Çурхи кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем. Техника та хирте куллен нумайланса пырать: пĕри кĕрхисене апатлантарать пулсан тепри сỹрелет, виççĕмĕшĕ акать... Пурте яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессишĕн тăрăшаççĕ.
«Батыревский» пĕрлешĕвĕн техникине Патăрьелĕнчен Елчĕк енне каякансем асăрханах ĕнтĕ. Александр Иванов механизатор тытса пыракан трактор кĕрхисене апатлантарать. Хуçалăхра çак яваплă ĕçе çулленех ăна шанаççĕ. Пĕрлешĕвĕн агрономĕ Евгений Сейфуллин 618 гектар йышăнакан кĕрхи культурăсем аванах хĕл каçнине, вĕсене вăй илсе кайма аммиак селитрине сульфат аммонипе хутăштарса сапнине пĕлтерчĕ.
Çуркунне кашни ĕçе вăхăтра пурнăçласа ĕлкĕрмеллине Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин та питĕ лайăх ăнланать. Фермерăн 200 гектар çĕр, унта вăл вăрлăх сухан, тыр-пул, çĕр улми çитĕнтерет. Сăмах май, сухан вăрлăхне кăçал та 20 гектар акса хăварнă. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсене çĕнетнĕ. Хуçалăхри ырă пулăма та палăртса хăварас килет: кунта вăй хуракансенчен ытларахăшĕ çамрăксем. Евгений Михайлович патне вĕсем Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕреннĕ чухнех практикăна килнĕ, диплом илнĕ хыççăн та фермер патĕнчех юлнă.
Хирте çĕнĕ техника нумайланса пырать. Тутар Тимешĕнчи К. Салихов фермер хуçалăхĕ кĕске вăхăтрах техникăпа пуянланчĕ. Акана пахалăхлă ирттерес тĕллевпе Пензăра туса кăларнă «Быстрица» акакан комплекс туяннă.
Сăкăтри М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче те çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Германинче туса кăларнă сеялкăран кунта улшăнусем кĕртсе кĕрхисене шĕвек удобренипе тымар урлă апатлантармалли тунă. Пĕрлех вăл тăпрана та ватса кăпкалатать, сывлăш кĕртет. Агрегата ĕçре усă курма пикеннĕ.
- Хăш-пĕр вырăнта кĕрхисем вăйсăртарах, вĕсене хунаса кайма малтан опрыскивательпе минераллă удобрени сапатпăр, кайран тепĕр хут тымар урлă апатлантаратпăр, _ тет фермер хуçалăхне ертсе пыракан Олег Лаврентьев.
«Первомайск» тата «Малалла» хуçалăхсенче те çурхи ĕçсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Кăçал икĕ хуçалăхпа пĕрле пĕрчĕллĕ культурăсем 1000 гектар йышăнмалла. Урпана никĕсе хывма пуçланă. Тухăç ытларах илес тĕллевпе вăрлăхсене çĕнетнĕ. Çавăн пекех хутăш минераллă удобрени çĕр çине сапнă, акнă вăхăтра тата аммиак селитри хушаççĕ. Тăрăшнине кура кĕркунне кĕлетсем тулли пуласса шанас килет.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |