Чи малтанах сăмах пулнă теççĕ, мĕншĕн тесен чĕлхесĕр пурнăç йĕркеленсе аталанма пултарайманни никамшăн та çĕнĕлĕх те, вăрттăнлăх та мар. Пиншер çул упраннă, çĕнелсе аталаннă пуянлăх хăй хакне çухатма пултарасси пăшăрхантарать мана. 30 çул ытла шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, çитĕнсе пыракан ăру чĕлхене хутшăну хатĕрĕ пек çеç хакланине, сăмахăн илемĕпе асамне, унăн шалти вăй-хăвачĕпе нумай пĕлтерĕшлĕхне курма-туйма пăрахни сисĕннине сăнатăп. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Цифрăланă система ĕмĕрĕнче пурăнма тытăннипе-ши? Пĕр сăмахпа хурав параймăн.
Тăван чĕлхе вăл – ачашăн ятарласа пĕр çĕре йĕркелесе пуçтарнă хăнăхтарусен пуххи те, ятарласа шухăшласа кăларнă япала та мар! Тăван чĕлхе – çуралнă-çуралман сывласа илекен сывлăш вăл ачашăн! Харпăр хăйĕн тĕпренчĕкне камăн таса та техĕмлĕ сывлăшпа сывлаттарас килмест-ши?
Историе аса илес пулсан, 19-мĕш ĕмĕрте тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççей шкулĕсенче сăмахлăх урокĕсем (уроки словесности) пулни паллă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ мĕнле пулнă-ха, мĕн тунă? Сăмах хăватне илтме, туйма вĕреннĕ. Çавăнпах пулĕ вăл вăхăтра Раççейре тĕнчипе палăрнă гений-поэтсем çуралнă, тĕпчевçĕсем 19-мĕш ĕмĕре «поэзин ылтăн ĕмĕрĕ» тесе хак панă. Кунта эпĕ ватти те, вĕтти те – пур чăваш та пĕлекен йĕркесене аса илмесĕр ниепле те иртсе кайма пултараймастăп. «Хĕвел ансан Хĕветĕр» («Каç пулттипе Хĕветĕр» мар-çке!). «Хуньăм хĕрĕ хура хĕр хурлăх…» («Савнă арăм (е мăшăр) Кулине (е кирек мĕнле урăх ят) хурлăх…» мар-çке). Сасăсен янăравлăхĕ мĕн тери илемлĕ, мăнаçлă, хăватлă. Тĕлĕнсе пĕтерейместĕн.
Шел пулин те, халĕ пирĕн шкулсенче «сăмахлăх» предмечĕсем çук. Эпир вара кашни чĕрĕкре пĕрер урок та пулин ирттерме тăтăшатпăр. Вĕсем вĕренекенсемшĕн уяв пулса тăраççĕ, чунĕсене тыткăнлаççĕ. Урокра мĕнле сăвă янăрасси (тишкересси) ачасемшĕн яланах кĕтменлĕх пулса тăрать. Халиччен нихăçан та илтмен хайлава пĕрремĕш хут илтсен çуралнă пирвайхи туйăм пурин те тенĕ пек пĕрешкел: «Нимĕн те (е нумайăшне) ăнланаймарăм пулин те – пур пĕрех килĕшрĕ!» Çапла пулмалла та! Поэзи – ỹнер тĕсĕ-çке, унăн тĕп тĕллевĕ – чи малтан чун-чĕрене тыткăнласси, кайран тин пуçпа ăсласа илме хистесси. Ку уроксенче нумай ыйту çуралмалла: хăвăн патна, çумри юлташ, вĕрентекен, сăвă авторĕ патне... Кашни хăй мĕн туйнине, мĕн çинчен шухăшланине каласа памалла. Кунта тĕрĕс мар шухăшлакан пулма пултараймасть, кашнийĕн хăйĕн тĕрĕслĕхĕ. Вĕрентекенĕн ачасене айккинчен сăнаса йĕркелесе çеç пымалла: «Эпĕ ак çапла шухăшлатăп, манăн шухăш тĕрĕсех», - тесе çирĕплетни вырăнсăр. Урок вĕçленнĕ май вĕренекенсен хăйсен туйăмĕсене хут çине çырса хурас кăмăл çурални сăмах хăватне пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илнин палли пулса тăмалла.
Л. БАСОВА, Аслă Чементи вăтам шкул вĕрентекенĕ
Ноябрь 2024 |