ашшĕ. Çавăнпа та пуль Александра çывăх çыннин профессине суйласа илнĕ. Алманчăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухнă. Шупашкар районĕн тĕп больницинче куç тухтăрĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Александра Александровна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ. Володя мăнукĕ ĕç династине малалла тăсма ĕмĕтленет.

Нина хĕрĕ Ижевскра тĕпленнĕ. Аслă пĕлỹллĕ инженер. Александр ывăлĕпе кинĕ - тухтăрсем.

Александр Митрофанович 82 çулта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Унăн сăваплă ĕçне ачисемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Ырă анаран ырă кĕлте, ырă кил-йышран ырă ачасем тесе калас килет Артемьевсем пирки.

 «Тавах атте-аннене, пире çул кăтартнăшăн телей патне», - теççĕ ачисем çывăх çыннисене аса илмессерен.

Н. АЛЕКСАНДРОВА. Патăрьел

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика