Çураки çывхарать. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов акана пахалăхлă ирттерессишĕн яваплă предприятисене çитсе курчĕ, аграри тытăмĕн мĕн пур сыпăкĕн ĕç-хĕлне хак пачĕ. Чи малтан Çĕрпỹ районне çитни ăнсăртран мар, Сергей Геннадьевич муниципалитета лайăх пĕлет, вăл çак район пуçлăхĕнче виçĕ çул ĕçленĕ.
Çул çỹрев питĕ тухăçлă, кăсăклă тата усăллă иртрĕ.
Аграри тытăмĕн пĕрремĕш сыпăкĕсене - пысăк тимлĕх
Ĕçлĕ çỹреве ял хуçалăх министрĕ Россельхозцентрăн Шупашкарти филиалĕнче пуçларĕ. Çав «аграри тытăмĕн пĕрремĕш сыпăкĕ» шăпах кунта вырнаçнă, пулас тухăç унăн çирĕплĕхĕнчен тата пахалăхĕнчен килет. Россельхозцентрта ял хуçалăх предприятийĕсене килекен вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеççĕ, вирус тата кăмпа чирĕсене тупса палăртаççĕ, аграрисене кашни тонна тырăран май килнĕ таран нумайрах тухăç илме пулăшакан сĕнỹсем параççĕ.
Ĕçлĕ çỹревĕн иккĕмĕш адресĕ - Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн Çĕрпỹ районĕнчи филиалĕ. Кунта хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсене минерал удобренийĕсене тиесе ăсатаççĕ. Вĕсене Раççейри ăнăçлă ĕçлесе пыракан производительсенчен туянаççĕ. Ĕç малтан палăртнă йĕркепе пĕр кăлтăксăр пулса пырать. Удобренисемпе 119 процент тивĕçтернĕ, çапла майпа кăçал кашни гектар пуçне 50 килограмм удобрени хывма май килĕ (пĕлтĕр çак кăтарту 43 килограмм пулнă).
Александр БОГДАНОВ, Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ:
- Хальхи вăхăтра пирĕн предприятире 4,5 пин тонна вун пĕр тĕрлĕ удобрени, азот, кали, фосфор тата ытти те - упранать. Кунсăр пуçне кăçал эпир хамăр тăрăхри тавар туса илекенсене комплекслă удобренисемпе те тивĕçтерме пуçларăмăр.
Чăваш Республикин Апат-çимĕç фондĕнче Сергей Артамонова пăри кĕрпине чĕркемлекен çĕнĕ линие те кăтартрĕç. Вăл - хамăр тăрăхри продукт, ăна лавккасенче туянма пулать, тĕрĕс те пĕлсе апатланакансем çак кĕрпене уйрăмах хаклаççĕ. Чĕркем çине пĕлтерĕшлĕ икĕ паллăна - «ГМОсăр продукт» тата «Чăваш Енре туса кăларнă» - çырнă. Çĕнĕ чĕркем цехĕнче министр фондăн пысăк çитĕнỹ тунă ĕçченĕсене Хисеп хучĕпе тата Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Çуракине икĕ эрнере вĕçлесси тĕп тĕллев
Çĕр пахалăхĕпе тата унăн хими тытăмне сăнаса тăрассипе çыхăннă ыйтусене Сергей Артамонов «Чăваш Ен» агрохими службин центрĕнче сỹтсе яврĕ. Ку - аграри тытăмĕн сыпăкĕнчи тепĕр предприяти, унсăрăн лайăх тухăç илме çук. Центр специалисчĕсем тĕрлĕ тарăнăшран тăпра илеççĕ, унăн хими пахалăхĕсене хаклаççĕ, çĕр ĕçĕшĕн усăллине е усăсăррине палăртаççĕ, сĕнỹсем параççĕ: хăш-пĕр тĕлте йỹçеклĕхе чакармалла, тепĕр çĕрте фосфор е кали ытларах хывмалла.
Агрохими службин ĕçĕ çакăнпа кăна вĕçленмест-ха, унăн специалисчĕсем хăйсен тĕпчевĕсен пĕтĕмлетĕвне компьютера кĕртеççĕ, республика çĕрĕсен цифра карттине хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче хальхи йышши технологисемпе ял хуçалăхĕнче те анлăрах та анлăрах усă кураççĕ. Сергей Артамонов агрохимиксен умне тĕллев лартрĕ, республикăн ял хуçалăх çĕрĕсен тухăçлăхĕн цифра карттине хатĕрлемелле, Чăваш Енри çĕрпе ĕçлекен кашни çын интернет урлă онлайн режимра хăйĕн лаптăкĕнчи тăпра пахалăхне пĕлсе тăма пултартăр.
Тепĕр адрес: «Авангард» пĕрлĕхĕн «Çĕрпỹ беконĕ» филиалăн производство бази.Кунта ял хуçалăх министрне çур аки ирттерме хатĕррине кăтартрĕç.
Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ:
- Уйрăммăн палăртса хăварас килет, пĕлтĕр 31 единица техника тата трактор туяннă пулсан, кăçал виçĕ хут ытларах - 96 единица - илнĕ. Çакă пире çурхи ака ĕçĕсене икĕ эрнере вĕçлессине шанма май парать. Кашни районта тăпра тĕрлĕ вăхăтра «пиçсе çитет», анчах кашни район умĕнче пĕрешкел тĕллев тăрать - çур акине икĕ эрнере вĕçлемелле.
Уйрăм хуçалăхсене - ятарлă пулăшу
Республикăн ял хуçалăх министрĕ уйрăм çынсен хуçалăхĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен те каласа кăтартрĕ. Сергей Артамонов ял хуçалăх продукцийĕн пысăк пайне туса илекен хуçалăхсене удобренипе тивĕçтермеллине палăртрĕ. Ку ыйтăва министр Чăвашпотребсоюз председателĕпе Валерий Павловпа сỹтсе яврĕ. Уйрăм çынсене удобренипе РАЙПО урлă тивĕçтерĕç: республикăра çак тытăмăн пине яхăн лавкки ĕçлет, вĕсем кашни ялтах тенĕ пек пур. Тĕллев- пĕчĕк хутаçсене тултарнă удобренисене унта Чăвашпотребсоюзăн автолавккисем пулăшнипе çитересси. Кунсăр пуçне халăха сĕт производствишĕн те укçан пулăшĕç. Вĕсемшĕн çакă çулла - «сĕт нумай чухне», пĕчĕккĕн туянакансем хаксене чакарма тăрăшнă вăхăтра - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пĕр ĕне усракансем 2300 тенкĕ субсиди илĕç. Икĕ ĕне тытакансене кашни пуçшăн 3300 пин тенкĕ парĕç. Хушма хуçалăхра 4 е ытларах пуç выльăх тытакансем валли уйăракан субсиди кашни ĕнешĕн 4300 пин тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕр çакăн евĕрлĕ пулăшу килти хуçалăхра ĕне тытнин тупăшне сыхласа хăварма май пачĕ. Малтанхи çулсенче республикăра ĕне-выльăх шучĕ 3,5 процента яхăн чакнă пулсан 2020 çулта çак кăтарту 1 процентран та пĕчĕкрех пулчĕ. Хушма хуçалăхсене субсиди парассине кăçал та малалла тăсма йышăннă.
Ĕçлĕ çỹреве пĕтĕмлетнĕ май Сергей Артамонов аграрисем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленсе çитнине палăртрĕ. Кăçал Чăваш Енре çурхисене 300 пин гектарта акса хăвармалла. Удобренисене кирлинчен те ытларах хатĕрленĕ. Çурхи тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 103 процент хатĕрленĕ. Сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсемпе çыхăннă йывăрлăхсем те пулмалла мар. Хальхи вăхăтра вĕсен саппасĕ 60-70 процентпа танлашать - ку çур акине пуçлама çителĕклĕ. Патшалăх отрасль валли уйăракан пулăшу 3 миллиард тенкĕрен те иртет.
Цифрăсем
Удобренисемпе 119 процент тивĕçтернĕ.
Вăрлăх фончĕ - 103 процент. l Патшалăх республикăн ял хуçалăх отрасльне уйăракан пулăшăвĕ - 3 миллиард тенкĕ ытла.
Ноябрь 2024 |