Окоп та чавнă, вăрман та каснă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2021, 11:57 Просмотров: 228

Вăхăт хăй еккипех чупать, сисĕнмесĕрех иртет. Нумаях пулмасть эпир Аслă Çĕнтерỹ çитнĕренпе 76 çул çитнине паллă турăмăр. Ăна фронтри салтаксемпе пĕрле тылри ĕçченсем те хастар туптанă. Çав шута хĕрсемпе хĕрарăмсем Улатăр тăрăхĕнче окопсем чавма хутшăнни те - историри манăçми пулăм. Вĕсем 40 градус е ытларах та сивĕ пулнине пăхмасăрах вăй хунă, нăйкăшман, хуçăлман. Кунсерен 85 пин çын тĕп ĕç хатĕрĕсене - лума, кĕреçене - алăран ямасăр тỹпе хывнă.

 Вăрçă асапне тỹснисенчен ниепле те тĕлĕнме пăрахаймастăп: йывăр пулнă вĕсене, анчах çакна кăтартмаççĕ. Тăраниччен çăкăр та çиеймен, пĕрех ỹпкелешмеççĕ. Вăрçă вĕсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнипе пĕрлех кăмăлне çирĕплетнĕ, пурнăçа хаклама хăнăхтарнă. Шел пулин те, терт-нуша витĕр тухнă кинемейсемпе мучисен шучĕ çуллен сахалланса та сахалланса пырать. Анчах пиртен уйрăлса кайнисем те ывăлĕсемпе хĕрĕсен асĕнчен тухмаççĕ, шăпах вĕсем пулăшнипе çав манăçми кунсен пĕлтерĕшне куç умне кăларса тăратма май пур.

Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Татьяна Фролова пурăннă пулсан кăçал 100 çул тултармаллаччĕ. Шел пулин те, 2017 çулта пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăл тăватă мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕн асĕнче яланах упранать. Кукамăшĕн пурнăçĕ мĕн тери асаплă пулнине пĕртен-пĕр хĕрĕ, Лидия Георгиевна, каласа парать. Йăха малалла тăсакансене çывăх çынни пекех чăтăмлă пулма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет.

- Аннен, 1921 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче çуралнă Татьяна Александровна Фролован пурнăçĕ çав тери йывăр пулнă, - аса илет Лидия Георгиевна. - Вăл 12 çулта шăллĕпе тата йăмăкĕпе хăр тăлăха тăрса юлнă. Асли пулнă май пур ĕç те ун çине тиеннĕ, пĕрлех кĕçĕннисене те пăхма тивнĕ. Ачапча пулсан та çуртне те тытса пынă, апат та пĕçерсе çитернĕ. Юрать-ха тăванĕсем, кỹрши-арши пулăшкаланă. Хăш-пĕр чухне палламан çынсемех алă тăсса панă.

Пĕррехинче çапла хĕл варринче йăмăкĕпе пĕрле колхоз лашипе вăрмана вутта кайнă. Чылай вăхăт хăрăк-турат шыраса çỹреççĕ, анчах нимĕн те тупаймаççĕ. Кайсан-кайсан пĕрисем хатĕрлесе хунă вутта кураççĕ, ăна çуна çине тиеме пуçлаççĕ. Пĕр лав тултараççĕ те килне кайма тухаççĕ. Çав вăхăтра хăйсене хирĕç вутă хатĕрлесе хуракансем килнине кураççĕ. Ачасем хăраса ỹкеççĕ, анчах лешсем пĕр сăмах хушмасăрах курман пек туса иртсе каяççĕ. Тăлăхсене шелленĕ ахăр.

Шăннине тата тăраниччен апат çисе курайманнине пула ачасене тиф чирĕ çакланать. Малтан йăмăкне, унтан аннене больницăна вырттараççĕ. Кунта та вĕсене пурте хĕрхеннĕ. Телее, иккĕшне те сыватаççĕ.

Анне 19 çул тултарсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Кĕркунне, тăшман Мускав патне çывхарсан, ялти ытти çамрăксемпе пĕрле ăна Сăр хĕрне окоп чавма илсе каяççĕ. Канмалли кун пулман вĕсен. Çил-тăман алхасать-и, питĕ сивĕ чĕпĕтет-и - лум е кĕреçе йăтса ĕçлеме кайнă. Шăннă çĕре такканă. Тăхăнмалли тумтир пулманран сивĕре вăй хума та çăмăлах пулман. "Çĕр ăшĕнчен тухакан ăшă тăпра кăштах урана ăшăтатчĕ те - ывăнни те, шăнни те иртсе каятчĕ", - тесе аса илетчĕ анне.

Унтан таврăнсан çамрăк хĕре Улатăр районне вăрман касма илсе каяççĕ. Хĕлĕпех çавăнта тăрăшнă. Килне таврăнсан йăмăкĕпе иккĕшне ФЗОна вĕренме яраççĕ.

Хăйĕн пурнăçне анне йăмăкĕпе шăллĕне халалланă. Вĕсене ура çине тăратассишĕн нумай тар тăкнă. Качча кайман. Пĕр тăванĕсем çемье çавăрсан çеç 30 çултан иртнĕскер юлташа мана çуратнă. Çывăх çыннăм хастарлăхĕпе мухтанатăп, ун пек пулма тăрăшатăп. Мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене те кукамăшĕ пирки каласа паратăп, ун пек маттур пулма вĕрентетĕп.

Н. ПАВЛОВА, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика