Апрелĕн 19-25-мĕшĕсенче районта Чăваш чĕлхи эрни иртет. Çавна май Патăрье- лĕнчи централизациленĕ библиотекăра районти вулавăш ĕçченĕсемпе, тăван чĕлхе малашлăхĕшĕн хыпăнса çунакан уйрăм хастарсемпе, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен çамрăк çыравçă-сăвă вулакансемпе пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Сумлă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш халăх писателĕ, нумай пулмасть çеç хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă хисеплĕ ентешĕмĕр, 300е яхăн кĕнеке авторĕ Юхма Мишши, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов хутшăнчĕç.
Мероприятие ертсе пынă май библиотека ĕçченĕ Н. Ракова тăван чĕлхе ытарлăхне малалла та аталантарас, унăн историне тĕпчес ĕçре Юхма Мишшин пĕлтерĕшĕпе сумĕ пысăк пулнине каларĕ, унăн кĕске биографийĕпе, творчество кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Тĕл пулу чĕрĕ калаçу евĕр иртрĕ.
Михаил Николаевич залра ларакансене кăсăклан- таракан ыйтусене пурнăçри ỹкерчĕксемпе çыхăнтарса хуравларĕ. Хальхи вăхăтра ăна килте ĕçленĕ чухне çĕнĕ шухăшсем çуратма пулăшакан «Герда» кушакки пысăк хавхалану пулни уйрăмах ачасене кăсăклантарчĕ. Михаил Николаевич Ильин - Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Сăкăтра ачалăхĕ иртнĕ ентешĕмĕр паян çулĕсем шултăраланнине пăхмасăрах творчествăра çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем çырать, сăвăсем шăрçалать, тĕпчевлĕ очерксем калăплать тата ытти те. Литература каçалăкĕнче вăл тĕрлĕ жанра парăнтарать: проза, поэзи, драматурги, критика... Унăн чĕлхи пуян, ытарлă. Паян районти шкулсенче ентешĕмĕрĕн сăвви-калавне мăнаçланса вулаççĕ, паллашаççĕ.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе те пуян. Вĕсенчен пĕри - Юхма Мишши. Вăл Патăрьел районне, чăваш халăхне тĕнче шайне илсе тухрĕ, унăн сăвви-калавне ытти наци халăхĕ те кăмăлласа вулани - пысăк мăнаçлăх. Михаил Николаевич, сирĕн творчествăри пултарулăхăр, чăвашлăх туйăмĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр, сывлăх та ăнăçу сире,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ентешĕмĕре юбилей ячĕпе саламланă май.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |